Ӳсентăран

Ӳсентăрансем (лат. Plantae е лат. Vegetabilia) – нумай клеткăллă организмсен тĕп ушкăнĕсенчен пĕри. Ку ушкăна йывăçсем, тĕмсем, курăксем, упа саррисем, мăксем, пур шыв курăкĕсем е вӗсен хӑшпӗр тӗсӗсем кĕреççĕ. Тĕнчере мĕн чухлĕ ӳсентăран пулнине халлĕхе татса пама çук. Тĕпчевçĕсем 250 çул ытла ĕнтĕ чĕрĕ тĕнчене вĕçне-хĕрне çитиех тĕпчеме тапаланаççĕ, анчах та пĕчĕк тата питĕ пĕчĕк организмсене пĕтĕмпех тĕпчесе пĕтерме ниепле те пултараймаççĕ. 2004 çул тĕлне тĕпчевçĕсем ӳсентăрансен 287 665 тĕсне тупса палăртнă. Вĕсем хушшинче 258 650 чечек, 16 000 мăк, 11 000 папоротник тата 8000 симĕс шыв курăкĕ.Ӳсентăрансене ботаника тĕпчет.

Ӳсентăрансем
Ӳсентăран, йывăç-курăк

Паллисем

Ӳсентăран тесе мĕнле организмсене каласси татăклă мар. Малтанласа кăна çăмăл пек туйăнать ку ĕç. Ку ыйту çине чи малтан авалхи грек философĕ Аристотель татса пама пăхнă. Вăл ӳсентăрансене чĕррипе чĕрĕ маррисем хушшине вырнаçтарнă, вĕсене вăл чĕрĕ, анчах куçса çӳреймен организмсем тесе йышăннă. Кайрантарах, бактерисемпе архейсене уçнă хыççăн, Аристотель ăнлантарни кивелсе кайнă. ХХ ĕмĕрĕн малтанхи çур пайĕнче кăмпасемпе хăш-пĕр шыв курăкĕсене уйрăм пая кĕртеççĕ, мĕншĕн тесен вĕсен ытти ӳсентăрансен пек тымар тата апат кĕпçин тытăмĕ çукки палăрнă. Хальхи вăхăтра клетки целлюлозӑран тӑракан, фотосинтезпа усă курса тутлăх илекен организмсене ӳсентăрансем теме йышăннă. Бактерисене, хăш-пĕр шыв курăкĕсене тата кăмпасене ӳсентăрансем шутне кĕртесшĕн мар, ботаникăн урăх ушкăнĕсене куçарасшăн.

Тĕрлĕлĕх

Ӳсентăрансен тытăмĕ

Ӳсентăрансен пурнăçĕ

Ӗрчевĕ

Пулса кайни

Тĕнчери вырăнĕ

Ӳсентăрансен ушкăнĕсем

Ӳсентăрансене йышсем çине пайлаççĕ. Пирĕн тăрăхра 98 йышри ӳсентăран ĕрчет.

Классификаци системисем аталанни

Геккель (1894)
Виçĕ патшалăх
Уиттекер (1969)
Пилĕк патшалăх
Вёзе (1977)
Ултă патшалăх
Вёзе (1990)
Виĕ тытăм
Кавалье-Смит (1998)
Ик тытăм
тата çичĕ патшалăх
ЧĕрчунсемЧĕрчунсемЧĕрчунсемЭукариотсемЭукариотсемЧĕрчунсем
ӲсентăрансемКăмпасемКăмпасемКăмпасем
ӲсентăрансемӲсентăрансемӲсентăрансем
АнсаттисемАнсаттисемХромистсем
ПротистсемПротистсем
MoneraАрхейсем-АрхейсемПрокариотсемАрхейсем
ЭубактерисемЭубактерисемЭубактерисем

Ӳсентăран тĕсĕсем

Хальхи ÿсентăран тĕсĕсем
 ПайсемЧăвашла
Тĕс хисепĕ
Симĕс шыв курăкĕсемChlorophytaСимĕс шыв курăкĕсем13 000 — 20 000
CharophytaХар шыв курăкĕсем4000—6000
Мăк евĕрлисемMarchantiophytaÇăрçа мăкĕсем6000—8000
AnthocerotophytaАнтоцерот мăкĕсем100—200
BryophytaМăк евĕрлисем10 000
Шăркаллă ÿсентăрансемLycopodiophytaИе курăк евĕрлисем1200
PteridophytaУпа курăк евĕрлисем11 000
EquisetophytaЧăрăш курăк евĕрлисем15
Вăрăллă ӳсентăрансемCycadophytaСаго евĕрлисем160
GinkgophytaГинкго евĕрлисем1
PinophytaХыр-чăрăш евĕрлисем630
GnetophytaЯнкар евĕрлисем70
MagnoliophytaЧечеклĕ ÿсентăрансем281 821

Вуласа пĕлмелли

Album

Каçăсем