Википеди:Кун пулăмĕсем:Çĕртме уйăхĕ

Çу — Çĕртме — Утă
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930 
Эрнен кун ячĕсене 2009 çул валли кăтартнă

Ку Википеди уйрăма кунпа çыхăннă пулăмсене çутатса кăтармашкăн йĕрекеленĕ.

Çĕртме, 1

«Корона» карапа путарни 1686 çулхи сăнар ĕçĕнче.

Тĕнчери ача-пăчана хӳтĕлев кунĕ, Раççей Çурçĕр флочĕн кунĕ


Çĕртме, 2


Çĕртме, 3

Хĕрлĕ хапха
  • 1326 — Новгородпа Норвеги хушшинчи чикĕ килĕшĕвĕ.
  • 1780 — «Кĕпĕрленӳ патша» Ньюгейт тĕрмине штурмăлать, хупнăскерсем тарса саланаççĕ.
  • 1927 — Мускавра Херлĕ хапхана (капăрл.) аркатнă.
  • 1937 — британ астулĕнчен хăтăлса Эдуард VIII уйрăлнă миссис Симпсона качча илнĕ.
  • 1968 — феминистка Валери Соланас виç хутчен Энди Уорхол сăнарçăна пăшалпа пенĕ.
  • 1979 — «Иксток-1» нефть платформи çинче (Мексика кӳлмекĕ) тинĕсе питĕ чылай 600 пин тоннă нефть юхса тухнă.
  • 1998 — хăвăрт пыракан ICE пуйăс Эшеде патĕнче çапăннă.
  • 2006 — Черногори Серби тата Черногори пĕрлешĕвĕнчен тухса хăйĕн ирĕклĕхĕ пирки пĕлтерет.


Çĕртме, 4

«Сент-Луис» пăрахут çинчи таракансем

Агрессире инкеке лекнĕ айăпсăр ачасен тĕнчери кунĕ


Çĕртме, 5

Тавра хутлăх хӳтĕлевĕн тĕнчери кунĕ

Александр III палăкне уçни
  • 1465 — кастили магначĕсем Вăйсăр Генрих патшан катемпине машкăлланă
  • 1744 — Петербургра Порцелин мануфактурине никĕсленĕ
  • 1783 — Жозеф-Мишель тата Жак-Этьенн Монгольфье пĕртăвансем пĕрремĕш сывлăш чăмăрне тӳпене хăпартнă
  • 1862 — Сайгон килĕшĕвĕпе Франци Кохинхинăна ярса илнĕ
  • 1909 — Санкт-Петербургри Ялав лапамĕнче Александр III палăкне (капăрл.) уçнă
  • 1933 — АПШ конгресĕ ылтăн укçа стандартĕнчен уйрăлнă
  • 1947 — АПШ патшалăх секретарĕ Джордж Маршалл вăрçă хыççăн Европăна пулăшас программине хыпарланă
  • 1967 — Çывăх Тухăçра Улттă кун арап-израиль вăрçи тапраннă
  • 1995 — Боулдерти Колорадо университечĕн ăсчахĕсем Бозе — Эйнштейн конденсатне тупăшланă


Çĕртме, 6

Хармандир Сахиб

Швеци наци кунĕ

  • 1523 — Густав I Васана Швеци патши пулма суйланă, çакă вара Кальмар унине пĕтерсех хунă
  • 1683 — Оксфордри Ашмол музейĕ, университет çумĕнчи пĕрремĕш музей, уçăлнă
  • 1925Канаша хула шайне хăпартнă.
  • 1944 — «Д кунĕ» — тăмăрсем Нормандие аннă. Европăра Иккĕмĕш фронта хута янă
  • 1957 — Мускаври Дзержинскин лапамĕнче «Ача тĕнчи» лавкки уçăлнă
  • 1979 — советсем вĕçевçĕсĕр «Союз-34» вĕçевçĕсĕр космос карапне «Салют-6» орбитăри станци патне хăпартса янă
  • 1984 — Амритсарти Ылтăн храма (капăрл.) ĕнчĕ çарĕ тапăннă; 570 яхăн çын пĕтнĕ
  • 1984 — Алексей Пажитнов этем пĕрлĕхне «Тетрис» вăййине кăтартнă
  • 2002 — Вăтаçĕр тинĕсĕ çийĕнче астероид сирпĕннĕ


