Болгaр чĕлхи

Ку ăнлава Пӑлхар чĕлхи ăнлавпа пăтраштармалла мар

Болгар чĕлхи (български език) — индоевропа чĕлхе çемьине кĕрекен славян ушкăнĕн кăнтăр кĕçĕн ушкăнĕнчи пăлхарсен чĕлхи. Пăлхари Республикин официаллă чĕлхи. Çырулăхне кириллица никĕсĕпе тунă. Пăлхар чĕлхипе илемлĕ тата ăслăх литературин чылай. Пăлхарла калаçакан тĕнчери мĕнпур йышĕ 2014 çул тĕлне — 9 миллиона яхăн çын.

Болгар чĕлхи
Тăван ячĕ:български език
Патшалăхсем:Пăлхари, Çурçĕр Македони, Украина, Серби, Румыни, Греци, Турци, Молдави, Албани, РФ
Регионсем:Балкан çурутравĕ
Официаллă статус:Болгaр чĕлхи Пăлхари

Европа пĕрлешĕвĕ Европа пĕрлешĕвĕ
Афон
Регионри е сахалрахăш чĕлхи[1]:
Румыни Румыни
Словаки Словаки
Серби Серби (Босилеград тата Димитровград общинисем[2])

Йĕркелекен:Пăлхар ăслăх академийĕн Пăлхар чĕлхин институчĕ (Институт за български език)
Рейтинг:86
Классификаци
Категори:Еврази чĕлхисем
Индоевропа çемьи
Славян турачĕ
Кăнтăр славян ушкăнĕ
Тухăç кĕçĕн ушкăнĕ
Çырулăх:кириллица (пăлхар алфавичĕ)
Чĕлхе кочĕсем
ISO 639-1:bg
ISO 639-2:bul
ISO 639-3:bul
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика

Ытти чылай славян чĕлхисемпе танлаштарсан, пăлхар чĕлхинче аналитизм тарăн тымар янă: ӳкĕмсем пачах çухалнă (вĕсен функцисем предлогсемпе сăмахсен йĕркелĕшĕ çине куçнă); палăртнă тата палăртман[3] тата «нуллĕ» артикльпе усă кураççĕ. Славян чĕлхисем хушшинче пăлхар чĕлхинче кăна тата çывăх македон чĕлхинче артикльсем пур.

Лексикăлла пăлхар чĕлхи чиркӳ-славян чĕлхине çывăх, халиччен те тухăç славян чĕлхисенчи архаикăллă сăмахсем пур. Историри сăлтавсене пула, пăлхар чĕлхинче тĕрĕк кăкĕнчен тухнă сăмахсем нумай. Вырăс чĕлхипе пăлхар чĕлхин лексиконĕсен пĕрпеклĕхĕ чиркӳ витĕр тухать, стилилистика енĕпе пăлхар чĕлхине серб, хорват тата македон чĕлхисем çывăхрах.

Диалектсем

Тĕп статья: Пăлхар чĕлхин диалекчĕсем

Пăлхар чĕлхин ареалĕ диалект енĕпе иккĕне пайланать — тухăç тата анăç калаçăвĕсем. Çак облаçсем чикки çурçĕртен кăнтăралла выртать, ѣ вырăнне уçă сасă каланин изофони уйрăмлăхне пула пайланаççĕ[4][5].

Çырулăх

Тĕп статья: Пăлхар алфавичĕ

Пăлхар алфавитне (българска азбука) кириллицаникĕсĕпе тунă, унта 30 саспалли:

саспаллипăлхарла
ячĕ
тĕпри
аллофон (МФА)
урăх
аллофонсем
А аа[a]
Б ббъ[b]
В ввъ[v]
Г ггъ[g]
Д ддъ[d]
Е ее[ɛ]
Ж жжъ[ʒ]
З ззъ[z]
И ии[i]
Й йкĕске и[j]
К ккъ[k]
Л ллъ[l]
М ммъ[m]
Н ннъ[n]
О оо[ɔ][о]
саспаллипăлхарла
ячĕ
тĕпри
аллофон (ТФА)
урăх
аллофонсем
П ппъ[p]
Р рръ[r]
С ссъ[s]
Т ттъ[t]
У уу[u]
Ф ффъ[f]
Х ххъ[x]
Ц ццъ[t͡s]
Ч ччъ[ʧ]
Ш шшъ[ʃ]
Щ щштъ[ʃt]
Ъ ъер голям[ɤ̞][ə]
Ь ьер малък-
Ю юйу[ju][u]
Я яйа[ja][jɐ]

Çав. пекех

Литература

  • Маслов Ю. С. Болгарский язык // Языки мира. Славянские языки. — М.: Academia, 2005. — ISBN 5-87444-216-2
  • Данилов Г. К. Болгарский язык // Литературная энциклопедия : в 11 т. : т. 1 / Отв. ред. Фриче В. М. ; Отв. секретарь Бескин О. М. — М. : Изд-во Ком. Акад., 1930. — Стб. 564—567. — 768 стб. : ил.
  • Лось И. Л. Болгарский язык // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.

Асăрхавсем

Каçăсем

Wikipedia
Википедин [[:{{{code}}}:|bg уйрăмĕ]].
«Викисăмахсар» логотипĕ

К:Украина чĕлхисем