Тĕрĕк хаканлăхĕ

Тĕрĕк хаканлăхĕ (552—745) — Азири вăтам ĕмĕрсенчи тĕрĕк йăхĕсен пĕрлĕхлĕ пысăк патшалăхĕ. Хăват аталану тапхăрĕнче ( VI ĕмĕр вĕçĕ) патшалăх шутне Çурçĕр-Тухăç Китай, Маньчжури, Монголи, Алтай, Синьцзян, Вăтам Ази, Çурçĕр Кавказ çĕрĕсем кĕнĕ.

Кун-çулĕ

Пĕрремĕш Тĕрĕк хаканлăхĕ, VI ĕмĕр вĕçĕ.

Хаканлăх йĕркеленни

Усуньсен хăвачĕ сӳнсе пынă çем Çичшыв таврашĕнчи çĕрсем вăрçăсен уй-хирĕ пулса тăрать. V ĕмĕрте кунта шушаньсен текĕрчĕсем çитнĕ те усуньсене çеçенхирсенчен Тянь-Шань çине хӳтерсе янă. Пушанса юлнă çĕрсене юечжи йăхĕсен юлашкийĕсем йышăнма пикеннĕ, анчах та 418-419 çулсенчи шушаньсемпе вăрçнă хыççăн вĕсен Вăтам Азине кайма тивнĕ, унта вĕсем перссемпе эфталитсемпе тытăçса кайнă. Чупа Талас юханшывĕсен пуçламăшĕсенче канкăрсем пурăннă,çавăнпа шушаньсен анăç еннелле каяс çулĕ хупăннă.

Çичшывпа Тухăç Казахстан çĕрĕсем шушаньсен патшалăхĕн хĕррисен аяккинче пулнă, çавăнпа ĕнтĕ кунта шушаньсем сахал килсе çӳренĕ, çапла вара çакăнта ĕнтĕ, Алтай таврашĕнче, шушаньсене хирĕç тăрса çапăçма пултаракан вăй-хăват пуçтарăнма тытăннă. Çичшывĕн çурçĕр-тухăçĕнче тата Иртышпа Джунгари улăхĕсенче пурăнакан чылай ĕрчеллĕ теле халăх йăхĕсем, 482 çулта шушаньсене хирĕç пăлхава çĕкленсе хăйсен патшалăхне никĕсленĕ. Унăн тытăмĕ нумаях пыман, 516 çулта теле йăхĕсем каллех шушаньсен тăранне лекеççĕ. Алтайри ашин йăхĕсенчен пĕр йăхĕ шушаньсем валли тимĕр шăратса пурăннă. Çак ăрăва ĕнтĕ Еврази халăх-йăхĕсен кун-çулĕнче пысăк ертӳ ĕçĕ тивет. Ашин ăрăвĕн шутĕнчи йăхсем малалла тĕрĕк халăхĕсем ятпа палăрма пуçлаççĕ.

"Тĕрĕк" сăмахĕ хăй çирĕп, вăйлă тени пулать. А. Кононов çырнине шансан, малтан çак палăрту политикă терминĕ пулнă, вăл Ашин ăру çеçенхир аристократии çемйине пĕлтернĕ, кайран çеç вара тĕрĕк хаканне пăхăннă йăхĕсен ятне куçать.

545 çулта теле йăхĕсем каллех шушаньсене хирĕç пăлханма тытăннă, çĕнĕ патшалăх туса хунă, тăрăн вырăнне Ашин тĕрĕкĕ Пăман илнĕ. 551 çулта вăл Китайпа тамăрлă пулса, шушаньсене çĕмĕрсе тăкнă, ăна «Ильхан» титул панă. 552 çулта Паман вилнĕ, астул çине унăн ывăлĕ Хура Иссык хан ларнă, вăл шушаньсене пĕтĕмле çапса аркатнă. Çак çĕнтерӳ хыççăн хан асăмлă пулăм-иртӳре вилет, патшалăха унăн пиччĕшĕ Мăкань хан тытма пуçлать. 553 çулта шушаньсене каллех аркатаççĕ, вара тĕрĕксем Алтайран тухăç енчи çеçенхирсенче хуçасем пулса тăраççĕ. Тепĕр çулĕнче тĕрĕксем анăçалла харçа каяççĕ, вĕсене Пăманăн шăллĕ Истеми хакан ертсе пырать. Шушаньсен харçисенчен пĕрмаях хĕн курса хавшакланнă усуньсем, Истемин текĕрчисене хирĕç тăрайман – пăхăннă: 555 çулта вара Истеми хакан çарĕ Арал тинĕсĕпе Ташкент патне çитет. Çапах та Аралтан çурçĕрелле пурăннă уар, хионит йăхĕсем, вĕсемпе хытă çапăçнă, вĕсене 558 çулта кăна пăхăнтарма май килнĕ. Тĕрĕксем Атăла çитнĕ , анчах урлă каçман.