Çĕртме, 7

Альберто Кантино тĕнче картти (1502).
  • 1099 — Пĕрремĕш хĕрес харçи: хĕрес майлисем Иерусалима хупăрлама тăнă.
  • 1494 — Испанипе Португали Çĕн тĕнчене Тордесильяс килĕшĕвĕпе (капăрл.) пайланă.
  • 1883Мускавра Христос Çăлавçă храмне тасалăва кĕртнĕ.
  • 1905 — швед-норвег унине пăрахăçланă.
  • 1948Чехословакин президентне Бенеша ĕçрен хăтарнă.
  • 1981 — «Опера» операцийĕ: израиль истребителĕсем иракăн «Осирак» йĕтре реакторне бомбăланă.
  • 1982 — Элвиса Преслин «Грейсленд» вырăн çĕрне музей вырăнне усă курма уçнă.
  • 1990 — II Алексийе Мускав тата Пĕтĕм Руçĕн патриархĕн астулне йышăнма суйланă.


Çĕртме, 8

Тĕнчери океансен кунĕ

Университет çыранĕн сфинксĕсем
  • 1783 — Исландире Лаки вулкан пĕрхĕтме пуçлать, çакна пула кашни пиллĕккĕмĕш исланд (выçлăхран, е газсемпе пăнтăхса) пĕтнĕ.
  • 1832 — Петербургра, Ӳнер академин çуртне хирĕçле Фивран илсе килнĕ (капăрл.) гранит сфинксĕсене лартнă.
  • 1843 — Микулай чукун çулне (Петербург—Мускав йĕрĕ, халĕ Октябрь чукун çулĕ) тума тытăннă.
  • 1861 — Теннесси штатĕнче иртнĕ референдумра сасăлакансен иккĕ виççĕмĕш пайĕ АПШ йышĕнчен тухас пирки майлă пулнă.
  • 1930 — Румынире кермен пăтăрмахĕ пулса иртнипе çула çитмен Михай I патшана хăтарнă, астулне Кароль II ятпа унăн ашшĕ йышăнать.
  • 1949 — Джордж Оруэллăн «1984» антиутопийĕ пичетрен тухать.
  • 1958 — СССР футбол команди тĕнче чемпионатĕнчи пĕрремĕш вăййине, Англипе тупăшса 2:2 шутпа вĕçлет.
  • 1960 — Лев Троцкине вĕлерекен Рамон Меркадера Кремльте Совет Союзĕн Паттăрĕн çăлтăрĕпе тивĕçтернĕ.


Çĕртме, 9

Маэста


Çĕртме, 10

Бавари II Людвигĕ
  • 1712 — Петербургра чулран Петĕрпе Павăл соборне тума пуçланă
  • 1829 — пĕрремĕш кимĕ «Оксфорд — Кембридж» регати
  • 1886 — тухтăрсен консилиумĕ Бавари Людвигне (капарл.) йӳтенĕ тесе палăртнă.
  • 1936 — Совет Союзĕнче «Союзмультфильм» киностудие йĕркеленĕ
  • 1943 — Ласло Биро венгр пĕчĕк чăмăрлă ручкăна патентленĕ
  • 1967 — Çывăх Тухăçра Ултă кун вăрçи вĕçленнĕ
  • 1967 — улшăнакан геометриллĕ çунатлă пĕрремĕш совет МиГ-23 истребителĕн пĕрремĕш вĕçевĕ иртнĕ.
  • 1973 — тĕнчери чи пуян çыннăн мăнукне вăрласа кайнă
  • 2003 — «Spirit» марс çӳревçине космоса хăпартнă


