Венера

ВенераХĕвел системин Хĕвелтен иккĕмĕш утăмри планета.

Венера ♀
Венера
Венера
Орбита хаклăхĕсем
Афели108 942 109 км
0,72823128 а. е.
Перигели107 476 259 км
0,71843270 а. е.
Мăн çурма тĕнĕл108 208 930 км
0,723332 а. е.
Орбитăн эксцентриситечĕ0,0068
Орбитăн тапхăрĕ224,70069
Синод тапхăрĕ583,92 кунсем
Орбиталлă хăвăртлăх35,02 км/ç
Тайлăм3,86° (о. с. э.)
Хăпаракан çыххин долготти76,67069°
Перицентр аргуменчĕ54,85229°
Спутниксемçук
Физикăллă хаклăхсем
Вăтам радиус6051,8 ± 1,0 км
Çийĕн лаптăкĕ4,60×108 км²
0,902 Çĕр
Чăмăртану< 0,0002
Калăпăш9,38×1011 км³
0,857 Çĕр
Йывăрăш4,8685×1024 кг
0,815 Çĕр
Вăтам тачăлăх5,204 г/см³
Экватăрти йывăрăш вăйĕ8,87 м/с²
0,904 g
Иккĕмĕш космос хăвăртлăхĕ10,46 км/ç
Сидериллĕ çаврăну тапхăрĕ243,0185 кунсем
Экватарти çаврăш хăвăртлăхĕ6,52 км/ч
Планетăн çаврăнăш тĕнĕл тайăлăвĕ177,36°
Тӳррĕн хăпарни, çурçĕр полюсĕнче18 ч 11 мин 2 с
272,76°
Тайлăмĕ67,16°
Альбедо0,65
Çăлтăрăн курăнуллă виçи−4,7
Кĕтес пысăкăшĕ9,7" — 66,0"
Температура
Чи сивви
Вăтам735 К
(461,85 °C)
Чи вĕри
Атмосфера шучĕсем
Атмосфера пусăмĕ9,3 МПа
Шучĕсем~96,5 % Угл. газ
~3,5 % Азот
0,015 % Серăн диоксичĕ
0,007 % Аргон
0,002 % Шыв пăсĕ
0,0017 % Сĕрĕм
0,0012 % Гели
0,0007 % Неон
(йĕрисем) Углеродăн сероксичĕ
(йĕрисем) Хлороводород
(следы) Фтороводород
Кĕскетнисен таблици
о. с. э.Хĕвел экваторĕнчен шутласан

Венера — шалти планета, çĕр тӳпинче Хĕвелтен 48° ытларах тармасть. Венера — тӳпере чакăрлăхпа виççĕмĕш объект; ялкăшăвĕпе унтан çутăраххи — Хĕвелпе Уйăх. Этемлĕхе вăл авалтанах паллă пулнă.

Чăвашла ăна Шурăмпуç çăлтăрĕ теççĕ.

Пысăккăшне танлащтарни (сулахайран сылтăмалла) Меркури, Венера, Çĕр тата Марс

Пĕрлехи хыпарсем

Венерăпа Хĕвел вăтам хушă 108 млн км (0,723 а. в.). Унăн орбити çаврашка патнелле — эксцентриситечĕ 0,0068 тан çеç. Хĕвел тавра çаврăнав тапхăрĕ 224,7 талăка çитет; орбитăри вăтам хăвăртлăхĕ — 35 км/с. Эклиптика лаптăклăхĕпе орбита тайлăкĕ хушши — 3,4°.

Атмосфера

Венера атмосферин тачăлăхĕ

Çĕр патнелле чи çывăх планета пулсан та Венера çийне тĕпчеме анчахрах тытăннă. Планета çийĕ пĕлĕтпе витĕннипе тĕпчеме йывăр. Пĕлĕтсем çук пулсан та, Венера атмосферин тачăлăхĕ витĕр çутă япăх тухать.

Венера атмосфери ытларахăшпе углекислый газпа (96 %) азотран (4 % яхăн) тытăнса тăрать. Шыв пăсĕпе йӳçлек шучĕ питĕ сахал (0,02 % тата 0,1 %). Çийĕнчи пусăмĕ 93 атм, температури — 737 К. Çапла вара унта Хĕвел патне иккĕ хутчен çывăхрах Меркури çийĕнчи температурăран хĕрӳрех. Сăлтавĕ — тачă углекислотлă атмосфера тăвакан парник эффекчĕ.Венера атмосферин тачăлăхĕ шыв тачăлăхĕнчен 14 хутчен сахалтарах. Планета мăран çаврăнать пулин те кăнтăрлахипе каçхи енĕсен температура уйрăмлăхĕ çук — атмосферăн ăшă инерцийĕ çав тери пысăк.

Рельеф

Венера çийĕнчи кратерсем
Венера çийĕн ӳкерчĕкĕ, радиолокаци хыпарĕсемпе.

Климат

Венерăн топографи картти.

Çавăн пекех

  • Венера программи
  • Венера-экспресс
  • Вега (КА)
  • Магеллан (космос аппарачĕ)
  • Маринер-10
  • Пионер-Венера-1
  • Пионер-Венера-2

Кăсăк фактсем

  • Хĕвел системине кĕрекен Венера планета чи хĕрӳлли пулать, унăн çийĕнчи вăтам температура 480 °С яхăн, çакна пула тĕпчев ĕçĕсене иртерме хĕн.

Каçăсем


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.