Çапла вара, кĕске тапхăртах Атăлпа Кĕçĕн Хинган тăвĕсем хушшинчи çĕрсенче куçса çӳрекен йăхсен мăн импери пĕтĕленсе йĕркеленет.

Тĕрĕксен империйĕ хăпарни

Çĕнĕ патшалăх тытăмĕ хакан аллинче пулать, иккĕмĕш çынĕ хаканăн тăванĕ шутланнă, ăна "ябгу" титулпа тивĕçтернĕ. Çӳлти тăрăнсем шутне çаплах шатсем (шады), эльтеберы и тутуки кĕнĕ. Хаканăн тăванĕсен "тегин" титулĕ пулнă. Вĕсене тĕрĕксем тепĕр ятпа "тегин" тенĕ, аялтарах 24 шайсенчисене, - "буюрук" тенĕ.

Кăнарĕсем пиччĕшĕнчен шăллĕне, кĕçĕн куккăшĕнчен аслă племянникне куçнă. Астула кĕтнĕ вăхăтра шады шатсем утел тăрăнĕсем пулнă.568 ç. тĕрĕксен тытăмлăхĕ тăватă пая уйрăлса тăнă, 576 ç. - саккăра. Хаканăн тĕп вырăнĕ Алтайра шутланнă. Тĕрĕксен виçĕ шайлă тăрăнсем - беки, карабудун – тĕпписем тата тат-чурасем çартыткăнĕсем. Тĕрĕксене пăхăннă теле йăхĕсене огузсем тенĕ. Тĕрĕк хаканлăхĕ тӳрех хăй вăхăтĕнчи тĕнчери империсемпе пĕр танра пулать. VI ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче тĕрĕксем Китай патшалăхĕнчи Бэи-Ци тата Бэи-Чжоу кĕрешĕвне хутшăннă та иккĕшне те ясак тӳлеттермелле йĕрке туса хунă.

Хакан Тобо хан çапла каланă: «Çав кăнтăрти икĕ каччă (Чжоупа Ци) пире пăхăннă пулĕччĕ, вара ун чух эпир чухăн пурнăç пĕлмĕпĕр» (Гумилёв Л. Н. С. 35).

Вăтам Азире эфталитсемпе 560 çулта вăрçнă хыççăн тĕрĕксем Ташкентпа Зеравшан улăхне туртса илнĕ. 565 çулта Несеф патĕнчи çапăçура тĕрĕксем Истеми хакан ертсе пынипе çĕнтернĕ, Сăкăта хаканат шутне илнĕ. 570-576 çç. тĕрĕксем Çурçĕр Кавказа, 576 ç. - Боспора çĕнтерсе илнĕ. Çак чаплă çĕнтерӳсем хыççăн хаканлăх Аслă пурçăн çулĕн сумлă пайĕсене сыхласа тăнă, çак ĕç тĕрĕксен паллă çыннисене караван сутă-илĕвĕн чылай тупăçне туянтарнă. Анчах тĕрĕк патшалăхĕн мăнаçлăхĕ тепĕртакран хăйсем хушшинчи хирĕçӳсене пула сӳнме тытăнать.

Хаканлăх арканни

581 ç. Китайра астулшăн кĕрешӳ пулса иртнĕ, Çурçĕр Чжоу ăрăвне Суй ăрăвĕ çĕнтернĕ. Çĕнĕ тăранĕ китайсене тĕрĕксемпе хутшăнма пăрахтарнă, пурçăна çеçенхире илсе тухма чарнă, çакăн хыççăн тӳрех тĕрĕксен паллă çыннисен Пурçăн çулĕнчи сутă-илӳ тупăшĕнчен килекен мăнаçлăхĕ ӳкнĕ. Çав вăхăтрах Тобо хан вилнĕ, хаканăн тăванĕсем хушшинче тавлашусем, кăнар тиккисем хушшинче кĕрешӳсем хĕрсе кайнă.

Чылай вăхăт хушши пынă кĕрешӳсем хыççăн аслă хан вырăнне Хура Иссык хан ывăлĕ – Шету - йышăннă, ăна Ышбар хан титулне тивĕçтернĕ. Иккĕмĕш хан Истеми Хура Чурин ывăлĕ –Тĕрĕк пулса тăнă, Мăкăнь хан ывăлне Торемена вара Або хан (старейший) титулне панă та ăна патшалăхăн çурçĕр пайĕсен тăрăнĕ пулса тăнă.

