Юпа, 10

Авăн — Юпа — Чӳк
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031 
Эрне кунĕсен ячĕсене 2009 çул валли кăтартнă

Уявсем

  • Пĕтĕм тĕнчери психика сывлăхĕн кунĕ
  • 1966 çултанпа чӳкĕн иккĕмĕш тунти кунĕнче Японире Спорт кунĕ.
  • Кубăн Испанирен ирĕклĕх çĕнтерсе илес кĕрешӳн пĕрремĕш кунĕ .
  • Библиотека ĕçтĕшĕсен кунĕ.

Тĕн:

Таса Петĕр, Крутицкий митрополичĕ

Менелниксем

  • Православири: Аристарх, Зинаида, Игнат, Каллистрат, Марк, Савватий.
  • Католицири: Павлина, Франциск.

Пулăмсем

Карл Мартелл тупăкĕ. Сен-Дени

Çавăн пекех: Категори:Юпан 10-мĕшĕнче пулăмсем

  • 680 — Кербел çапăçăвĕнче Хусейн ибн Али, Мухаммад мăнукĕн, пуçне каснă
  • 732 — Карл Мартелл (капăрл.) Европа çине тухнă арапсене чарнă
  • 1471Швеци çарĕсем Стен Асли ертсе пынипе данисене Брункеберг патĕнчи çапăçура çапса çĕмĕрнĕ.
  • 1503 — Кремль мăнахĕсем пĕрремĕш хут вырăс водкине хатĕрленĕ. Малтан водкăна антисептик вырăнне усă курнă.
  • 1607 Иван Болотников пăлхавĕ — Тулăна çĕнтерсе илнипе вĕçленет.
  • 1731Раççей Империйĕ шутне Кĕçĕн тата Вăтам шус хушăнаççĕ.
  • 1780 — историри чи инкеклĕ таса Каликст ураканĕ
  • 1789 — революции Францинче чиркӳ харпăрлăхне патшалăха панă.
  • 1846 — анкăлсем хирĕç пулнине пăхмасăрах Бурбон килĕнче иккĕ туй иртнĕ
  • 1853 — икĕ аслă композитор — Рихард Вагнерпа Ференц Лист тĕл пулăвĕ. Вĕсене Ханс фон Бюлова (Hans Guido Freiherr von Bülow) качча тухма пикеннĕ Лист Козимăн (Лист патĕнче вĕреннĕскер тата Вагнер оперисен лартаканĕ) 15-çулхи хĕрĕ тĕл пултарать. Тепĕртакран Вагнер унăн еркĕнĕ, 17 çул иртсен упăшки пулса тăрать.
  • 1858 — Америкăн Пĕрлешĕннĕ Штачĕсем пулăшнипе Куба Испанирен ирĕклĕхе çĕнтерсе илес кĕрешĕве тытăнать.
  • 1865 — Американ Джон Уэсли Хайятт (John Wesley Hyatt) биллиард чăмăрне патентлать. Вăл пĕрремĕш малашне слон шăмми вырăнне синтетик материала усă курма сĕнет те çак ирттернĕ ăмăртура $10 000 парнене тивĕçет.
  • 1868 — Вуннă çул вăрçи: Сеспедес Куба Испанирен ирĕке хăтăлса тухнине пĕлтернĕ
  • 1874Раççей Империнче историре пĕрремĕш Балти тинĕсĕнче шторм пирки асăрхаттарнă.
  • 1907Венгрире «Хĕрлĕ кĕçнерникун» Октябрь забастовки тапранса каять.
  • 1911 — Учань пăлхавĕ хыççăн Китайра Синьхай революцийĕ тапрăннă
  • 1919Антанта тата АПШ Совет Раççейне экономика блокадипе хупăрлаççĕ.
  • 1920 — плебисцитра Каринтире пурăнакансем Австри йышĕнчех юлма шутланă
  • 1926 — 1925-1926 çулсенчи Сянган-Гуанчжоу забастовки вĕçленет.
  • 1932 —Чаплă ДнепроГЭСа ĕçе яраççĕ.
  • 1932 — Харьков физика-техника институтĕнче СССР-та пĕрремĕш лити атомĕн тĕшшине аркатас тĕшĕ реакцийĕ ăнăçлă иртет.
  • 1933
— Пĕрлешĕннĕ Штатсенче сутă-илĕве тĕнчере пĕрремĕш çумалли порошок кăлараççĕ.
— 1933 çулхи Честертон патĕнчи Boeing 247 авиакатострофи.
  • 1935 — Джордж Гершвинăн (George Gershwin) Бродвейри «Порги и Бесс» оперин премьери.
  • 1941Анăç фрончĕн çарпуçĕ вырăнне Георгий Жукова лартнă. Наци çарĕсем Сумы украин хулине йышăнаççĕ.
  • 1941 — фашистсем ирттернĕ Люксембурга Германи çумне хушас референдум суйлавçăсем сахал килнипе пулса иртеймен.
  • 1943 — СССР-та Богдан Хмельницкий орденне çирĕплетнĕ.
  • 1944 — Корей Ӗçлĕх партийĕ йĕркеленнĕ.
  • 1957 — АПШ Президенчĕ Эйзенхауэр Ганăн финансă министрĕнчен ăна Дувр хулин (Делавэр штачĕ) ресторанĕнче ӳт -тĕсне пула апат çитерменнишĕн каçару ыйтнă.
  • 1964 —Токиора XVIII Олимп вăййисем тапранаççĕ.
  • 1967 — тĕнчери «Космос килĕшĕвĕ» ĕçе кĕнĕ
  • 1986 — УССР коммунистсен парти историйĕн фотоальбомĕ тухать.
  • 1990Киев студенчĕсем Украина ирĕклĕхĕшĕн выççăн ларма тытăннă.
  • 1990Пушкăртстан хăйне СССР шутĕнчи союзлă республика тесе пĕлтерет.
  • 1993 — НТВ телекампани санкт-петербург каналĕпе кунсерен эфира тухма пуçлать. Каярах, 1993 çулхи раштав уйăхĕнче, президент Борис Ельцин НТВ валли 4-мĕш канала уйăрса памалли Хушăва кăларать.
  • 2007 — АПШ Эрменсен геноцидне палăртнă.

