Лоуренсий

Lr103
262.11
[Rn] 5f14 6d1 7s2
Лоуренси

Лоуренси — 103 атом номерлĕ хими элеменчĕ. Атом масси 262.11; Lr тесе паллă тăваççĕ(лат. Lawrencium), актиноидсен шутне кĕрет.

Истори

103-мĕш элемента 1961-1965-мĕш çулсенче Дубнари Флеров лабораторипе Берклири Лоуренс ячĕллĕ лабораторинче пĕп пĕринпе çыхăнмасăр синтезланă.Берклинче 3 мг калифорнин 3 изотопĕн хутăшне борăн 10 тата 11 виçеллĕ изотопĕсемпе йывăр ион ускоритĕльĕнче (HILAC) персе тунă. Ушкăн 257103 тупни çинчен пĕлтернĕ. Альфа-пайăркасен хăвачĕ 8,6 МэВ, çурма аркану тапхăрĕ ~8 çеккунт. Каярах 258Lr тесе тӳрлетнĕ.


Ушкăн элемента Лоуренси (Lw) ят пама сĕннĕ.

1967-мĕш çулта Дубнари тĕпчевçĕсем 257103 альфа-аркануне тата çурма аркану тапхăрĕ ~8 çеккунт çирĕплетме пултарайман. Çавăнпа 258Lr пулать тенĕ. Ун вырăнне 45ç хастарлăхлă 256Lr синтезланине пĕлтернĕ.

Изотопĕсем

Аркану майĕпе пулнă изотопĕсем

Лауренси изотопĕсем йывăртарах изотопсем арканнă чухне те пулаççĕ. Аялти таблицăра кăтартнă.


Арканакан элементЛоуренси изотопĕсем
267Bh, 263Db259Lr
278Uut, 274Rg, 270Mt, 266Bh, 262Db258Lr
261Db257Lr
272Rg, 268Mt, 264Bh, 260Db256Lr
259Db255Lr
266Mt, 262Bh, 258Db254Lr
261Bh, 257Dbg,m253Lrg,m
260Bh , 256Db252Lr

Изотопсене уçнин хронологийĕ

ИзотопУçнă çулУçнă реакци
252Lr2001209Bi(50Ti,3n)
253Lrg1985209Bi(50Ti,2n)
253Lrm2001209Bi(50Ti,2n)
254Lr1985209Bi(50Ti,n)
255Lr1970243Am(16O,4n)
256Lr1961? 1965? 1968? 1971252Cf(10B,6n)
257Lr1958? 1971249Cf(15N,α3n)
258Lr1961? 1971249Cf(15N,α2n)
259Lr1971248Cm(15N,4n)
260Lr1971248Cm(15N,3n)
261Lr1987254Es + 22Ne
262Lr1987254Es + 22Ne

Каçăсем


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.


Актиноидсем
Актини | Тори | Протактини | Уран | Нептуни | Плутони | Америци | Кюри | Беркли | Калифорни | Эйнштейни | Ферми | Менделеви | Нобели | Лоуренси