Фашизм

Фаши́зм (итал. fascismo, fascio — пĕрлешӳ, пучах, çыхă, пĕрлешĕнни) — диктатор тĕслĕ тытăм формине йышăнакан питĕ сылтăмри[1] политикăри юхăмсен тата идеологисен пĕрлештернĕ ячĕ[2][3], унăн паллă характеристики çакнашкал: милитари национализмĕ (анлăн каласан)[4][5], антилиберализм[6], реваншизм тата çулпуçа этеплени, антикоммунизм, экспансионизм, суйлав демократине тата либерализм курайманни, элитăсем хуçаланни тата йăлари социаллă иерархие [7], этатизма, хăш чухне, корпоративизма, расизма тата геноцид политикине ĕненни.

Италири Ннационал-фашизм партин эмблеми.

Этимологи тата палăртни

Тĕп статья: Фашизма палăртни
Муссолинипе Гитлер

Фашизм тата расизм

Фашизмпа расизм епле çыхланни пирки ăслăхра тĕрлĕ шухăш та пур. Пĕр майлисем каланипе, биологи расизмĕ наци режимĕн прерогативи пулнă теççĕ, анчах та фашизм теоринче наци çине, расă сине мар, таянаççĕ. Çак теорие тытакансем нацизм историри уйрăм феномен вырăнне хураççĕ, фашизмăн тĕрлĕ тĕслĕхĕн пĕри темеççĕ[8][9][10].

Урăхла, хальхи вăхăтра ытларах сарăлнă шухăшпа — ăна Роджер Гриффин тата унăн «çĕнĕ консенсус» шкулĕ аталантарнă — нацие е расăна революцилле «чĕрĕлтермелле» тата «тасатмалла» (палингенезис) идея çинче никĕсленнĕ биологи расизмĕ фашизм теорине тата уйрăммăн практикине питĕ майлă явăнса кĕрет. Çакнашкал шухăшлакансем, сăмахран, «классикăлла» итал фашизмĕн расизм характерĕ хаяртарах пулнă теççĕ, унчен ăна историографире 1980-мĕш çулсен вĕçĕчченех апла шутламан пулсан та. Çапах та, çак ăсчахсем биологирен килекен расизм фашизмăн тахçантантанпах пулса пынă тĕрлĕ тĕслĕхĕ (анлă сарăлнă пулсан та), ультранационализм пекех хакласа, расă идейине фашизм идеологин уйрăлмалла мар компоненчĕ темеççĕ[11][12].

Хальхи анăç ăслăх йăлинче «расизм» ăнлав пĕтĕмĕшле постсовет тапхăрĕнчирен анлăрах калăпăшлă, унăн шутне дискриминаципе эксклюзионизм тĕрлĕ формисем (çав шутра наци тата этнос) кĕреççĕ.

Фашизмăн тĕп йĕрлешĕсем

Вольфганг Випперман шухăшланипе, фашизм идеологине çаксем палăртаççĕ:

  • традиционализм,
  • национализм,
  • корпоративизм
  • антилиберализм,
  • антикоммунизм,
  • экстремизм,
  • этатизм,
  • популизм элеменчĕсем,
  • милитаризм,
  • тăтăшах — çулпуçа этеплени,
  • пурăнан халăх çине таянни.

Фашистсен партисен пĕрлехи йĕрлешĕсем

Тăтăшах фашитсен партисем тата фашизм шухăшĕсем аталанса кайни çĕршывра экономикăри кризис аташса кайнипе çыхăнтараççĕ, вăл социума тата политикăна кĕрсе пырать.

Фашизм партисем тăтăшах милитаризациленнĕ те çав вăхăтри йăлари мар политика стилĕпе хăтланнă: массăллă манифестацисем, массăллă маршсем, партин арлăх тата çамрăклăх характерне кăтартнă, тĕне тытнă йăлара кăштах секуляризациленĕ, политикăри хирĕçӳсенче пĕр тавлашмасăр вăйпа кĕрешнине кăмăлланă.

Фашистсен партисене танлаштарсен, вĕсен идеологисем тата тĕллевĕсем çывăх шутланнă, уйăракан йĕрлешĕ никĕсе хунă амбивалентлĕх пулнă. Фашизм идеологинче пĕр вăхăтрах антисоциум тата антикапитализм, антимодернизм тата ятарлă хальхи, транснационаллă саманчĕсем пур. Çак хутшăнусем фашизмăн пур тĕсĕсенче те пĕр пек формăра ĕçлемеççĕ.

Программăри антикапитализм пункчĕсене, ытлрах пайĕпе юриех сапаланчăклă кăтартнă, италсен НФП аталанса пынă май чылаях кайри каса куçнă. Вĕсене кăшт вăйлăрах венгерсен «Хĕреслетнĕ çĕмренсен», румынсен «Тимĕр гвардинче», фалангăн хăшпĕр пайĕсенче, франссен Дорио ФХП курăнаççĕ. Çапла ĕнтĕ, вĕсем австри хеймверĕсен, норвегсен «Наци пĕрленĕвĕнче», бельги рексисчĕсен, ытти франс фашизм партисен тата голланд НСС начартарах палăраççĕ.

Çав тери антимодернизм принципĕсене «Тимĕр гвардинче» курма пулать. Çапах та юхăм пропагандăра, политикара, вăрçă ĕçĕнче тата экономикăра хальхи ятарлă хатĕрсемпе меслетсене ниепле те усă курасшăн пулман. Çавăнпа та фашизм пачах антимодернизм тесе те, «паянкуна чĕрсе кĕни» е, тем тесен те, «социаллă революци» те шутланмасть.

Мĕнпур фашизм партисем хăйне май национализм çине тĕллешнĕ; ытларах енĕпе вĕсем наци историн «чаплă» та идеализациленĕ тапхăрĕсем çине таянса тăрмашнă. Анчах та пĕчĕкреххисем, ирĕкĕпе е ирĕксĕрех, хăшпĕр майĕпе ытти фашистсен юхăмĕсен наци интересĕсене, чи малтанах фашизм режимĕсен, шута илмелле пулнă. Çапла ютçĕр фашизм тĕслĕхне шухăша илнĕшĕн, çак партисемпе сулахайрисем кăна мар, национализм тĕлĕшĕнчи питĕ сылтăмри вăйсем те кĕрешнĕ.

Пур фашистсен партисем те компромисе йышăнмасăр политикăри хăйсен тăшманĕсене, çаплах — хăшпĕр ирĕклĕн суйласа илнĕ — сахалрахăшĕсене пĕтерме тăрăшнă.

Фашизм варианчĕсем

Фашизм (Итали)

Тĕп статья: Итал фашизмĕ


Национал-социализм (Германи)

Тĕп статья: Национал-социализм


Тимĕр гварди (Румыни)

Тĕп статья: Тимĕр гварди
Тимĕр гварди символики
Корнелиу Зеля Кодряну

Испан фаланги (Испани)

Тĕп статья: Испан фаланги
Фаланга парти ялавĕ.
Примо де Ривера Хосе Антонио

Çĕнĕ патшалăх (Португали)

Тĕп статья: Çĕнĕ патшалăх (Португали)


Интегрализм (Бразили)

Тĕп статья: Бразил интегрализмĕ


Çав. пекех

  • Фашизм тата идеологисем
  • Фашизм патшалăх террорĕ
  • Исламофашизм
  • Мăн фашизм канашĕ
  • Корпоративизм

Асăрхавсем

Литература

Каçăсем