Япон чĕлхи

Яппун чĕлхи (яп. 日本語 nihon-go), — япон халăхĕ калаçакан чĕлхе. Японин конституцийнче ун статусне палӑртман пулин те, вăл чăнласах Японин патшалăх чĕлхи пулать. Унпа калаçакансен йышӗ - 128 миллион çын яхӑн (тӗнчери чӗлхесем хушшинче саккӑрмӗш вырӑн йышӑнать).

Тӗнчепе сарӑлни

Япон чĕлхипе калаçакансен ытларахӑше Япони утравĕсенче пурӑнать. Унсӑр пуçне япон чӗлхипе Корейӑра, Тайваньре, Китайра (Япони оккупациленӗ пулнӑскерсенче) кӑшт усӑ кураççӗ. . Японирен Çурçӗр тата Кӑнтӑр Америкӑна (Калифорнине, Бразилине), Гавайя утравӗсене эмиграциленӗ японецсем те унпа калаçаççӗ.

Классификаци

Япон чӗлхи Алтай чĕлхисен çемьине кĕрет (ку ыйту çинчен С.А Старостин çырнă диссертацине пăхăр: «Алтайская проблема и происхождение японского языка»[1] 2021 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.).

Диалектсем

da союзĕн диалект раснисем

Японин географиллӗ уйрӑмлӑхӗсене (пӗр-пӗринпе çыхӑнса тӑман утравсем, çӳллӗ ту хырçисем) пула япон чӗлхинче вунӑ диалект яхӑн пур. Чи сарӑлнисем хушшинче çаксене палӑртма пулать: Кансай-бен (関西弁), Тохоку-бен (東北弁) тата Канто-бен (関東弁), Токио тата ун тавралӑхӗн диалекчӗ. Тӗрлӗ диалектпа калаçакан японецсем час-часах пӗр-пӗрне ӑнланмаççӗ (çапах та кашни японец стандартлӑ япон чӗлхине пӗлет). Токио диалекчӗн никӗсӗнче «пӗрлехи чӗлхе» (共通語 кё:тсу:го) йӗркеленӗ пулнӑ. Стандартланӑ диалекта 1886-мӗш çултан пуçласа шкулсенче вӗрентме пуçланӑ.

Кивĕ яппун чĕлхи

Кивĕ яппун чĕлхи (урӑх ячĕсем: ахаль япон чĕлхи, Хэйан тапхăрĕн чĕлхи, кивĕ çырулăхлă яппун чĕлхи, бунго) – IX-XII ĕмĕрсенчи япон çырулăхĕн китайланман палăкĕсен чĕлхи. Каярах вӑл бунго (XX ĕмĕрĕн варричченех Японин литература чĕлхи пулнă) никĕсĕ пулса тăнă.

Пулса кайни

Кивĕ яппун чĕлхи Киото диалекчĕн (чи авторитетлă пулнăран) никĕсĕ çинче аталаннӑ.

Япон çырулӑхӗ

Япон пускăчлăхĕ
Горизонталлӗ япон çырулӑхӗн тӗслӗхӗ:
Вертикаллӗ япон çырулӑхӗн тӗслӗхӗ:

Яппун лексики

Чӑваш тата япон чӗлхисем хушшинчи çыхӑнусем

чăвашлатĕрĕклеавалхи япон чĕлхихальхи япон чĕлхи
хытăкаткатакатай - 硬い (хытă)
тăриторгайторитори 鳥(вĕçен кайăк)
сасăсессасасасаяку - 聶 (шăппăн кала)
килгелкуру(кулу)куру-来る

(А.А.Орлов «Чăваш тата япон чĕлхисене танлаштарса тĕпчени»; хальхи вăхăтра тăвăнакан тĕпчев ĕç).

65 чи кирлĕ пуплев сыпăкĕсем яппунла

чăвашлаяппунла
-Хай (да)
-Иие (нет)
ӐнланатӑпВакаримас
ӐнланмастӑпВакаримасен
ТавтапуҫАригато
ТархасшӑнДо иташимашите
Тархасшӑн (панӑ чухне)До:зо
Тархасшӑн (ыйтнӑ чухне)Онекаи шимас
Каҫару ыйтатӑпСумимасен
Нимех те марДай джобу дэс
Айта пуҫларСА: Хаджимемассе:
Ырӑ ир пултӑрОхайе Годзаймас
Ырӑ кун пултӑрКонничи ва
Ырӑ каҫ пултӑрКонпан ва
Мӗнле сывлӑхсем?Окенки дес ка
Тавах лайӑхАригато генки дес
Мӗнле пурнӑҫсем?Иккака дес ка
Мӗн чухлӗ пӗрни пӗр курманниХиссашипури не
Сывӑ пулӑрСае а
Тӗпре курӑнӑҫичченМатта оме ни
Тӗл пулӑпӑрДжа матта
ЫранчченМе нитти ома ни каккаримассе
Каҫару ыйтатӑпГо мен насай
Мана пулӑшаймастӑр-и?О некай иттассимас?
Чӑрмантарнӑшӑн каҫару ыйтатӑпСумимассен дешита
Кӗме юрать-и?Хаиттемо ий дес ка?
Пысӑк тав!До мо арикатто гозаймашита
Тава тавДо итташимашите
Пурте аван!Арикатто генки дес
СаламлатӑпОмететто
Пулӑшнӑшӑн тавГоккерекку арикатто гозаймас
Йыхравланӑшӑн тав!Госе тай арикатто гозаймас
Пуриншӗн тавах!Ироиро то до мо арикатто
Чаплӑ парнешӗн тав!Кекко на пурезенто арикатто гозаймас
Сирӗнпе паллашма хавас!Хаджимемашите до зо ерошику
Эпӗ --- ятлӑВаттаҫи но намае ва дес ---
Хӑвӑр ятӑра тата хушаматӑра ҫырӑр-хаАната но намае то ме джи о кайте кутассай
Ак ман паллашу хучӗВаташи но мейши о до зо
Сирӗнпе паллашма питӗ хавасОме ни каккаретте тайххен уреший дэс
Айта паллашарДева се кайссимас
Паллашӑр, --- хӑтаСан о се кайшимас
Эп сире --- Хӑтапа паллаштарасшӑнСАН О СЕ: КАйшиТАй НОДеС
Эсир акӑлчанла пӗлетӗр-иТӗрӗклерех те акӑ турккӑлла
Эпӗ яппунла калаҫмастӑпНигонго ва ханасе-масен
Хулленлен калăçăр-хаМо: скоши юккурихханашитте кутассай
Сывă пулăрСайо:нара
Ыйхи тутлă пултăрО ясуми насай
Хăвна сыхлаО ки о цукете
Çакăнпа Эсир мĕнле усă куратăр?Коре о доятте цукаимаска?
Ку мĕн?Коре ва нандеска?
Тула ăçта тухаççĕ?О тойре ва докодеска?
... ăçта?...ва доко деска?
Миçе сехет?Нанджи деска?
эпĕваташи
эсӗ (эсир)аната
вӑл (арҫын)карз
вӑл (хӗрарӑм)каноджо
арҫындансей
хӗрарӑмджосей
арӑмокусан
упӑшкаҪӳчин
хӗрмусуме
ачакотомо
ывӑлмусуко


(Хавал ушккӑнӗн Кофе тӑхтавӗн Контактри элӗнчен.

Асăрхавсем