Çырулăх

Çырулăххыпарсене графикăллă çыру йĕрки, çын чĕлхин пурăну хормисенчен пĕри.

Тĕрлĕ çырулăхсен паллисем
Пĕр хыпарах тĕрлĕ чĕлхесемпе тата тĕрлĕ çырулăхсемпе палăртнă

Çын чĕлхисен çырулăхĕн тĕсĕсем

  • Идеографи (пиктографи) — пĕлтерĕшĕпе çыхăннă çыру палли
  • Фоноидеографиллĕ — пĕлерĕшĕпе те, сасăлăхĕпе те çыхăннă çыру палли
    • Логографиллĕ — çыру паллийĕ пĕр сăмаха пĕлтерет
    • Морфемăллă — çыру паллийĕ морфемăна пĕлтерет («Китай çырулăхĕ»)
  • Фонетикăллă — çыру палли пĕр пĕлтерĕш сасси çумне çыхăннă
    • сыпăклă (силлаби) — кашни çыру пали пĕр сыпăка палăртать. Уйăраççĕ:
      • харпăр сыпăклă çыру — пĕр пек уçăсăр саслă, анчах тĕрлĕ уçă сасăллă сыпăксене тĕрлĕ паллăсемпе çыраççĕ (тĕслĕхрен, япон кани);
      • абугида — çакăн пек сыпăксемпе пĕр тĕплĕ паллăн улшăннă хормисене (сăмахран, эфиоп çырăвĕ) тата/е хушма паллăсемпе (инди çырăвĕ)
    • консонантăллă (квазиалфавитлă) — çырура уçăсăр сасăсене çеç палăртаççĕ. При своем развитии такие системы письма, как правило, обогащаются системами огласовок, в которых с помощью диакритических или дополнительных знаков можно обозначать гласные
    • Консонант вокаллă çыру — сас паллисемпе уçăллă сасăсене, çаплах уçăсăр сасăсене те палăртаççĕ; çырура çак тивĕçпе ĕçлеççĕ: «пĕр графема (çыру палли) — пĕр фонема».

Алфавитсем тесе çирĕп виçеллĕ алфавитлă йĕркелĕх паллисемлĕ фонетикăллă çырулăхсене палăртаççĕ. Алфавитсен паллисене сас паллисем теççĕ.

Çырулăхăн тĕп тĕсĕсем

Çывăх Тухăçпа Вăтаçĕр тавралахĕн авалхи çырулăхĕсем

Семитлă (сасăллă) çырăвĕ тата унăн несĕлĕсем (грексенне шута илмен)

  • Пайпăл çырăвĕ
  • Протоханааней çырулăхĕ
  • Протосинай çырулăхĕ
  • Угарит алфавичĕ (савăл çырулăхĕ)
  • Финики çырулăхĕ
    • Ибери çырăвĕ
    • Авалхи Ливи çырăвĕ (нумиди)
      • Тифинаг
      • Турдетан çырăвĕ
      • шифăрне уçайман гуанча çырăвĕ
    • Карфаген çырăвĕ
  • Арамей çырулăхĕ
    • Еврей алфавичĕ (тăваткаллă)
    • Самарити алфавичĕ
    • Сири çырăвĕ (серто, эстрангело, несториан)
    • Арап алфавичĕ
    • Уйгур çырăвĕ
      • Монгол çырăвĕ
  • Кăнтăр арави çырăвĕ
    • Эфиоп çырăвĕ
  • Кĕçĕн Ази алфавичĕсем

Семит евĕрлисен сĕмĕпе аталаннă çырулăхсем

Грек алфавичĕ тата унăн тĕпĕпе çуралнă алфавитсем

  • Грек алфавичĕ
  • Итали алфавичĕ
    • Этрус алфавичĕ
    • Латтин алфавичĕ
  • Кăпт çырăвĕ
  • Готт çырăвĕ
  • Кириллица

Грек евĕрлисен сĕмĕпе аталаннă çырулăхсем

Инди çырăвĕ (сыпăклă)

  • Кхароштхи
  • Брахми
    • Деванагари
    • Бенгали алфавичĕ
    • Тибет çырăвĕ
    • Тохар çырăвĕ
    • Мон çырăвĕ
    • Бирма çырăвĕ
    • Тай çырăвĕ
    • Кхмер çырăвĕ
    • Лаос çырăвĕ
    • Кави (авалхи яван çырăвĕ)
    • Тагал çырăвĕ

Китай çырăвĕ тата унăн несĕлĕсем

  • Китай çырăвĕ
  • Япон сыпăклă çырăвĕ
    • Хирагана
    • Катакана
  • Чжурчжэнь çырăвĕ
  • Кидань çырăвĕ
  • Тангут çырăвĕ
  • Чжуан çырăвĕ
  • Корей çырăвĕ (Хангыль)

Ытти авал тата вăтам ĕмĕр çырулăхĕсем

  • Майя çырăвĕ
  • Ацтек çырăвĕ
  • И чĕлхисен (Китай) цуань çырулăхĕ
  • донгба çырулăхĕ (наси, Китай)
  • Огамиллĕ çырăвĕ
  • Авалхи пермь çырулăхĕ (абур)

XVIII-XX ĕмĕрсенче никĕсленнĕ çырулăхсем

Ази

  • мяо чĕлхисен Пахау тата Полларда çырулăхĕ
  • Варанг-кшити хо челхисем валли (мунда чĕлхисем, Инди)
  • Теневиль идеографикăлă çырулăхĕ (чукчă чĕлхи валли

Африка

  • Нко çырăвĕ (1949 çултанпа Гвинейпе Мали манден чĕлхисен çырулăхĕ)
  • Басса (1900-мĕш çç. хальхи куна çити)
  • Ваи (1820-мĕш çç. хальхи куна çити)
  • Кпелле (1930-мĕш — 1940-мĕш çулсем)
  • Лома (1930-мĕш — 1940-мĕш) Либерири
  • Кикакуи, е менде (менде чĕлхи валли) (1921—1940-мĕш çулсенче), Сьерра-Леоне
  • Бамум (1896—1950-мĕш) Камерун
  • Османья (сомали чĕлхи валли)
  • Мандомбе (1978) Анголăра, Конгăра тата ДРК

Америка

  • Чероки çырăвĕ
  • Канада сыпăклă çырăвĕ (кри, эскимос, оджибве тата ытти чĕлхисем валли)

Шутласа кăларнă чĕлхесен çырулăхĕ

  • Тенгвар
  • Ифкуиль чĕлхин уникаллă морфи-фонетикăллă çырулăхĕ

Шифăрне уçайман çырулăхсем

  • Ронго-ронго
  • Фестский диск
  • Инд айлăмĕн çырулăхĕ (протоинд, е харапп çырăвĕ)
  • Троян çырăвĕ
  • Каролин утравĕсен çырулăхĕ

Вуламалли

  • Дирингер Д. Алфавит. М. 1963, 2004.
  • Добльхофер Э. Знаки и чудеса. М. 1963.
  • Истрин В. А. Возникновение и развитие письма. М. 1965.
  • Фридрих И. История письма. М. 2004.

Çавăн пекех пăхăр

Каçăсем