Юпа уйăхĕ

Авăн — Юпа — Чӳк
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031 
Эрне кунĕсен ячĕсене 2009 çул валли кăтартнă

Юпа сăмахăн урăх пĕлтерĕшсем те пур: Юпа (пĕлтерĕшсем)

Юпа — чăваш календарĕн вуннăмĕш уйăх ячĕ. Вырăс «октябрь» уйăхпа пĕр пек шутланать. Уйăх ячĕ ку вăхăтра Юпа уявĕ (вилнисене асăнни) иртнĕ пирки пулса кайнă. Юпа уйăхра пĕтĕмпе 31 кун.

Вырăс «Октябрь» лат. octo (саккăр) сăмахĕнчен пулнă. Авалхи Римре ку саккăрмĕш уйăх ячĕ пулнă. Славянсем авалтанпах ку уйăхах «листопад» (шулçă тăкăнăвĕ) тесе чĕннĕ.

Чăвашсен аваллăхĕнче

Авал ку уйăхра çăвасенче тирпеленĕ. Христос тĕнне йышăнман чăвашсем вил тăприсем çине чи малтан салам калакĕсем лартнă, юпа уйăхĕнче вĕсене юпасемпе улăштарнă. Çак сăваплă ĕçе яланах пĕр вăхăтра йеркеленĕ пирки уйăх ятне те çавăн пекех ят панă.

Уявсем

  • Юпа, 4 — Сывлăш-космос çарĕсен кунĕ (Раççей).
  • Юпа, 9Пĕтĕм тĕнчери çыру кунĕ.
  • Юпа, 24 — Пĕтĕм тĕнчери ООН кунĕ.
  • Юпа уйăхĕн виççĕмĕш вырсарникунĕ — Апат-çимĕç промăçлăхĕн уявĕ. 1966 çулта уявлама пуçланă.
  • Юпа уйăхĕн виççĕмĕш вырсарникунĕ — Çул-йĕр ĕçлевçисен уявĕ. Путин указĕпе 2000, Пуш, 23 уявлама пуçланă.
  • Юпа, 25 — Тăмха çуртĕнчи ĕçлевçи кунĕ.