Австрали

Австрали Пĕрлешĕвĕ (акăлч. Commonwealth of Australia), Австрали (акăлч. Australia), — лаптăк енĕпе тĕнчере улттăмĕш вырăнта тăракан патшалăх. Унăн шутне Австрали материкĕ тата çывăхри утравсем (вĕсенчен чи пысăкки — Тасмани) кĕреççĕ.

Commonwealth of Australia

Австрали пĕрлешĕвĕ

Австрали ялавĕАвстрали гербĕ
Патшалăх чĕлхисемпатшалăх чĕлхи çук, анчах на de-facto вăл вырăнта акăлчан чĕлхи шутланать
Тĕп хулаКанберра
Чи пысăк хулаСидней
Патша майриII-мĕш Елизавета
Премьер-министрДжон Говард
Лаптăкĕ
 - Пĕтĕмпе
6 вырăнта
7 686 850 км2
Халăх йышĕ
 - Пĕтĕмпе(2001)
 - Йышлăхĕ
52 вырăнта
18 972 350
2/км²
Валюта ячĕАвстрали долларĕ
Вăхăт тăрăхĕГВ +8 пуçласа +10 таран
Патшалăх гимнĕ«Илемлĕ Австрали, мала ут»
Тетел доменĕ.au
Тел. префиксĕ1

Тухăç Австралине 1770 çулта Аслă Британи шутне кĕртнĕ, 1788 çулхи кăрлачăн 26-мĕшĕнче кунта пĕрремĕш колони никĕсленĕ. Халăх йышĕ ӳснĕ май Австралире ултă хăйсене çеç пăхăнакан колонисем йĕркеленнĕ.

1901 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче çак ултă çĕр федерацине пĕрлешнĕ. Ку самантран пуçласа Австрали демократиллĕ тытăмпа пурăнать.

Географи

Австрали кӳршисем: çурçĕр енче — Индонези, Тухăç Тимор тата Папуа—Çĕнĕ Гвиней; çурçĕр-тухăçра — Соломон утравĕсемпе Вануату; кăнтăр-тухăçра — Çĕнĕ Зеланди. Папуа — Çĕнĕ Гвинейпе материклĕ Австрали хушши 150 çухрăм.

Истори

Пĕрремĕш çынсем Австралине 42−48 пин çул каялла çитнĕ. Вĕсем паянкунхи Австралин вырăнти халăхсен ватă аслашшĕсем пулаççĕ. Кунта вĕсем Кăнтăр-Тухăç Азинчен куçса килнĕ. Вырăнти халăхсем сунар ĕçĕпе пурăннă, çырла тата ытти çимĕçсене пуçтарса çинĕ, хăйсен авалхи йăлисене тытса тăнă, çĕре пуççапнă, «тĕлĕксен сĕмĕпе» пурăннă. Торрес пырĕн утравĕсенче пурăнакансем — меланезисем — çĕр çинче ĕçлесе пурăннă.

1606 çулта Вилль Янц (нидерл. Willem Jansz), Duyfken ятлă голланд карапĕн капитанĕ, Австралине уçнă. XVII ĕмĕрте голландсем хут çине анăç тата çурçĕр çыранĕсене Çĕнĕ Голланди ятпа карттăсем çине ӳкерсе илнĕ, анчах та кунти çĕрсем çине куçма шутламан.

1770 çулта Джеймс Кук (акăлч. James Cook) материкăн тухăç çыранне уçнă, ăна вăл вара Çĕнĕ Кăнтăр Уэльс (акăлч. New South Wales) ят хунă та Британи çĕрĕсем çумне хушнă.

Америкăри колонисене çухатнă хыççăн Британи кунта вăрă-хурахсене ссылкăна яма пуçлать.

