Бериллий

Бериллий / Beryllium (Be)
Атом номерĕ4
Ансат япалалăхăн курăмĕ99% тасалăхлă берилли, поликристал фрагменчĕ

çемçĕ шурă-кĕмĕл тĕслĕ метал

Атом палăрăмĕсем
Атом масси
(моль масси)
9,01218 а. е. м. (г/моль)
Атом радиусĕ112 пм
Ионизаци энергийĕ
(пĕрремĕш электрон)
898,8 (9,32) кДж/моль (эВ)
Электронсен конфигурацийĕ[He] 2s2
Химилле палăрăмсем
Ковалентла радиус90 пм
Ион радиусĕ35 (+2e) пм
Электронегативлăх
(Полинг шучĕпе)
1.57
Электрод потенциалĕ−1,69 В
Оксидлав капашĕсем2; 1
Ансат япалалăхăн термодинамикăлла палăрăмĕсем
Тачăлăх1,848 г/см³
Пайлавла ăшăшăнăçтарăш16,44[1] Дж/(K·моль)
Ăшăяраслăх201 Вт/(м·K)
Шăрану температури1551 K
Шăраннин пайлавла ăшши12,21 кДж/моль
Вĕрев температури3243 K
Пăспулăмăн ăшăлăхĕ309 кДж/моль
Моль калăпăшĕ5,0 см³/моль
Ансат япалалăхăн кристалл решетки
Решетке тытăмĕгексагоналлă
Решетке периочĕa=2,286; c=3,584 Å
c/a танлашăнни1,567
Дебай температури1000 K
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Be (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Бериллий — тăваттăмĕш çăмăл элемент, атомĕ тăватă протонпа пилĕк нейтронран тăрать.


Be4
9,012182
2s2
Бериллий

Ăна уранăн массине 50 килограмм вырăнне 250 грамма çитермелĕх (экран, куçлăх, пусса хĕстернĕ вырăнне) усă кураççĕ.

Кунçул

Бериллипе унăн минералĕсене тĕпчев ĕçĕсене расççей химикĕ И.В.Авдеев (1818—1865) туса пынă. Вăлах бериллийĕн оксичĕ BeO тесе палăртнă, маларах йăнăшпа Be2O3 çырнă пулнă.

Çулăма çирĕплă материалсем

Ракетăн çунакан япали

Йӳçĕклекен
ЙӳçĕклекенУдель туртăмĕ (Р1, çек)Çунтару температури °СÇунакан япала тачăлăхĕ г/см3Хăвăртлăх ӳсĕмĕ, ΔVид,25, м/çекÇунакан япалан йывăрăш шучĕ %
Фтор323,3 çек4328 °C1,5475014 м/çек13 %
Тетрафторгидразин310,8 çек4234 °C1,194204 м/çек11 %
ClF3277,4 çек4075 °C1,854696 м/çек13 %
ClF5289,6 çек4176 °C1,7624791 м/çек13 %
Перхлорилфторид242,6 çек3593 °C1,7093953 м/çек13 %
Фтора йӳçлекен308,6 çек4177 °C1,5614986 м/çек13 %
Йӳçлĕк235,4 çек3637 °C1,213213 м/çек15 %
Водород перекиçĕ276,8 сек3472 °C1,5034231 м/çек18 %
Азот кислоти256 сек2728 °C1,5744005 м/çек24 %

Усă курасси

Хутăш шăранчăксене пахалатни

Бериллие чылайлă тĕрлĕ шăранчăксене хушаççĕ, çав вара юлашкисене хытарать, çирĕплетет, вĕсенчен хатĕрленĕ япаласен çийĕ коррозие хирĕç тăма пултарать. Техникăра бериллиллĕ бронзăпа усă кураççĕ (пружинăллă перĕнӳсем). Хурçăна 0,5 % бериллие хушса тунă пружина хĕрлĕ тĕсе çитиччен хĕртнĕ чух пружинăлать.

Рентген техники

Берилли рентген пайăркисене начар пуçтарать, çавăнпа та унтан рентген пăрăхĕсенче пайăркасем тулашне тухмашкăн чӳречене хатĕрлеççĕ.

Атом энергетики

Атăм реакторĕсенче бериллипе нейтронсен хăвăртлăхне чакараççĕ. α-радиохастар нуклидсемпе хутăшра берилли ампуллă нейтронлă çăлкуçсенче, мĕншĕн тесен берилли-9 тĕшшисемпе α-пĕрчĕксен хутшăнăвĕнчен нейтронсем çуралаççĕ: 9Ве(α, n)12C.

Лазер материалĕсем

Лазер техникинче берилли алюминачĕнчен хатĕрленĕ хурçă е пластина пайăрка кăларать.

Изотопӗсем


Асăрхавсем

Каçăсем