Кобальт

Кобальт / Cobaltum (Co)
Атом номерĕ27
Ансат япалалăхăн курăмĕ Кĕмĕл шурă, кăштах сарăрах метал
Атом палăрăмĕсем
Атом масси
(моль масси)
58,9332 а. е. м. (г/моль)
Атом радиусĕ125 пм
Ионизаци энергийĕ
(пĕрремĕш электрон)
758,1 (7,86) кДж/моль (эВ)
Электронсен конфигурацийĕ[Ar] 3d7 4s2
Химилле палăрăмсем
Ковалентла радиус116 пм
Ион радиусĕ(+3e) 63 (+2e) 72 пм
Электронегативлăх
(Полинг шучĕпе)
1,88
Электрод потенциалĕ0
Оксидлав капашĕсем3, 2, 0, -1
Ансат япалалăхăн термодинамикăлла палăрăмĕсем
Тачăлăх8,9 г/см³
Пайлавла ăшăшăнăçтарăш24,8[1] Дж/(K·моль)
Ăшăяраслăх100 Вт/(м·K)
Шăрану температури1 768 K
Шăраннин пайлавла ăшши15,48 кДж/моль
Вĕрев температури3143 K
Пăспулăмăн ăшăлăхĕ389,1 кДж/моль
Моль калăпăшĕ6,7 см³/моль
Ансат япалалăхăн кристалл решетки
Решетке тытăмĕгексагоналлă
Решетке периочĕa=2,505 c=4,089 Å
c/a танлашăнни1,632
Дебай температури385 K
Co27
58,9332
[Ar]3d74s2
Кобальт

КобальтЭлементсен периодикăллă системин хими элеменчĕ.

Кун-çулĕ

Этимологи

Кобальт нимĕç чĕлхинче — хĕрт-сурт, гном тени пулать. Мышьяклă кобальт минералĕсене пĕçерттерсен çăмăл наркăмăшлă мышьяк оксичĕ тухать. Çак минерал тăприне ту ĕçтĕшĕсем Кобольд ту чун-чĕмĕн ячĕпе тивĕçтернĕ. Ӗлĕкхи норвегсем çак чун-чĕме усал вырăнне хунă, ун çине кĕмĕле шăрантаракансене наркăмăшлă вĕлернине те янă. Усал чун-чĕмĕн ячĕ грексен «кобалос» — тĕтĕм — сăмахĕнчен килет, пулас. Çак сăмахпах эллинсем ултав çыннисене палăртнă.

1735 çулта швед минералогĕ Георг Бранд çак минералтан кунчен паллă мар металл уйăрса кăларнă, ăна вăлкобальт ятне панă. Çаплах вăл çак элементăн çыхăнăвĕсем кантăка кăваклатнине асарханă — çак пахалăхпа авалхи Ассирипе Вавилонрах усă курнă.

Физика пахалăхĕсем

Кобальт — хытă металл, икĕ модификаципе тĕл пулать. Пӳлĕмри температурăран пуçласа 427 °C тăнăç α-модификацийĕнче.427 °C температурăран пуçласа шăрану температурине (1494 °C) çитиччен кобальтăн тăнăçлă β-модификацийĕ (чĕнтĕрлĕ кубăллă хысаклă-тĕпĕленнĕ). Кобальт — ферромагнетик, Кюри пăнчи 1121 °C.

Сарăрах тĕсĕлĕхĕ оксидăн çинçе сийĕнчен килет.

Усă курни

Лити кобальтачĕпе çӳллĕ хăватлă пурлă электрод ĕç вырăнĕнче литиллĕ аккумуляторсем хатерленĕ çĕртре усă кураççĕ. Кобальтăн силицичĕ — çав тери паха термоэлектрика материалĕ тата чылайлă УӖК термоэлектрогенераторĕсене туса пуçтарнă чух кирлĕ япала.

Радиоактивлă кобальт-60 (çурма аркану тапхăрĕ- 5,271 çул) гамма-дефектоскопсенче тата медицинăра хăйĕн ĕç вырăнне тупнă.

Биологи ĕç-пуçĕ

Кобальт çитмесен акобальтоз аталанать.

Токсикологи

Ытлашши кобальт пулни çыншăн сиенлĕ.Кобальт тусанĕн сывлăшри ПДК 0,5 мг/м³, ĕçме шывра кобальт тăварĕсен кирлĕ шучĕ 0,01 мг/л.

Токсика виçи (LD50 йĕкехӳре валли) — 50 мг.

Уйрăмах кобальт октакарбонилĕн Со2(СО)8 пăсĕсем токсикăллă.

Изотопĕсем


Кобальтăн радионукличĕ-60

60Со çунăк вырăнĕнче радиоизотоплă вăй-хăват çăлкуçĕсенче усă кураççĕ.

Асăрхатарусем

Каçăсем