Мадагаскар Республики

Мадагаскар Республики ( Шаблон:Lang-mg, фр. République de Madagascar) - Инди океанĕн хĕвеланăç пайĕнчи Мадагаскар утравĕнче, Африкăн хĕвелтухăç çыранĕ патĕнче вырнаçнă патшалăх. Африкăри тинĕс патне тухакан çĕршыв.

Repoblikan'i Madagasikara
République de Madagascar

Мадагаскар республики

Мадагаскар ялавĕМадагаскар гербĕ
Патшалăх чĕлхисеммалагаси тата франци чĕлхи
Тĕп хулаАнтананариву
Чи пысăк хулаАнтананариву
Президент тата Премьер министрАндри Радзуэлина
Омер Беризики
Лаптăкĕ
 - Пĕтĕмпе
45 вырăнта
 587 041 км2
Халăх йышĕ
 - Пĕтĕмпе(2008)
 - Йышлăхĕ
48 вырăнта
20 042 552
33/км²
Валюта ячĕариари (MGA
Вăхăт тăрăхĕГВ +3 пуçласа +3 таран
Патшалăх гимнĕМадагаскар патшалăхĕн гимнĕ
Тетел доменĕ[[.mg]]
Тел. префиксĕ261

Географи

Тĕп статья: Мадагаскар географийĕ
Утрав спутник çинчен
Изало наци паркĕ

Мадагаскар утравĕ Кăнтăр Африкăн хĕвелтухăç çыранĕпе юнашар вырнаçнă. Чи çÿллĕ вырăн - Марумукутру (2876 м) сÿннĕ вулкан. Утрав тăршшĕ 1600 çх, сарлакăш - 600 çх ытла. Утравăн варринчи пайне çуллĕ тулă Анджафи йышăнать. Вăл хăвеланăç еннелле сĕвек, хĕвелтухăç еннелле чăнкă çырсемпе анать.

Юханшывсемке кӳлĕсем

Бецибука юханшыв вăрри.

Инди океанне юхса кĕрекен юханшывсем кĕске, чуллă, гидроресурссемпе пуян, çулталăкĕпех нумай шывлă. Хĕвелтухăç юханшывĕсем: Мананара, Мангуру, Манингури, Бемариву, Ивундру тата Манандзари. Анăçалла юхакан шывсем вăрăмрах, вĕсен шыв хăвăртлăхĕ пĕчĕкрех. Хĕвеланăç юханшывĕсем: Самбирану, Махаджамба, Бецибука, Маниа, Çурçĕр тата Кăнтăр Махавави, Мангуки, Унилахи, Икупа тата Мандраре.Мадагаскарта виçĕ пысăк кӳлĕ пур: Алаутра (900 км²), Кинкуни (100 км²) тата Ихутри (96-112 км²). Алаутра кӳллинчен Манингури юханшывĕ пуçланать.

Флорăпа фауна

Кушак лемурĕ.

Биологсем хушшинче Мадагаскар эндемик биологи тĕсĕсем нумай пулнипе палăрса тăрать. Сăмахран утраври сĕтпе тӑрантаракан чӗрчунсен чи пысӑкки — фосса (лат. Cryptoprocta ferox), сăнран пăхсан вӑл кушак йышшисене евӗрлӗ, çавна май ăна малтан вӑл йыша кĕртнӗ пулнӑ. Анчах чи çывăх чĕрчун - мангуст. Ун нĕселĕсем араслан пекех пысăк пулнине палăртнă. Хальхи вăхăтра утравра пурăнакан тискер кайăксем 20-30 миллион çул каялла Мадагаскар проливĕ урлă каçнă пĕр нĕселтен пулнине çирĕплетнĕ [1].

Пантера хамелеонĕ (Furcifer pardalis), мадагаскар эндемикĕ.

