Метр

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Метр (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Метр (палăртăвĕ: м, m; ав.гр. μέτρον — виçе, виçмелли) — хушă виçмелли виçе.Вакуумра çеккунтăн пайĕнче çутă кайнă хушăпа пĕр тан.


Истори

1889-1960 çулсенче тĕнче усă курнă метр эталонĕ.

1799-мĕш çулта платинăран метр эталонне туса хатĕрленĕ. Ун тăршшĕ Париж меридианĕн пĕр 40-миллионмĕш пулнă

[1].

1889-мĕш çулта 90% платинăпа 10% ириди шăранчăкĕнчен Х саспалли евĕр тепĕр эталон туса хатĕрленĕ. [2]. Ун копине метра хушă виçин стандартне йышăннă çĕршывсене панă. Çак эталон, унпа усă курмаççĕ пулсан та, халь те упранать,

Вуннăлла хутла тата пай виçисем

Вуннăлла хутла тата пай виçисем метр умне стандартлă СИ приставкисем хушса пулаççĕ. Унсăр пуçне системăсăр виçесем пур: Ангстрем, микрон. Вĕсене усă курма сĕнмеççĕ.

Ытти хушă виçисемпе танлаштарни

Метр виçи,
СИ не кĕмен виçесемпе 
СИ-не кĕмен виçе,
метр виçипе
1 метр39,37дюйм              1 дюйм0,0254метр          
1 сантиметр0,3937дюйм 1 дюйм2,54сантиметр 
1 миллиметр0,03937дюйм 1 дюйм25,4миллиметр 
1 метр1·1010ангстрем 1 ангстрем1·10−10метр 
1 нанометр10ангстрем 1 ангстрем100пикометров 

Асăрхавсем