Хаббл саккунĕ

Космологи
Тăванлă темăсем

Хаббл саккунĕ (2018-мĕш çулта Хаббл—Леметр саккунĕ теме сĕннĕ[1]) — астрономи саккунĕ, унпа килĕшÿллен, галактикăсем пĕр-пĕринчен «тарнин» хăвăртлăхĕ вĕсен хушшинчи инçĕше пропорционаллă. Бельги астрономĕ Жорж Леметр 1927-мĕш çулта, США астрономĕ Эдвин Хаббл 1929-мĕш çулта уçнă.

,

кунта: v — галактикăсем пĕр-пĕринчен тарнин хăвăртлăхĕ,
d — галактикăсем хушшинчи инçĕш,
 — Хаббл константти текен пропорционаллăх коэффициенчĕ.

Хаббл саккунĕ Çут Тĕнчери аякри объектсем патнелли инçĕше тупмалли тĕп меслет пулса тăрать[2].

2018-мĕш çулхи виçевсем тăрăх, Хаббл параметрĕн пĕлтерĕшĕ çакăн пек[3]

H0 = 67.77±1.30 (км/с)/Мпк.

Çут Тĕнче сарăлавĕн хăвăртлăхĕ ялан пĕр пек пулнă тесе шутласан, Хаббл контанттине кутăнла кап Çут Тĕнчен ÿсĕмĕпе тан; ăна çавăн пекех Хабблла ÿсĕм теççĕ[4].

Хабблла ÿсĕмĕн пĕлтерĕшĕ, çавракалатсан, 13,8 млрд çул пулать.

Çавăн пекех

  • Хаббл калăпăшĕ

Асăрхавсем

Каçăсем