Британи колонийĕ Çĕнĕ Кăнтăр Уэльс Сидней пурăну вырăнĕнчен пуçланса кайнă, ăна Артур Филип капитанĕ 1778 çулхи кăрлач, 26 кунĕнче никĕсленĕ. Ван Димен (паянкунхи Тасмани) çĕрне 1803 çулта пуçласа янă, 1825 çулта çак çĕр уйрăм колони шутне кĕнĕ. Аслăбритани континентăн ытти çĕрĕсене (паянкунхи Анăç Австралине) 1829 çулта хăй çумне çыпăçтарнă. Çĕнĕ Кăнтăр Уэльс çĕрĕсенче Кăнтăр Австрали (1836), Виктори (1851) тата Квинсленд (1859) колонисене йĕркеленĕ. Викторипе Кăнтăр Австрали çĕрĕсене «ирĕклĕ колонисем» тесе туса хунă, унта ирĕксĕр куçарнă çынсем пурăнман. Анăç Австрали те «ирĕклĕ» пулнă, анчах каярахпа ĕçлекенсем çитменнине пула ирĕксĕрлесе янă çынсене те йышăнма тытăннă.

Аборигенсен шучĕ, малтан 350 пин пулнă пулсан, 150 çул хушши питĕ хытă чакнă, çак вăл куçса лекекен чирсенчен те, хӳтĕрлесе урăх çĕре пурăнма куçарнинчен те. 1967 çулхи референдумпа аборигенсем гражданлăх правине çĕнтерсе илнĕ. Австралин Çӳлти сучĕ Mabo v Queensland (No 2) ĕçĕ пирки йышăнăвĕ Австралире колонизаци пуçланнă чухнехи «никамăнмар çĕр таврашĕ» япалана пĕтернĕ, аборигенсен çĕр прависене саккун шутне çырнă.18551890 çулсенче ултă британи колонисене хăйнехăйпуласлăха (выр.-самоуправление) панă, вĕсем 1901 çулхи кăрлач, 1 Австрали федерацине доминионсен шучĕпе кĕнĕ.

1931 çулхи Вестминстер статучĕпе, Австралипе Аслă Британие конституци тăрăх британи монархĕ çыхăнтарса тăрать.Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи пуçлансан Австрали хăйĕн çарĕсене Аслăбритание пулăшма ярать. 1940-1941 çулсенче австрали çарĕсем вăтаçĕртинĕс вăрçă театрĕнче çапăçаççĕ. Австрали çĕрне вăрçă австрали крейсерĕ «Сидней» тата нимĕç крейсерĕ «Корморан» пĕр-пĕрне путарнă хыççăн пырса çитет: «Сидней» крейсерăн пĕтĕм экипажĕ (645 çын) пĕтнĕ, «Корморан» экипажĕ карапĕ çинчен анса парăннă.Пёрл-Харбор инкек-синкеклĕ катострофи хыççăн австрали çарĕсем Япуние хирĕç вăрçа тухаççĕ. 1942 çулхи нарăсра Сингапура çухатсан 15 000 австрали салтакĕсем япун тыткăнне лекеççĕ. Тепĕртакран япунсем Дарвин çине бомбăсем пăрахаççĕ. 19 уйăх хушшинче Австралин çурçĕр ен çĕрĕсене 100 хут ытла тăшмансем сывлăшран тапăнаççĕ. 1942 çулхи çу уйăхĕнче япун шывай киммисем Сидней порчĕнче темиçе карапа путараççĕ. Япунсем Австралие вăрçса кĕрсе хупăрласа илме хатĕрленеççĕ.

Администрациллĕ-территориллĕ пайланăвĕ

Тĕп статья: Астралин администрациллĕ пайланăвĕ
Австралири çĕруправсен картти

Австрали ултă штатран, материк çинчи икĕ территорирен тата урăх пĕчĕкрех территорирен тытăнса тăрать. Штатсем: Виктория (VIC), Анăç Австрали (WA), Квинсленд (QLD), Çĕнĕ Кăнтăр Уэльс (NSW), Тасмани (TAS) тата Кăнтăр Австрали (SA). Материкри икĕ тĕп территорийĕ — Çурçĕр территорийĕ (NT), тата Федерацин тĕп хулин территорийĕ (ACT).

Территорисен статусĕ нумай енĕпе штатсен статусĕ пекех, çавах та федераци парламенчĕ территори парламенчĕ йышăннине улăштарма пултарать, çав вăхăтрах штатсем йышщăннине федераци саккунлăхĕ Конституцин 51-мĕш параграфĕпе çеç пăрахăçлама пултарать. Ытти ыйтусем штат тытса парать, тĕслĕхрен, сывлăха сыхласси, пĕлӳ илни, тивĕç-ирĕқ йĕркелĕшĕ, пĕрлĕх транспорчĕ, çул-йĕрсем, суд тытăмлăхĕ тата вырăнти хăйтытăмлăхĕ.


