Кембридж университечĕ

{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице

Ке́мбридж университечĕ
Йыхравлат. Hinc lucem et pocula sacra, «Çакăнта эпир пĕлӳпе хаклă ăслăх туянатпăр»
Никĕсленĕ çул1209[1]
Тĕсхалăх
ПрезидентФилипп, Эдинбург херчăкĕ
Студентсем18 396[2]
Юридици адресĕUniversity of Cambridge, The Old Schools, Trinity Lane, Cambridge CB2 1TN, UK
Сайтhttp://www.cam.ac.uk


Тринити-колледжĕ, Троица залĕ Клэр Колледжĕ витĕр Патша колледжĕн часовнине Таса Джон колледжĕ çинчен сăнасан. Сулахайра, Патша колледжĕн часовни умĕнчех, университетăн Сенат çурчĕ вырнаçнă.

Ке́мбридж университечĕ (акăл. University of Cambridge, лат. Universitas Cantabrigiensis) — никĕсленĕ çулĕпе Аслă Британин иккĕмĕш, Оксфорд хыççăн, тĕнчере тăваттăмĕш университет; Аслă Британипе Ирландин «ватă университетсенчен» пĕри, тĕнчери паллă университечĕсен йышне кĕрет, элита Рассел ушкăнĕн пайташĕ.

Университет Кембридж хулинчи ăсчахсенчен йĕркеленĕ, кунта вĕсем, çул çӳревсене шĕкĕлчесен, 1209 çулта Оксфордран унти студент хулара пурăнан хĕрарăма вĕлернĕ хыççăн куçса килнĕ[1]. 1214 çулта университет йĕрке-йăлине çирĕплетнĕ. Çав йĕркелĕхпе аслă пĕлӳ керменĕн ректорĕ, вĕренӳ программи тата вĕçĕнче экзаменсем пулнă. Вăтам ĕмĕрсенче çут тĕнчери мĕнпур пĕлĕве мăнастирсенче пухнă. Мăнастир танлаштарсан, университетра ăслăха, философие, логикăна, математикăна вĕрентнĕ. Кембриджпа Оксфорд университечĕсене пĕрле тăтăшах «Оксбридж» теççĕ. Çак иккĕ университет пĕр-пĕринпе питĕ ăмăртса пурăнаççĕ.

Кембридж университечĕпе çыхăннă çынсем хушшинче 2020 ҫ. 121 Нобель парнин лауреачĕ — çак кăтартупа вăл аслă пĕлӳ шкулĕсем йышĕнче малти вырăнта шутланать[3].

Кембридж университечĕн колледжĕсем

Хальхи саманта Кембридж университечĕ йышне 31 колледж, вĕсенчен виççĕшне хĕрарăмсене кăна илеççĕ (Нью Холл, Ньюнхэм тата Люси Кавендиш). Ытти 28 колледжĕ — хутăш. Магдалена колледжĕ юлашки арçын колледжĕ шутланнă, хĕрарăмсене 1988 çулта кăна илме пуçлаççĕ. Икĕ колледжа аспирантсене (акăл. post-graduate students) кăна (Клэр Холл тата Дарвин), тепĕр тăваттăшне ытларах çула çитнĕ студентсене е аспирантсене (graduate) (Хью Холл, Люси Кавендиш, Тс. Эдмунд тата Вулфсон) илеççĕ. Ытти 25 колледжа студентсене те, аспирантсене те йышăнаççĕ.

Кембриджра темиçе теологи колледжĕ, тĕслĕхрен университетпа çыхăннă Кембриджри теологи федерацийĕ урлă Вестминстер тата Ридли Холл колледжĕ.

Колледжсен ят-йышĕ тата вĕсене никĕсленĕ çулсем:

Паллă профессорсем

  • Дэвид Томас Анстед — çак аслă шкулра вĕрнсе тухнăскер, геологи профессорĕ, темиçе вун монографи авторĕ.
  • Стивен Хокинг — теориллĕ физикă профессорĕ, тĕнчипе паллă ăслăха саракан ăсчах.
  • Джеймс Паундер Уитни — чиркӳ историн профессорĕ, «Вăтам ĕмĕрсен кембридж историн» пĕрремĕш виççĕ томĕсен редакторĕсенчен пĕри.
  • Р. О. Редмен — астрофизика профессорĕ.
  • Фрэнк Эдкок — авалхи истори профессорĕ, Авалхи тĕнчен кембридж историн» пĕрремĕш кăларăмĕн редакторĕсемпе авторĕсенчен пĕри.

Асăрхавсем

Вуламалли

Каçăсем

Çавăн пекех пăхăр

  • Кембридж обсерваторийĕ