Мадагаскар утравне çынсем килсен кунти чĕрчунсен, уйрăмăнах илсен пысăк чĕрчунсен нумай пайне пĕтернĕ. Мадагаскара тĕрлĕ йышши çĕр çинчи чĕрчунсем пилĕк хут колонизациленĕ. Колонистчен хушшинче çаксене уйăрма пулать: тенрексем, лемурсем, мадагаскар тискер кайăкĕсем, мулкач тутиллĕ арлансем тата халь вилнĕ пăрăхлăшăл.Утравра çара çерçисем нумай, тахçан бегемот йышшисем пурăннă.

Ӳсентăрансен 8 килйышĕ утравра эндемиксем шутланаççĕ:астеропейные (лат. Asteropeiaceae), дидимелесоцветные (лат. Didymelaceae), дидиереевые (лат. Didiereaceae), Kaliphoraceae, Melanophyllaceae, физеновые (лат. Physenaceae), сарколеновые (лат. Sarcolaenaceae) тата сферосепаловые (лат. Sphaerosepalaceae).

Административла пайлану

Провинцисем

МАдагаска провинцийĕсем

Мадагаскар провинцийĕсем:

ПровинциТĕпĕЛаптăк км²Лаптăк %Халăх йышĕХалăх йышĕ %
1АнтананаривуАнтананариву58 2839,9 %4 580 78829,2 %
2АнцирананаАнциранана43 0467,4 %1 188 4257,6 %
3ФианаранцуаФианаранцуа102 37317,6 %3 366 29121,5 %
4МахадзангаМахадзанга150 02325,5 %1 733 91711,0 %
5ТуамасинаТуамасина71 91112,2 %2 593 06316,5 %
6ТулиараТулиара161 40527,4 %2 229 55014,2 %



Çĕршыв 6 автономла провинципе (Шаблон:Lang-mg) 22 региона пайланать. Провинцисем çине 1946-мĕш çулта Франци инициативипе пайланă, начах малтан 5 провинчи çеç пулнă. Анциранана 50-мĕш çулсенче анчах автономи илнĕ. 2007-мĕш çулта провинцисене пĕтерес тесе ăнăçлă референдум ирттернĕ, çапла май малалла çĕршыв регионсем çине пайланать.

Регионсем

Мадагаскар регионĕсен списокĕ:

ЯчĕТĕп хулиХалăх йышĕЛаптăк км²
1ДианаАнциранана485 80019 266
2СаваСамбава805 30025 518
3ИтасиМиаринариву643 0006993
4АналамангаАнтананариву2 811 50016 911
5ВакинанкаратраАнцирабе1 589 80016 599
6БунгулаваЦируанумандиди326 60016 688
7СуфияАнцухихи940 80050 100
8БуениМахадзанга543 20031 046
9БецибукаМаэватанана236 50030 025
10МелакиМаинтирану175 50038 852
11Алаутра-МангуруАмбатундразака877 70031 948
12АцинананаТуамасина1 117 10021 934
13АналанджируфуФенуариву860 80021 930
14Амурун’и МаниаАмбуситра693 20016 141
15Верхняя МациатраФианаранцуа1 128 90021 080
16Ватувави-ФитувинаниМанакара1 097 70019 605
17Ациму-АцинананаФарафангана621 20018 863
18ИхурумбеИхуси189 20026 391
19МенабеМурундава390 80046 121
20Ациму-АндрефанаТулиара1 018 50066 236
21АндруиАмбувумбе-Андруи476 60019 317
22АнусиТаулантару544 20025 731

Халăхĕ

2010-мĕш çулта 21,3 млн çын пурăнать.Çулталăка халăх йышĕ 3 % ÿсет (тĕнчере 12-мĕш вырăн).Пĕр хĕрарăм пуçне — 5,1 ача çурăлать (тĕнчере 20-мĕш вырăн).

Вăтам пурнăç тăрршĕ — 61 çул арçынсен, 65 çул хĕрарăмсен.

Хулара пурăнакансен шайĕ — 29 %.


Асăрхавсем

Каçăсем

Правительство
Тĕп информаци
МИХ
  • Madagascar Новости online на allAfrica.com
Экологи


Шаблон:Африка патшалăхĕсем