Суй дипломатийĕ питĕ чее пулнă: тем тĕрлĕ меслетсемпе тĕрĕксене вăрçтарса-хирĕçтерсе яма тăрăшнă, хансене тавлаштарас енĕпе ĕçленĕ. Çакăнта китайсене ăнăçу килнĕ, 584 çулта вара, китайсен ултавĕпе Ышбара Або хана сутăнчăк тесе ун çине тапăнать. Або хан Хура Чурин патне тарать те иккĕшĕ пĕрле çарсемпе аслă ханпа вăрçă пуçлаççĕ. Темиçе çапăçу хыççăн Або хан Бухара тĕлнелле чакнă. Ышбара хан 587 çулта çапăçура вилет, тăранĕ шăллĕне Чуло хана куçать. Пур тĕрĕк кнеçĕсем çĕнĕ хакана килĕшсе тупалаççĕ, Або хана тăр-пĕчченех хăвараççĕ. Çав çултах ăна Бухара патĕнче аркатаççĕ, анчах тĕрĕксен пĕрлĕхĕн тапхăрĕ нумай пыман.

558 çултанпах Хура Чурин ханпа (вăл анăç çĕрсене тытса тăнă) аслă хан хушшинчи хирĕçӳсем каллех чĕрре кĕрсе кайнă пулнă. Хура Чурин никама та пăхăнасшăн пулман, çавăнпа та вăрçă 593 çулчен тăсăлнă. Вара Ышбара хан ывăлĕ Юн Йоллыг хакан шутланать, Хура Чурин патшалăх тăранĕ пулать. Çапах та анăç тĕрĕкĕсемпе тухăç тĕрĕкĕсем хушшинчи уйрăмлăхĕ çав тери пысăк пулни 598 çулта Китайпа вăрçма пуçланă чух палăрать: тухăç тĕрĕксем Жангар ертсе пынипе Суйсен Империйĕ майлă çапăçма тытăнаççĕ. Хура Чурина вĕлернĕ, анчах Тĕрĕк хаканлăхĕ çавах пĕрлешĕнеймен. 604 çулта Анăç Тĕрĕк хаканлахĕн астулне пĕчĕк ача Таман - Хура Чуринăн мăнукĕн ывăлĕ йышăнать, Тухăçĕнне - Жангар. Пĕрлĕхлĕ Тĕрĕк патшалăхĕ пĕтсе ларать.

Анăç Тĕрĕк хаканлăхĕ

Анăç Тĕрĕк хаканлăхĕнче тĕрĕксен шучĕ сахал пулнă. Çавăнпа тăрăнĕсем Çичшыв çеçенхирĕсенче пурăнакан йăхĕсем (усуньсен нĕселĕсем) çине таянса патшалăха ертсе пынă. Çак йăхсене икĕ пĕрлĕх тытăмланă пулнă: Тулă пĕрлĕхĕ – Жетысупа Джунгари çĕрĕсенче, оншадпыт пĕрлĕхĕ - Тянь-Шань çĕрĕсенче. Кашни пĕрлĕхĕнче пилĕк йăх-ăру шутланнă, çавăнпа пĕтĕмлетсе пур халăха "вунă сăнă халăхĕ" тенĕ.

Тĕнче патшалăхĕсем хушшинчи пурçăн çулĕ çинче хуçаланасшăн хĕрĕçӳсене пула V ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче икĕ коалиции йĕркеленнĕ. Пĕрин шутне Анăç Тĕрĕк хаканлăхĕ, Китай, Висанти кĕнĕ, теприне – Тухăç Тĕрĕк хаканлăхĕ, Иран тата Авар хаканлăхĕ кĕнĕ. Икĕ ушкăн хушшинче вăрçă тапраннă, нихăшĕ те çак кĕрешӳре çĕнтереймен. Вĕçĕ-хĕррисĕр пынă вăрçă халăхсен çав тери нумай вăй-хăвалне пĕтернĕ, çарти чылай çын çапăçусенче вилнĕ. Çавна пула ĕнтĕ 630 çулта Тулă йăхĕсем хăйсен хаканне хирĕç пăлханнă, вĕлернĕ. Хăйсен тăранĕ вырăнне Çĕпĕр хана суйланă. Кун хыççăн вара Тулă ăрăвĕн çумĕнчи йăхсем оншадпыт йăхĕсемпе тăранлăхшăн чылай çапăçнă. Çакна кура, пăлхарсемпе Урал укăрĕсем Анăç Тĕрĕкрен уйрăлса тухнă. 635 çулта хаканлăхри çак йăх пĕрлĕхĕсем хăйсем майлă тăранлăха çĕнтерсе илнĕ, вĕсен чиккине Шу юханшыв тăрăх палăртса хунă. Уйрăлу-пайлану ĕçĕсене пула тĕрĕксем хăйсен çĕрĕсене çухатма тытăннă.

