Мексика

Мексика, — Çурçĕр Америкăри патшалăх. Çурçĕр енчи чикки АПШпа, кăнтăр-хĕвеланăç енчи Белизпа Гватемалăпа çуммăн иртет. Çурçĕр-хĕвеланăç енчи çыранĕсем Калифорни кӳлмекĕ тата Лăпкă океан хĕррине, хĕвелтухăç енчи çыранĕсем Мексика кӳлмекĕ тата Кариб тинĕсĕ хĕррине тухаççĕ. Испан чĕлхипе калаçакан çершывсен хушшинче чи нумай халăхлă патшалах шутланать.

Estados Unidos Mexicanos

Мексика
Мексикăн пĕрлешӳллĕ штачĕсем

Мексика ялавĕМексика гербĕ
Патшалăх чĕлхисемИспан чĕлхи
Тĕп хулаМехико
Чи пысăк хулаМехико
ПрезидентВисенте Фокс Кесада
Лаптăкĕ
 - Пĕтĕмпе
14 вырăнта
1 972 550 км2
Халăх йышĕ
 - Пĕтĕмпе(2005)
 - Йышлăхĕ
11 вырăнта
106 202 903
53,8/км²
Валюта ячĕМексика песи
Вăхăт тăрăхĕГВ -06 пуçласа -08 таран
Патшалăх гимнĕМексика патшалăхĕн гимнĕ
Тетел доменĕ.mx
Тел. префиксĕ+52

Патшалăх кун-çулĕ

  • Малтан патшалăх вырăнĕнче ацтексемпе майăсен çĕршывĕсем пулнă.
  • 1518 — Хуан Грихальва экспедицийĕ пĕрремĕш хут Мексика çĕрне çитет.
  • 1519Эрнан Кортес конкистадорăн испансен ушкăнĕ Мексика çĕрĕ çине çитет, Веракрус хулине никĕслет. Вĕсем ацтексен Теночтитлан (Мехико) хулине çапăçусăр кĕрсе Монтесума пике тыткăна илеççĕ.
  • 1520Ацтексем испансене хирĕç кĕрешме пуçлаççĕ.
  • 1521 — Кортес ацтексене кăмăламан 10 пин индееца пухса ацтексен çĕршывне туртса илет.
  • 1522 — Кортес Çĕнĕ Испанин пĕрремĕш гумернаторĕ тата генерал-капитанĕ пулса тăрать.
    Мексика картти
  • 1524 — Çĕнĕ Испани шутне Гватемалăпа Гондурас кĕреççĕ.
  • 1821 — Мексика Испанирен ирĕке тухать.
  • 1824 — Никама пăхăнман Мексикăн пĕрремĕш конституцине йышăнаççĕ.
  • 1845Техас уйрăлать.
  • 1846-1848Америкăпа Мексика хушшинчи вăрçă. Мексика хăйĕн çур çĕрне çухатать, халĕ вĕсем АПШна кĕреççĕ.

Администрациллĕ пайлану

Тĕп статья Мексикăн администрациллĕ пайланăвĕ.

Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.