Шпицберген

Шпицбе́рген (ав. вырăс. Грумант, норв. Svalbard (Свальбард)) — Çурçĕр Пăрлă океанн, 76°26' тата 80°50' çурçĕр широти хушшинче, Гринвичран 10° тата 32°тухăç долготи хушшинчи сарăлчăк поляр архипелагĕ.

Шпицберген архипелагĕ.

Норвеги патшалăхĕн чи çурçĕр пайĕ. Административлă тĕпĕ – Лонгьир. Хуçалăх ĕç-хĕлне, Норвегисер пуçне, архипелагăн ятарлă статусĕпе, Раççей Федерацийĕ тытса пырать, Анăç Шпицберген утравĕнче раççей пурăну вырăнĕ – Баренцбург хули.

Тавралăхĕ

Тĕп статья: Шпицберген географийĕ

Пысăкрах утравĕсем:

  • Анăç Шпицберген (37 673 çм²)
  • Çурçĕр-Тухăç Çĕр (14 443 çм²)
  • Эдж (утрав) (5 074 çм²)
  • Баренц утравĕ (1 288 çм²)
  • Шурӑ утрав (682 çм²)
  • Упа утравĕ (178 çм²)

Утравсем йышăннă пур çĕр лаптăкĕ 64 200 çм² майлă(урăх хыпарсемпе 61 723 çм²)

Çутçанталăк никĕсĕсем

Ту çĕр-пичĕ. Утравăн чи пысăк тӳпи – Анăç Шпицбергенри Ньютон тăвĕ (1 712 м). Пăрлăхĕ 35,1 пин çм² лаптăка йышăнать – архипелагăн çуррине ытла.Çыранĕсем фьордсемпе касăлса пĕтнĕ. Вечная мерзлота (сийĕн хăвачĕ 200 м çитет).

тундрăн ӳсен-тăранлăхĕ – карликлă хурăн, карликлă хăва, мăксем, лишайниксем. Сĕт ĕçекенсенчен утравсенче шурă упа, çурçĕр пăланĕ, çурçĕр тилли, хир шăши тата Гренландирен куçарса килнĕ овцебык; тинĕс чĕрчунĕсем – нерпа, гренланди тӳленĕ, китсем. 90 яхăн вĕçен кайăк тĕсĕ, вĕçсе кайнă чух – 110 тĕс ытла.

Çур территоринче ытла çутçанталăк управĕсем.

Арктика климачĕ анăçра ăшă Шпицберген юхăмĕпе (Гольфстрим пайĕ) çемçенет. Çыран хĕрринчи сывлăш вăтам температура +4,4 °C (утăра) −10…−14 °C (кăрлачра). Чи ăшă палăртна температура +24,5 °C (утă, 1978), чи сивви −46,3 °C (пуш, 1986).

Уйăхри вăтам температура (Лонгьир)
Кăрлач−14,1 °C
Нарăс−20,7 °C
Пуш−19,0 °C
Ака−13,1 °C
Çу0−5,0 °C
Çĕртме0+1,4 °C
Утă0+4,4 °C
Çурла0+2,8 °C
Авăн0−0,5 °C
Юпа0−6,9 °C
Чӳк−10,8 °C
Раштав−16,3 °C

Истори

Кита тытас промăç ĕçĕ.

Халăхĕ

Баренцбург

Архипелаг халăхĕ – 2 400 çынна яхăн (2005 çулта), çав шутра:

  • 1 645 норвегсем;
  • 747 вырăссем
  • 8 поляксем.

Чи пысăк пурăну вырăнĕ – Лонгьир, 2 075 çын, чылайăшĕ – норвегсем. Вăлах архипелагăн административлă тĕпĕ пулать.

Урăх пурăну вырăнĕсем:

  • раççей шахтёр посёлокĕсем: Баренцбург (850 çын), Грумант тата Пирамида (вăхăтлăха хупнă)
  • норвеги тĕнче тĕпчев тĕпĕ Ню-Олесунн (30 яхăн çын, çулла 100 ытла)
  • норвег шахтёр посёлокĕ Свеагрува (90 çын, Лонгьир ĕçтешĕсемпе пĕрле 300 ытла)
  • польшă тĕпчев станцийĕ Хорнсунд (9 çын).
Лонгийербюен
Халăхĕ çулсенче[1]
ÇулПурĕпенорвегсемвырăссемполяксем
19903 5441 1252 40712
19952 9061 2181 6799
20002 3761 4758938
20052 4001 6457478




Вуламалли

  • Наталья Козлова, "Остров арестованных кораблей" статьйи, "Российская газета", хаçат, 2005, номер =3904.

Каçăсем

Каçăсем