Пĕрлĕх организацийĕ

Пĕрлĕх организацийĕ — граждансен пĕрлехи интерессен тата тĕллевсен никĕсĕпе пуçтарăннă пĕрлешĕнĕвĕ. Хăш чухне, публикăри тата харпăр секторсенчен уйăрса, «виççĕмĕш сектор» (пĕрлĕх) тесе палăртаççĕ[1].

Çаплах, «правительствăн мар организаци» (ПМО) термин — харпăр çынсем е правительствăпа çыхăнман организацисем йĕркеленĕ организаци. ПМО коммерцире ĕçлемеççĕ, çавăнпа та хăйсен ĕçне тумашкăн спонсорсем пулăшаççĕ. Тĕслĕхрен, Мускаври Хельсинки группине асăнма пулать.

Раççейри пĕрлĕх организацийĕ

Терминăн юридицири шухăшĕ пур — 1995 çулхи çăвăн 19-мĕшĕнче çирĕплетнĕ «Пĕрлĕх пĕрлешĕнĕвĕсем пирки» 82-ФС №-лĕ Федералллă саккунăн 8-мĕш статьинче çапла каланă:

«Пĕрлĕх организацийĕ — пĕрлĕх пĕрлешĕнĕвĕн пайташлăхĕ çинче никĕсленнĕ, пĕрлешĕннĕ граждансен интерессене хӳтĕлемешкĕн тата уставри тĕллевĕсене пурнăçа кĕртмешкĕн пĕрле ĕçлемелли» организаци.

Çав. пекех

  • Пĕрлĕх организацисем
  • Пĕрлĕх пĕрлешĕнĕвĕсем
  • Политикăри клуб
  • Волонтёрсен клубĕ
  • Коммерцири мар организаци (КМО)

Литература

Асăрхавсем

Каçăсем