Анăç АвстралиÇурçĕр территорийĕКăнтăр АвстралиКвинслендВикторияÇĕнĕ Кăнтăр УэльсТасмани
Австралин администрациллĕ пайланăвĕ
ЯчĕАдм. виç. тĕсĕТĕп хулаПурăнан халăх,
çын (2021)[1]
Лаптăк,
км²[2]
1Австрали тĕп хулин территорийĕтерриториКанберра454 4992358
2ВикториштатМельбурн6 503 491227 444
3Анăç АвстралиштатПерт2 660 0262 527 013
4КвинслендштатБрисбен5 156 1381 729 742
5Çĕнĕ Кăнтăр УэльсштатСидней8 072 163801 150
6Çурçĕр территоритерриториДарвин232 6051 347 791
7ТасмаништатХобарт557 57168 401
8Кăнтăр АвстралиштатАделаида1 781 516984 321
Пурĕпе25 422 7887 688 220

Пурăнан халăх

Австралири кăк халăхĕ — XIX-XX ĕмĕрсенчи иммигрантсен еткерĕсем, вĕсенчен чылайăшĕ Аслă Британипе Ирландирен куçса килнĕ.

Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи хыççăн халăх йышĕ иммиграцине пула 4 хутчен ӳснĕ.

Официаллă чĕлхеакăлчан чĕлхи (австрал акăлчан чĕлхи).

Çутçанталăкĕ

Экономика

Тĕп статья: Австрали экономики
Брисбен — чи хăвăрт ӳсекен штат тĕп хули. 1998 - 2003 çулсенче Брисбенре пурăнан халăх çулсерен 2 % ӳснĕ[3].


Промăçлăх

Тĕп статья: Австрали промăçлăхĕ

хими, электротехника, металлурги отраçлĕсем, автомобиль тăвасси питĕ лайăх аталаннă.

Австралин ту тăприне тирпелекен промăçлăх

Австрали экомикинче ту тăприне тирпелекен промăçлăх чи кирли шутланать. 2019 çул тĕлнелле Австрали тĕнчере тимĕр рудине тата бокситсене тупассипе пĕрремĕш вырăнта, ылтăн, марганец тата тăхлан тупассипе тĕнчере иккĕмеш вырăнта, цинк, кобальт тата уран тупассипе виççĕмĕш вырăнта. Австрали питĕ хăватлă çĕркăмрăк экспортёрĕ шутланать.

Уявĕсем

  • Раштав (уяв)Раштав, 25
  • Мăн Кун
  • Патша майрин çуралнă кунĕ — çĕртме уйăхĕн иккĕмĕш тунтикунĕ
  • Австрали кунĕ — кăрлач, 26
  • Ĕç кунĕ — чӳк уйăхĕн пĕрремĕш тунтикунĕ,
  • АНЗАК кунĕ (вăрçă ветеранĕсене асăну кунĕ) — пуш, 25
  • Анне кунĕ — çу уйăхĕн иккĕмĕш вырсарнкунĕ,
  • Атте кунĕ — авăн уйăхĕн виççĕмĕш вырсарникунĕ.

Çав. пекех

Литература

  • Аничкин О. Н., Куракова Л. И., Фролова Л. Г. . — М.: Мысль, 1983. — (У карты мира). — 100000 экз.
  • Водовозов В. В. Австралия // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.
  • Малаховский К. В. История Австралии / Отв. ред.: П. И. Пучков. — 2-е, дополненное. — М.: Наука, 1980.
  • Малаховский К. В. История Австралийского Союза. — М.: Наука, 1971.
  • Davison Graeme, Hirst John, Макинтайр Стюарт The Oxford Companion to Australian History. Revised Edition. — South Melbourne: Oxford University Press, 2001. — 744 p. — (Oxford Companions). — ISBN 9780195515039

Асăрхавсем

Каçăсем

Шаблон:Тухăç Азири патшалăхсен саммичĕШаблон:Пĕртуслăх короллĕхĕсем