Комор утравĕсем

Комор утравĕсем, официаллă Комор утравĕсен пĕрлĕхĕ[1], ( 2002-мĕш çулччен — Комор утравĕсен Федераллă Ислам Республики) — Инди океанĕнчи патшалăх. Мозамбик тинĕс пырĕн çурçĕр пайĕнче Мадагаскар утравĕпе çурçĕр Мозамбик хушшинче вырнаçнă. Ячĕ арап челхинчи 'al-qamar (аль-камр) сăмахран (уйăх) самахран тухнă. Уйăх патшалăх ялавĕ çинче пур.Официаллă чĕлхесем — комор чĕлхи (суахили) чĕлхипе тăванлă), франци тата арап чĕлхисем.

Udzima wa Komori
фр. Union des Comores
арап. الاتحاد القمري

Комор утравĕсем

Комор утравĕсен ялавĕКомор утравĕсен гербĕ
Патшалăх чĕлхисемфранци чĕлхи, арап чĕлхи, комор чĕлхи
Тĕп хулаМорони
Чи пысăк хулаМорони
ПрезидентДуанин Икилилу
Лаптăкĕ
 - Пĕтĕмпе
167 вырăнта
1 862 км2
Халăх йышĕ
 - Пĕтĕмпе(2009)
 - Йышлăхĕ
158 вырăнта
752 000
404/км²
Валюта ячĕКомор франкĕ
Вăхăт тăрăхĕГВ +03 пуçласа +03 таран
Патшалăх гимнĕКомор утравĕсен патшалăхĕн гимнĕ
Тетел доменĕ[[.km]]
Тел. префиксĕ269



Кун-çулĕ

Тĕп статья: Комор утравĕсен кун-çулĕ


Авалхи кун-çулĕ

Археологи тĕпчевĕсем тарăх Анжуан утравра пирен саманан V-мĕш ĕмĕрĕнчех çынсем пурăннă. XII-меш ĕмĕрте архипелаг Килва султанат аллине лекнĕ. Утравсем çинчен чи малтан голланди çул çӳревçи К. Хаутман çырса кăтартнă. Инди кайакан португалсем 1610-мĕш çулсенче утравсенче йăва çавăрма тытăнни выранти çынсем хирĕç танипе ăнман. Килва салансан кунта пĕр перинпе çăпăçакан нумай султанат йĕркеленнĕ, ислам вăй илнĕ.1600-мĕш çулсенче Африка, Мадагаскар утрав çыннисем, арапсем çĕнĕрен куçса килнĕ.Кунта пиратсем индипе китай çыннисене плена илсе килнĕ. 1785-мĕш çултан Мадагаскар утравĕнчен чурасем ярса илме тапанма тытаннă, çавăнпа XIX-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче Майотта утраве çынсăр юлнапа пĕрех. Вăл Мохели утравĕпе пĕрле Мадагаскар влаçне лекнĕ.

Колони тапхарĕ

1841-меш çулта Франци Майотта утравне ярса илнĕ хыççăн вăл 1843 ун протекторачĕ пулса тарать. 1886—1892 -мĕш çулсенче Анжуан, Гранд-Комор тата Мохели утравĕсем те Франци протекторачĕсем пулса тăраççĕ. 1909 архипелага официаллă франци колонийĕ тесе пĕлтереççе, 1912-мĕш çултан Мадагаскар па перлештереççĕ.Колонистсем ваниль, гвоздика тата кофе ӳстернĕ.1947-мĕш çулта франци тинĕс лешен территори статусне илнĕ. 1974-мĕш çулти референдумра Анжуан, Гранд-Комор тата Мохели утравсенчи 96% Францинчен уйралассине суйланă, Майотта утравен 64% уйрăлма килешмен.1975-мĕш çулта депутатсен палати Анжуан, Гранд-Комор тата Мохели утравĕсенчен тăракан никама пăхăнман Комор утравĕсен республикине (КОР) тунине пелтернĕ. Правительство канашĕн председатĕлĕ Ахмед Абдаллах Президент пулса ларнă.1975-мĕш çулта КОРа ООН пайташне йышăннă. Франци КОР никама та пăхăнманнине йышанса Майотта утравне хăйен территори статусне хăварнă.

Географи

Тĕп статья: Комор географийĕ

Комор утравĕсен вулкан архипелагенче 4 тĕп утрав: Нгазиджа (Гранд-Комор), Ндзуани (Анжуан) тата Мвали (Мохели) Комор патшалăхне кĕреççе, Майотта утрав Францин тинĕс лешен территори шутланать.Чи çӳлле вырăн - вулкан Картала (2361 м). Утравсем тавра коралл рифĕсем. Тропик климачĕ, шăрăх тата нӳрĕ. Çумăр çулталăкра 1100-3000 мм яхăн çăвать. Тусен çулти тăвайкисенче тропик варманĕсем ӳсеççĕ, аялларах саваннăпа тĕмсем саралнă. Çулталăкĕпех малярипе чирлес харушлăх пур.

Çутçанталăк

ФлораСахар тростникĕ, кокос пальми, банан, кофе, гвоздика ĕрчет.


ФаунаКоморти икĕ утравра çеç Левингстон крыланĕ тĕл пулать.

Асăрхавсем

Каçăсем


Шаблон:Коморсем в темăсенчеШаблон:Арап патшалăхĕсен лиги

Шаблон:Африка патшалăхĕсемШаблон:Африкăри утрав патшалăхĕсем

Категория:Федеративла патшалăхсем