Нобелий

No102
259,1009
[Rn] 5f14 7s2
Нобели

Нобели — 102 атом номерлĕ хими элеменчĕ. Атом масси 259,1009; No тесе паллă тăваççĕ(лат. Nobelium]), актиноидсен шутне кĕрет.

Истори

Чи малтан 102-мĕш элемента тупни çинчен 1957-мĕш çулта Швецири Нобель институтĕнчи тĕпчевçĕсем пĕлтернĕ. Вĕсем 10 минут яхăн çурма аркану тапхăрĕллĕ 8,5 МзВ хăватлă альфа-пайăркасем кăларакан изотопа 244Cm тĕшĕсене 13C тĕшĕсемпе персе туни çинчен каланă. Çак пайăркасене 251102 е 253102 изотопсемпе çыхăнтарнă, элемент ятне Нобели (No) пама сĕннĕ. Каярах вĕсем ку пулăмсене фон эффекчĕсемпе ăнлантарса элемент уçнине çирĕплетмен. Америка тĕпчевçисем (Гиорсо, Сиборг, Уолтон, Сиккеланд) Беркли хулинче 1958-мĕш çулхи ака уйăхĕнче 102-мĕш элемента ситнтезланă çинчен пĕлтернĕ. Вĕсем çĕнĕ йывăр ион ускорительĕнче кюри тĕшĕсене 244Cm тата 5% 246Cm) 13C тата 12C ионĕсемпе пенĕ. Вĕсем 8,5 МэВ хăватлă альфа-пайăркасене (шведсем пĕлтернине) тупайман, анчах 250Fm (254102-ран альфа арканупа пулать, çурма аркану тапхăрĕ 3 çекунт панелле,) арканнине çирĕплетнĕ.1959-мĕш çулта ушкăн ĕçĕсене малалла тăснă. Вĕсем 8,5 МзВ хăватлă альфа-пайăркасем кăларакан изотопа тупма пултарнă, çурма аркану тапхăрĕ 3 çекунта яхăн тата 30% хăйне-хăй пайланнине палăртнă. Малтан ку хастарлăха 254No çыхăнтарнă, каярах 252No изотоппа. Ку элемента Нобели ят пама сĕннĕ.

1961-мĕш çулта, 103-мĕш элемента синтезлама хăтланнă май, 8,2 МзВ хăватлă альфа-пайăркасем кăларакан 255No (çурма аркану тапхăрĕ 15 çеккунт) тупнине çирĕплетнĕ. Çурма аркану тапхăрĕ 50 çекунт яхăн, Беркли лабораторипе килĕшмест. Каярах вĕсем sup>254No арканнине те курнă, хăвачĕ 8,1 МэВ, çурма аркану тапхăрĕ ~ 35 çекунт.




Ячĕ пулни

Совет тĕпчевçисем элемента Jl (жолиотий) ят, Фредерик Жолио-Кюри асăнса, пама сĕннĕ. Американĕцсем Нобелий (No), Альфред Нобель ятне пама сĕннĕ. ИЮПАК элемента Нобелий ят пама йышăннă.

Изотопĕсем

ÇăлкуçĕNo изотопĕсем
262Lr262No
269Hs, 265Sg, 261Rf257No
267Hs, 263Sg, 259Rf255No
254Lr254No
261Sg, 257Rf253No
264Hs, 260Sg, 256Rf252No
255Rf251No


Изотопсене уçнин хронологийĕ

ИзотопУçнă çулУçнă реакци
250Nom2001204Pb(48Ca,2n)
250Nog2006204Pb(48Ca,2n)
251No1967244Cm(12C,5n)
252Nog1959244Cm(12C,4n)
252Nom~2002206Pb(48Ca,2n)
253Nog1967242Pu(16O,5n),239Pu(18O,4n)
253Nom1971249Cf(12C,4n)[1]
254Nog1966243Am(15N,4n)
254Nom11967?246Cm(13C,5n),246Cm(12C,4n)
254Nom2~2003208Pb(48Ca,2n)
255No1967246Cm(13C,4n),248Cm(12C,5n)
256No1967248Cm(12C,4n),248Cm(13C,5n)
257No1961? , 1967248Cm(13C,4n)
258No1967248Cm(13C,3n)
259No1973248Cm(18O,α3n)
260No?254Es + 22Ne,18O,13C - transfer
261Nounknown
262No1988254Es + 22Ne - transfer (EC of 262Lr)

Каçăсем


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.


Актиноидсем
Актини | Тори | Протактини | Уран | Нептуни | Плутони | Америци | Кюри | Беркли | Калифорни | Эйнштейни | Ферми | Менделеви | Нобели | Лоуренси