Тухăç хаканлăхне Китай пăхăнтарнă, унăн çарĕсем Жетысу чиккисем патне пырса тăнă. 640-648 çç. вăрçăра тĕрĕксем выляса янă, ун хыççăн хаканлăхран казарсем уйрăлса тухнă. Анăç Тĕрĕк хаканлăхĕн юлашки тăранĕ Ышбара хан патшалăх пĕрлĕхне, пăхăнманлăхне сыхласа хăварма тăрăшнă пулсан та, китайсен агрессийĕ чарăнман, тĕрĕк йăхĕсем татах хаяррăн вăрçса пынă. Юлашкинчен оншадпытсемпе тулăсем 656 çулта Китайăн тăрăнлăхне парăннă. Ышбара хан, хăйне майлă çыннисемпе Или шыв леш енне каçнă. Ташкент ертӳçи ăна китайсена тытса панă, вара тĕрĕксен хаканĕ 659 çулта тыткăнра вилет. Анăç Тĕрĕк хаканлăхĕн çĕрĕсене икĕ кĕпернетлĕхе пайланă. Кĕпернетлĕх округсене, уессене уйăрса вакланă. Çапах та Жетысу тĕрĕк йăхĕсем китайсене пăхăнса пурăнма шутламан.

Хронологи

  • 552 — Тĕрĕк хаканĕ Пăман шушаньсене хирĕç пăлхав çĕклет. Шушань патшалăхĕ сӳнсе ларать. Алтай таврашĕнче Тĕрĕк хаканлăхĕ йĕркеленет. Пăман вилĕмĕ. Астула Кара Иссык Хан çĕнтерсе илет.
  • 553 — Хура Иссык Хан вилĕмĕ. Астула Мăкань Хан ларать.
  • 567571 — Тĕрĕк хаканлăхĕ хасарсемпе протопăлхарсене пăхăнтарать.
  • 572 — Мăкань Хан вилĕмĕ. Астула Тобо Хан йышăнать.
  • 603 — Тĕрĕк хаканлăхĕ Анăçпа Тухăç хаканлăхĕсене пайланать.

Ертӳçисем

Тĕп статья: Ашин ăрăвĕ
ЯтТĕрĕк Ячĕ[1]Астулри ячĕ (кивĕ, китайла)[2]Китай çул çырăвĕсенчи астулри ячĕКитай çул çырăвĕсенчи пайăр ячĕПайăр ячĕ (кивĕ, китайла)[2]Астулри çулсем
Бумын хаканБумын Иль-ханИли-хан Тумынь伊利可汗 — Иликэхань阿史那 土门 — Ашина ТӳменТумынь542-552 (552 çултанпа хакан)
Кара Иссык ХанКара Иссык-хан[3]Исиги-хан Коло乙息记 — Исицзи阿史那 科罗 — Ашина КэлоКоло553-554
Мукан-хаканпаллă марМуюй-хан Кигинь木杆可汗 — Муганькэхань阿史那 俟斤 — Ашина Сыцзинь
燕都 — Яньду
Кигинь
Яньду
554-572
Тобо ХанТапу-Хан Арслан[4]Тобо-хан佗缽可汗 — Тобокэхань阿史那 佗鉢 — Ашина Табопаллă мар572-581
АмракАмракЯньло
Диэр-кэхань[5]
阿史那庵逻- Ашинааньло阿史那 庵逻- Ашина АньлоЯньло581
Бага-Ышбара ханЭр-бег-шад[6]
Иль-кюлюг шад
Бага Ышбара-хан[7]
Илигюйлу Ше Мохэ Шиболо-хан Нйету沙缽略可汗 — Шаболюекэхань阿史那 摄图 — Ашина ШэтуНйету581-587
Чоллыг-Джагбу-Бага ханЧоллиг[8] джабгу-хан Бага-ханШеху-хан Чулохэу莫何可汗 — Мохэкэхань阿史那处罗侯 — Ашина ЧулохоуЧулохэу587-588
Юн-УлугЮн улуг[9][10]Гйегя Шидонь Дулань-хан Юнюйлюй都藍可汗 — Доуланькэханькит. 阿史那雍虞闾, пиньинь ashina yongyulu — Ашина ЮнюйлуЮнюйлюй588-599
Кара-Чурин-ТюркКара Чурин Тюрк[11][12]
Тардуш-хан[13][14]
Боке-хан[15][16]
Бугя-хан Датукит. 达头可汗, пиньинь datoukehan — Датоукэханькит. 阿史那玷厥, пиньинь ashinadianjue — Ашина ДяньцзюеДату, Данькю, Дяньгу//Дяньгю599-603

Вуламалли

Асăрхавсем

Каçăсем

Казахстан историйĕ 2018 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ.