Швейцари Франкĕ

Швейцари Франкĕ (ISO 4217 валюта кочĕ CHF, е 756) Швейцарипе Лихтенштейнăан валюти татат тӳлемелли хатĕр. Банкнотăсене Швейцарин тĕп банкĕ (Швейцари наци банкĕ) пичетлет, вак укçана Швецари тимĕр укçа çурчĕ кăларать.

Хальхи вăхăтра Швейцари валюти çеç франк ятлă. Швейцарин 4 официаллă чĕлхепе çырăнать: Franken (нимĕçле), franc (французла тата рето-романла), franco (итали чĕлхипе). Пĕр франк 100 рапентан тăрать  Rappen (мн.ч. — Rappen) (Rp.) нимĕçле, centime (c.) французла, centesimo (ct.) питальянла тата rap (rp.) рето-романла. Трейдерсен жаргонĕнче швейцари франкне «свисси» (акăл. swissy) [1] тесе чĕнеççĕ.

Банкнотсем

Хальхи вăхăтра 10, 20, 50, 100, 200 тата 1000 франк номиналлă хут укçа кăлараççĕ.Банкнотсем çинче портретсем ӳкернĕ:

  • 10 франк — Ле Корбюзье (Жаннере Шарль Эдуард)
  • 20 франк — Артюр Онеггер
  • 50 франк — Софи Таубер-Арп
  • 100 франк — Альберто Джакометти
  • 200 франк — Шарль Фердинанд Рамю
  • 1000 франк — Якоб Буркхардт
АверсРеверсНоминалВиçисемНумайрах тĕсМалти ен
10 франк
126 × 74 мм
сарă
Ле Корбюзье
20 франк
137 × 74 мм
хĕрлĕ
Артюр Онеггер
50 франк
148 × 74 мм
симĕс
Софи Таубер-Арп
100 франк
159 × 74 мм
сенкер
Альберто Джакометти
200 франк
170 × 74 мм
хăмăр
Шарль Фердинанд Рамю
1000 франк
181 × 74 мм
фиолет
Якоб Буркхардт

Тимĕр укçа

5, 10 тата 20 рапен (сантим), 1/2, 1, 2 тата 5 франк номиналлă укçасене пичетлеççĕ. 1 рапенлă укçана 2006-мĕш çулта, 2 рапен - 1974-мĕш çулта кăларма пăрахнă. Укçа металлне ылмаштарни:

1939 çул — 20 рапен пăхăр-никĕль ирĕлчĕкĕнчен (1850—1859 — биллон, 1881—1938 — никĕль);1968 çул — 1/2, 1, 2 тата 5 франк [пăхăр]]-никĕль ирĕлчĕкĕнчен (маларах — кĕмĕл);1981 — 5 рапен [пăхăр]]-алюмини-никĕль (маларах —пăхăр-никĕль).

ӲкерчĕкНоминалДиаметрЙывăрăшГуртМатериал
5 рапен
17.15 мм
1.8 г
яка
пăхăр-алюмини-никĕль
920/60/20
10 рапен
19.15 мм
3 г
яка
пăхăр-никель
750/250
20 рапен
21.05 мм
4 г
яка
пăхăр-никель
750/250
1/2 франк
18.20 мм
2.2 г
каскаланă
пăхăр-никĕль
750/250
1 франк
23.20 мм
4.4 г
каскаланă
пăхăр-никель
750/250
2 франк
27.40 мм
8.8 г
каскаланă
пăхăр-никĕль
750/250
5 франк
31.45 мм
13.2 г
мăкăрăлчăк çырнă
«DOMINUS PROVIDEBIT» тата 13 çăлтăр
пăхăр-никĕль
750/250

Хутран-ситрен, 10, 20 тата 50 франк номиналлă юбилей е астăвăм тимĕр укçа пичетлеççĕ, сăмахран:

ӲкерчĕкНоминалДиаметрЙывăрăшГуртМатериалКăларнă çулÇырса пани
10 франк
32.85 мм
15 г
каскаланă
Биметал укçа,
центр —
пăхăр-никĕль 750/250

кăшăл — пăхăр-алюмини-никĕль
920/60/20
2005
Юнгфрау ту
10 франк
32.85 мм
15 г
каскаланă
Биметал укçа,
центр —
пăхăр-никĕль 750/250

кăшăл — пăхăр-алюмини-никĕль
920/60/20
2009
Швейцари наци паркĕ
20 франк
33 мм
20 г
çырнă
кĕмĕл-пăхăр 835/165
2007
Мунот карманĕ
50 франк
25 мм
11.2 г
çырнă
ылтăн-пăхăр 900/100
2004
Маттерхорн ту

Кун-çулĕ

Швейцари франкĕ 1850-мĕш çултан çӳреме тыттăннă, вăл швейцари кантонĕсен тĕрлĕ укçисене ылмаштарнă. Ун чухне вăл франци франкĕпе пĕр тан пулнă.

Швейцари Франкĕ - резерв валюти

Стабиллă пулнипе швейцари франкне резерв валюти вырăнне усă кураççĕ. Çавах ку валютăн резервсенчи шайĕ 0,3 % сахалрах.

Шаблон:Резерв валютисем

Вуламалли

Тата пăхăр

Асăрхавсем

Каçăсем


Шаблон:Money-stubШаблон:Switzerland-stubШаблон:Европа валютисемШаблон:Франк (валюта)