Сенегал

Сенега́л (фр. Sénégal), официаллă — Сенега́л Респу́блики (фр. République du Sénégal) — Хĕвеланăç Африкăри патшалăх, Сенегал юханшывĕнчен кăнтăрарах вырнаçнă. Ятне юханшыв ячĕпе панă. Хĕвеланăçалла Атлантика океанĕ сарăлать, çурçĕрте Мавританипе, хĕвелтухăçĕнче Гвиней тата Гвинея-Бисаупа кăнтăрта чикĕ тытать. Патшалăх ăшĕнче Атлантика океанĕнчен хĕвелтухăçнелле Гамби патшалăхĕ 300 çх патнелле тăсăлать.

République du Sénégal (фр.)
Réewum Senegaal Шаблон:Ref-wo
Senegaal Шаблон:Ref-ff

Сенегал

Сенегал ялавĕСенегал гербĕ
Патшалăх чĕлхисемфранци чĕлхи
Тĕп хулаДакар
Чи пысăк хулаДакар
ПрезидентСалл Маки
ПРемьер-министрНдиайе Сулейман Ндене
Лаптăкĕ
 - Пĕтĕмпе
87 вырăнта
196,722 км2
Халăх йышĕ
 - Пĕтĕмпе(2002)
 - Йышлăхĕ
72 вырăнта
14 120 000
51/км²
Валюта ячĕФранк КФА
Вăхăт тăрăхĕГВ -0 пуçласа -0 таран
Патшалăх гимнĕСенегал патшалăхĕн гимнĕ
Тетел доменĕ.sn
Тел. префиксĕ221

Географи

Ӳкерчĕк:Рельеф Сенегала.png
Сенегал рельефĕ

Сенегал — саваннăсемпе сайра вăрмансем ӳсекен тӳрем çĕршыв, субэкватор кламтĕнче вырнаçнă.Сенегал тăрăх типмен икĕ юханшыв юхать - çурçĕрте Сенегал тата кăнтăрта Казаманс. Ыттисем типĕ тапхăрта шывсăр юлаççĕ. Шултра чĕрчунсене пĕтемпех пĕтернĕ теме пулать, çавах саваннăра антилопăсем тĕл пулаççĕ. Шакал, гепард, леопард çын çитмен вырăнсенче çеç юлнă. Вĕтĕ кышлакансем, кайăксем, тĕрлĕ хуртсме нумай. Çыран хĕррринчи шывра пулăсем, çав шутра акулăсем, нумай.

Халăх

Тĕп статья: Сенегал халăхĕ

Халăх йышĕ - 14,1 млн (июль 2010).Çулталăкра ӳсни - 2,7 %, пĕр хĕрарăм вăтамран 4,86 ача çуратнă.Вăтамран 59 çул пурăнаççĕ (57 - арçынсем, 61 - хĕрарăмсем).ВМЧ вирусĕ çынсен 1 % (2007) яхăн.20 яхăн этника ушкăнĕ, вĕсенчен чи йышлисем волоф (43 %), фульбе (24 %)тата серер (15 %). Шуррисем (французсемпе ливансем) 1% яхăн.Официалă чĕлхе — франци, вырăнти чĕлхесемпе анлă усă кураççĕ.Арçынсен 51 %, хĕрарăмсен 29 % хутла пĕлеççĕ. Тĕн — мусульман 94 %, христиан 5 %, вырăнти тĕнсем 1 % яхăн.

Хулара пурăнакансен шайĕ 42 % (2008) .

Административла пайлану

Тĕп статья: Сенегал административлă пайланăвĕ
Сенегал обаçĕсем

Сенегал 14 облаçе пайланать.

ОблаçОблаç (фр. )Адм. центрĕЛаптăкĕ,
км²
Халăх йышĕ,
(2010), çын.
Йышлăх,
çын./км²
1ДакарDakarДакар5502 740 2004982,18
2ДиурбельDiourbelДиурбель4 3591 421 500326,11
3ФатикFatickФатик7 935649 50081,85
4КафринKaffrineКафрин11 853509 60042,99
5КаолакKaolackКаолак4 157782 400188,21
6КедугуKedougouКедугу16 896124 3007,36
7КолдаKoldaКолда13 718582 10042,43
8ЛугаLougaЛуга29 188810 00027,75
9МатамMatamМатам25 083572 80022,84
10Сен-ЛуиSaint-LouisСен-Луи19 044890 30046,75
11СедиуSedhiouСедиу7 293431 00059,10
12ТамбакундаTambacoundaТамбакунда42 706648 10015,18
13ТиесThièsТиес6 6011 532 100232,10
14ЗигиншорZiguinchorЗигиншор7 339485 30066,13
Пĕтĕмпе196 72212 179 20061,91



Асăрхавсем

Шаблон:Сенегал темăсенче

Шаблон:Латин Пĕрлешĕвĕ