Конго Демократиллĕ Республики

Конго Демократиллĕ Республики (фр. République Démocratique du Congo), 1971—1997 çç — Заи́р Респу́блики, 1960—1964 çç — Ко́нго Респу́бликиАфрикăри патшалăх. Конго Республикипе, Тĕп Африка Республикипе, Кăнтăр Суданпа, Угандăпа, Руандăпа, Бурундипе, Танзанипе, Замбипе, Анголăпа чикĕ тытать. Маларах Бельги колонийĕ пулнă.

фр. République Démocratique du Congo
лингала Republíki ya Kongó Demokratíki
конго Repubilika ya Kongo ya Dimokalasi
суахили Jamhuri ya Kidemokrasia ya Kongo

Конго Демократиллĕ Республики

Конго Демократиллĕ Республики ялавĕКонго Демократиллĕ Республики гербĕ
Патшалăх чĕлхисемфранци чĕлхи
Тĕп хулаКиншаса
Чи пысăк хулаКиншаса
ПрезидентКабила Жозеф
Премьер-министрОгюстен Матата Поньо
Лаптăкĕ
 - Пĕтĕмпе
11 вырăнта
2 345 410 км2
Халăх йышĕ
 - Пĕтĕмпе(2002)
 - Йышлăхĕ
19 вырăнта
67 758 000
22/км²
Валюта ячĕКонголези франкĕ
Вăхăт тăрăхĕГВ +2 пуçласа +01 таран
Патшалăх гимнĕКонго Демократиллĕ Республики патшалăхĕн гимнĕ
Тетел доменĕ.cd
Тел. префиксĕ243

Экономика

Тĕп статья: Конго Демократиллĕ Республикин экономики
Майланă чукун çулпа Кинду хулине Лубумбашинчен пĕрремĕш пуйăс килет

Çутçанталăк ресурсĕсем — тĕнчери чи пысăк кобальт, германи, тантал, кĕвер чул, Африкăра чи пысăк уран, вольфрам, пăхăр, цинк, тăхлан запасĕсем, берилли, лити, ниоби, нефть, çĕр кăмрăкĕ, тимĕр, марганец, ылтăн, кĕмĕл, боксит çĕр управĕсем. Гидроресурссемпе тата вăрманпа пуян.

Географи

Тĕп статья: Конго Демократиллĕ Республикин географийĕ

Конго Демократиллĕ РеспубликинКонго юханшывĕн бассейнĕнче вырнаçнă. Патшалăх экватор тата субэватор климачĕнче вырнаçнă. Хĕвелтухăçĕнчи чикки Африка рифчĕпе çыхăннă.


Административла пайлану

Тĕп статья: Конго Демократиллĕ Республикин административла пайланăвĕ

Конго Демократиллĕ Республикин 2005-мĕш çулхи конституципе 26 провинцийе пайланать. Ку пайлану 2009-мĕш çулхи нăрăс уйăхĕнче вăй илнĕ. Маларах патшалăхра 11 облаç пулнă:

  • Кăнтăр Киву
  • Çурçĕр Киву
  • Тури Конго
  • Анатри Конго
  • Хĕвеланăç Касаи
  • Хĕвелтухăç Касаи
  • Итури
  • Экватор провинцийĕ
  • Катанга (Шаба)

Пысăк хулисем

Тĕп статья: Конго Демократиллĕ Республикин хулисем
Киншаса
  • Бандунду
  • Бома
  • Букаву
  • Илебо
  • Исиро
  • Калемие
  • Кананга
  • Киквит
  • Кинду
  • Киншаса
  • Кисангани
  • Колвези
  • Ликаси
  • Лубумбаши
  • Матади
  • Мбандака
  • Мбанза-Нгунгу
  • Моба
  • Мобайе-Мбонго
  • Мбужи-Майи
  • Убунду

Асăрхавсем

Каçăсем



Шаблон:Африка патшалăхĕсем

Шаблон:Конго Демократиллĕ Республики темăсенче