Çуралнă

  • 1684Жан Антуан Ватто (1721 вил.), франци сăрăçĕ-импрессионисчĕ («Капризница», «Паломничество на остров Киферу»).
  • 1731Генри Кавендиш (1810 çур.), акăлчан физикĕ тата химикĕ, шыв хормулине уçнă тата Çĕрĕн йывăрăшне виçнĕ.
  • 1813Джузеппе Фортунино Франческо Верди (1901 вил.), итал композиторĕ.
  • 1821 — Михаил Васильевич Авдеев (1876 вил.), вырăс беллетрисчĕ тата тиркевçи.
  • 1834 — Алексис Киви (чăн хушамачĕ Стенваль) (1872 вил.), финн драматургĕ,финн литература чĕлхин никĕсне хываканĕ («Нумми атăçисем», «Çич ывăл»).
  • 1861 — Фритьоф Нансен (1930 вил.), норвег поляр тĕпчевçи, пĕрремĕш Гренландине йĕлтĕрпе тухнăскер, 1922 çулхи Нобель лăпкă парни лауреачĕ.
  • 1863 — Владимир Афанасьевич Обручев (1956 вил.), академик, геолог тата географ, «Плутония» и «Земля Санникова» ăслăх-фантастика романĕсен авторĕ.
  • 1874 — Константин Александрович Миньяр-Белоручев, чаплă раççей тата совет виолончелисчĕ, педагог, композитор, Грузи ССР-ĕн тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1933).
  • 1892 — Иво Андрич (1975 вил.), хорват çыравçи, Нобель парни лауреачĕ (1961).
  • 1909Бруно Фрейндлих (2002 вил.), совет тата раççей кинопа театр артисчĕ, СССР халăх артисчĕ (фильмсем «Кортик», «Мёртвый сезон»), Алиса Фрейндлихăн ашшĕ.
  • 1910Юрьев Михаил Иванович, сăвăçă, литература критикĕ, журналист, куçаруçă.
  • 1913 — Клод Симон (2005 вил.), франци çыравçи, Нобель парни лауреачĕ (1985) («Фарсальская битва», «Дорога Фландрии»).
  • 1913 — Дженис Картер (1994 вил.), американ актёрӗ, 19401950-мĕш çулсенче кинора ĕçленĕ.
  • 1917 — Телониус Монк (1982 вил.), американ пианисчĕ тата композитор, хальхи джаза никĕс хываканĕсенчен пĕри.
  • 1930 — Гарольд Пинтер, акăлчан драматургĕ, режиссёр, актёр, литературăпа Нобель парни (2005) лауреачĕ.
  • 1930 — Медея Петровна Амиранашвили, опера юрăçи (сопрано), СССР халăх артисчĕ.
  • 1942 — Раду Василе (Radu Vasile), Румыни премьер-министрĕ (1998—1999 çç.).
  • 1946Волков Александр Иванович, прозаик.
  • 1953 — Мидж Юр (чан ячĕ Джеймс) (Midge UreJames Ure), акăлчан рок-музыканчĕ.
  • 1954 — Сергей Олегович Снежкин, совет тата раççей кинорежиссёрĕ, сценарист тата актёр («ЧП районного масштаба»).
  • 1954 — Дэвид Ли Рот (David Lee Roth), «Van Halen» американ рок-ушкăнĕн вокалисчĕ.
  • 1961 — Мартин Кемп (Martin John Kemp), Spandau Ballet акăлчан ушкăнĕн басисчĕ.
  • 1971 — Евгений Кисин, паллă пианист.
  • 1973Николаев Владимир Викторович, политик.
  • 1974 — Григорий Антипенко, раççей кинопа театр актёрĕ.
  • 1984 — Павел Дуров, «В Контакте»проекта никĕс хываканĕ.

