Футбол

Футбо́л (акăл. Football, «ура пӳски») — ушкăнлă спорт тĕсĕ, вăйăн тĕллевĕ — хирĕç кĕрешекенсен хапхине пӳске нумай хут кĕртесси. Халĕ çак вăйă тĕнчере чи кăмăлланă тата анлă йышлă спорт тĕсĕ пулать.

Футбол матчĕ.
Футбол пӳски.
Кантăк футбол пӳски - çĕнтерӳ парни.

Футбол клубӗ — спорт организацийӗ (спорт клубӗ, спорт пĕрлĕхĕ), футбол ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнать. Футбол клубĕнче спортсменсемсӗр пуҫне тренер тата ӑна пулӑшакансем, клуб менеджерӗсем, тухтăрсем тата юсав ӗҫлевçисем пур. Командăн тĕп йышне ҫирӗм е ытларах вылявçă кĕрет.

Клуб темиçе командăпа тӗрлӗ дивизионри ăмăртусене хутшăнать. Унăн ҫамрӑксен команди, ачасен команди, спорт шкулӗ, стадион тата тренировка бази пулма пултарать[1].

Пĕрлеъи хыпарсем

Футбол кун-çулĕ

Паянкунхи футбол пек вăйăсене тĕрлĕ халăхсем ĕлĕк-ĕмĕрех вылянă пулсан та, йĕркелĕшсене 1848 çулта çеç çирĕплетнĕ. Футбол вăййи çуралнă çул — 1863, çакăн чухне пĕрремĕш футбол федерациине йĕркеленĕ тата хальхи тĕслĕ йĕркесене çырса çирĕплетнĕ.

Вăйă йĕрки

Вăйă ĕçлĕхĕ

Футбол уйрăм вăййине матч теççĕ, вăл кашни 45 минутлă икĕ таймран тăрать. Пĕрремĕшпе иккĕмĕш тайм хушшинчи тăхтав канăвĕ 15 минута пырать, ун хыççăн ушкăнсем хапхисемпе улшăнаççĕ.

Футбол тĕнчере

Футбол умĕнче çул таять.

Тактика

Футбол тытăмлăхĕ

Йĕркеленӳлĕхсем

Клубсем

Ăмăртусем

Çав. пекех

  • Футбол парнисем
  • Футбол этеплĕхĕ
  • Футбол трансферĕсем
  • Футбол терминĕсем
  • Тĕнчери футбол стадионĕсенчи инкексем

Асăрхавсем

Каçăсем