Çĕр

Ытти пĕлтерĕшсене Çĕр (пĕлтерĕшĕсем) статьяра пăхăр.

Çĕр (астрономи символĕ: 🜨) — Хĕвелтен виççĕмĕш тăракан планета, хĕвелĕн спутникĕ. Ун патĕнче çаврăнса тăрать. Хăйĕн йĕри тавра 24 сехет (пĕр кун) хушинче, хĕвель йĕри тавра 12 уйăх (пĕр çул) хушинче çаврăнать. Çулла хĕвел патне çывăха пырать те çӳле хăпарать, хĕлле инçете каять те аяла анать.

Çĕр 🜨
Çĕр чăмăрĕ.
Çĕр чăмăрĕ.
Физика пахалăхĕсем
Экватор радиусĕ, çм6378,14
Поляр радиусĕ, çм6356,78
Вăтам радиусĕ, çм6371,3
Экватор тăршшĕ, çм40 075
Калăпăшĕ, çм³1,0832×1012
Йывăрăшĕ, кг5,9737×1024
Тачăлăхĕ, г/см³5,515
лаптăкĕ, çм²510 065 700
Ирĕклĕ ӳкен хăвăртлăхĕн ӳсĕмĕ, экватор çинче, м/ç²9,766
Иккĕмĕш космослăх хăвăртлăхĕ, м/ç11 180
Çаврăнун сидер тапхăрĕ, сех.23,934
Орбитăн экватор патĕнчи тайлăмĕ, °23,45
Çийĕнчи температура, К
мин.вăтамчи вĕри
185287331
Çийĕнчи атмосфера пусăмĕ, кПа101,325
Орбита пахалăхĕсем
Хĕвелтен аяк вăтам хушă, çм149 597 890
(1,0 а. в.)
Перигели, çм147 100 000
Афели, çм152 100 000
Сидер çулĕн тапхăрĕ, кунсем365,256366
Вăтам орбита хăвăртлăхĕ, м/ç29 785,9
Орбитăн эксцкентритечĕ0,01671022
Эклиптика тӳремĕнчен орбита тайăмĕ, °0,00005
Орбитăн çавракăшĕ, çм924 375 700
спутникĕсем1 (Уйăх)
спутник шутланатьХĕвел
Атмосфера тытăмĕн шучĕ, %
Азот77
Йӳçлĕк21
Аргон1
Углерод икĕйӳçĕлĕхĕ,

шыв пăсĕ

йĕрĕсем

Çĕрĕн кун-çулĕ

Çĕр тата ытти Хĕвел системин планетисем 4,54 млрд çул каялла [1] пĕрлĕх Хĕвел тĕтрелĕхĕнчен, диск евĕр тусанпа газран, Хĕвел хыççăн пулса тăнă.

Çĕр тытăмĕ

Хорми

Çĕр ушкăнĕн планетисен калăпăшĕсене танлаштарни (сулахайран сылтăмалла): Меркурий, Венера, Çĕр, Марс

Çĕр çаврака, тăпраран, хăйăртан, тăмран, шывран, сывлăшран тăрать.

Хими тытăмĕ

Ф. У. Кларкăн Çĕр витĕмĕнчи йӳçĕлĕхсен таблици
ÇыхăнăвĕХормулиПроцентлă
шучĕ
Вутчул-çĕрSiO259,71 %
Тăм-çĕрAl2O315,41 %
Кальци йӳçĕлĕхĕCaO4,90 %
Магни йӳçĕлĕхĕMgO4,36 %
Натри йӳçĕлĕхĕNa2O3,55 %
Тимĕр йӳçĕлĕхĕ (II)FeO3,52 %
Кали йӳçĕлĕхĕK2O2,80 %
Тимĕр йӳçĕлĕхĕ (III)Fe2O32,63 %
ШывH2O1,52 %
Титан икĕйӳçĕлĕкĕTiO20,60 %
Фосфор пентоксичĕP2O50,22 %
Пурĕпе99,22 %

Çĕрĕн йывăрăшĕ 5,98 яхăн·1024 кг тан. Вăл чылайрах тимĕртен (32,1 %), йӳçамăшрен (30,1 %), кремнирен (15,1 %), магнирен (13,9 %), кӳкĕртрен (2,9 %), никкĕльрен (1,8 %), кальцирен (1,5 %) и алюминирен (1,4 %) тытăнса тăрать; ытти элеменчĕсем çине 1,2 % юлать.

Шалти тытăмĕ

Çĕрĕн пĕтĕмĕшлĕ тытăмĕ

Çĕр витĕмĕ

Çĕрĕн мантийĕ

Çĕр моделĕ

Манти — Çĕрĕн силикатлă çавра капламĕ. Вăл ытларах ту тăприллĕ перидотитсенчен — магни, тимĕр, кальци селикачĕсенчен тăрать. Мантийĕн ту тăприсем кăштах шăраннисем Çĕр витĕмĕн çӳлти сийне хăпарнă çем базальт е унăн евĕр шăранчăкĕсем пулса тухаççĕ.Манти Çĕр йывăрăшĕн 67 %, 83 % яхăн калăпăшĕн пайĕ пулать. Вăл Çĕр витĕмĕн аялти чиккинчен 5 — 70 километр пуçланса, тĕшĕн чиккине çити, 2900 км пырать.

Çĕрĕн тĕшĕ

Тĕшши тимĕр-никĕль хутăш шăранчăкĕсенчен, ытти сидерофиллă элементсенчен тăрать.

Тектоника платформисем

Çĕрĕн тектоникă платхормисен картти.
Плита ячĕЛаптăкĕ
106 км2
Витĕмлех лаптăкĕ
Африка плитти61,3Африка
Антарктика плитти60,9Антарктика
Австрали плитти47,2Австрали
Еврази плитти67,8Ази тата Европа
Çурçĕр Америка плитти75,9Çурçĕр Америка тата çурçĕр-тухăç Çĕпĕр
Кăнтăр Америка плитти43,6Кăнтăр Америка
Лăпкă океан плитти103,3Лăпкă океан

Уйăх

Çĕр Уйăх çинчен курăнни
ЯчĕДиаметрЙывăрăшĕМăн çурма тĕнĕлĕÇаврăну тапхăрĕ
Уйăх3 474,8 км7,349·1022 кг384 400 км27 кун 7 сехет 43,7 минут

Çавăн пекех

Асăрхавсем

Вуламалли

Каçăсем

Ку астрономипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.