Вилнĕ

  • 19 — Нерон Клавдий Друз Германик, Тиберин паллă çарпуçĕ тата Авалхи Римăн паллă çынĕ.
  • 1789 — Пьер Лионне (Pierre Lyonnet) ( 1708 çур.), голланд натуралисчĕ тата гравер, хурт-кăпшанкăсен анатомине тĕпченĕ, ӳкерчĕксене капăрлатнă.
  • 1837 — Француа Мари Шарль Фурье, ( 1772 çур.), французский социалист-утопист.
  • 1872 — Уильям Сюард (William H. Seward) ( 1801 çур.), американ политика ĕçченĕ, патшалăх секретарĕ (1861—1869 çç.).
  • 1875Алексей Константинович Толстой1817 çур.), граф, вырăс сăвăçи, çыравçи, драматург («Князь Серебряный», «Дон Жуан», «Дракон», Козьма Пруткова тăваканĕ).
  • 1907 — Адольф Фюртванглер (Adolf Furtwängler) ( 1853 çур.), нимĕç археологĕ, авалхи Олимпин ишĕлчĕкĕсене шыраса тупнă.
  • 1942 — Рихард фон Шаукаль (Richard von Schaukal) ( 1874 çур.), австри сăвăçи, прозаик.
  • 1963 — Эдит Пиаф, франци юрăçи, шансонье.
  • 1964 — Генрих Нейгауз ( 1888 çур.), нимĕçрен тухнă украин пианисчĕ, педагог, Мускав консерваторин профессорĕ.
  • 1984 — Виталий Александрович Закруткин, çыравçă («Плавучая станица», «Подсолнух»).
  • 1985Юл Бриннер, американ кинопа театр артисчĕ.
  • 1991 — Лидия Сухаревская ( 1909 çур.), совет театрпа кино артисчĕ.
  • 1994 — Михаил Данилов ( 1937 çур.), совет театрпа кино артисчĕ.
  • 2000 — Сиримаво Бандаранаике, тĕнчере пĕрремĕш хĕрарăм — премьер-министр.
  • 2004 — Кристофер Рив ( 1952 çур.), американ театрпа кино артисчĕ, режиссёр, сценарист, этем пĕрлĕх ĕçченĕ («Переключая каналы», «Супермен», «Смертельная ловушка»).
  • 2007Сошальский Владимир Борисович, вырăс артисчĕ.

Асăрхавсем