Тропосфера

Шаблон:Çĕр атмосфери Ӳкерчĕк карттиТропосфе́ра (ав.гр. τρόπος — «пăрăнчăк», «улшăну» тата σφαῖρα — «чăмăр») — аялти, атмосферăн ытларах тĕпченĕ сийĕ, поляр облаçĕсенче 8—10 км çӳллĕшлĕ, вăтам анлăхсенче 10—12 км çити, экватор çинче — 16—18 км[1].

Тропосферăна хăпарнă çем температура кашни 100 м вăтамран 0,65 градуса анса пырать. Тропосферăн çӳлти сийĕнче температура пĕр пекех тăрать, ăна тропопауза тесе палăртаççĕ[2].Тропосферăран çӳллĕрех вырнаçнă атмосфера сийне стратосфера теççĕ.

Тропосферăра 80 % ытла атмосфера сывлашĕ шутланать, кунта турбулентлăхпа конвекци хуçаланаççĕ, шыв пăсĕн чылайрахăш пайĕ те кунтах вырнаçнă, пĕлĕтсемпе атмосфера фрончĕсем пуçтарăнаççĕ, циклонсемпе антициклонсем, çаплах çанталăкпа климата чĕртекен процессем тапранса каяççĕ[1].

Тропосферăри процессем, чи малтанах, конвекцирен килеççĕ.

Тропосферăн çĕр çийĕнчи пăрлăхсем чăмăртанма пултаракан пайĕ хионосфера пулать[3].

Асăрхавсем

Вуламалли