Çĕртме, 11

Дж. Кук портречĕ

Гавайин наци уявĕ: Камеамеа I пĕрремĕш патшан çуралнă кунĕ


Çĕртме, 12

Раççей кунĕ

Б. Н. Ельцин
  • 1560 — Окэхадзама патĕнчи çапăçу: япун политикинче ертӳç ĕç-пуçĕ Имагава ăратĕнчен Ода Нобунага çине куçать
  • 1860Александр II Раççей империн патшалăх банкне йĕркеленĕ
  • 1909 — Луи Блерио тӳпене вĕçевçĕпе тата иккĕ пассажирпа лартнă пĕрремĕш аэроплана хăпартнă («Блерио XII»)
  • 1920 — официаллă Панама каналне уçнă (пĕрремĕш карап каналпа 1914 çулхи çурла уйăхĕнче куçнă)
  • 1967 — урăх планетăн атмосфери пирки тĕнчере пĕрремĕш хыпарланă «Венера-4» космос аппаратне космоса хăпартнă.
  • 1990РСФСР хăйĕн территоринче суверенитета йышăннă пирки пĕлтернĕ
  • 1991Борис Ельцина РСФСР пĕрремĕш Президент пулма суйланă
  • 1997Елизавета II Саутваркра «Глобус» театăра çĕнĕрен тунă.



Çĕртме, 13

«Мир» кимберлит пăрăхĕ


Çĕртме, 14

Ибн Баттута вăтам ĕмĕрсенчи миниатюра çинче

Пĕтĕм тĕнчери юн донорĕсен кунĕ.

  • 1325 — 21 çулхи Ибн Баттута (капăрл.) тăван Танжертан тухса паломничество тума каять, 24 çул хушши çӳресе Китая çитет.
  • 1777 — Иккĕмĕш Континент конгресĕ АПШ паташлăх ялавне çирĕплетет.
  • 1807 — Наполеон Фридланд патĕнче вырăс çарне çапса çĕмĕрнĕ.
  • 1846 — Калифорни Мексикăна хирĕç тăрать; Калифорни республики туса хунă пирки хыпарланă.
  • 1900 — Гавай утравĕсене Пĕрлешĕннĕ Штатсем аннексиленĕ.
  • 1973 — К-56 675 проекчĕн АШК «Академик Берг» тĕпчев-ăслăлăх карапĕпе çапăннă.
  • 1985 — Шенген килĕшĕвне (малтан çиччĕ патшалăх) алă пуснă.
  • 1995 — Шамиль Басаев ертсе пынă боевиксен эшкерĕ Будённовск çине тапăнать.


Çĕртме, 15

Рембрандтăн «Даная» ӳкерчĕкĕ


Çĕртме, 16

Ирландири Блумсдэй

  • 1865 — генерал Черняев Ташкента илни
  • 1903 — Руаль Амундсенăн арктикăри пĕрремĕш экспедицийĕ
  • 1925 — Гурзуфра (Крым) «Артек» пионер лагерĕ уçăлать
  • 1930 — СССР ХКК декрет вăхăтне кĕртнĕ
  • 1960 — АПШ киноэкранĕсене А. Хичкокăн «Психо» триллерĕ тухать
  • 1961 — Рудольф Нуреев «Ле Бурже» аэропортĕнче Францире хăварма йăлăнать
  • 1963 — пĕрремĕш хĕрарăм-космонавтăн космослăха вĕçевĕ(капăрл.)
  • 1967 — Калифорнири Монтерейăри рок-фестиваль


Çĕртме, 17

«Ланкастрия»

Пĕтĕм тĕнчери пушхирсене тата шăрăха хирĕçле кĕрешӳ кунĕ

  • 1081 — Роберт Гвискар Балканри висанти Диррахийе хупăрласа илет.
  • 1775 — АПШ ирĕклĕх вăрçи вăхăтĕнчи Банкер-Хилле патĕнчи çапăçу.
  • 1866 — Австри Прусси çине вăрçăпа тухать; вăрçă пĕр уйăх ытларах тăсăлать.
  • 1885 — Çĕнĕ Йорка францисен «Изер»пăрахучĕ Ирĕклĕх статуйине илсе çитерет.
  • 1902 — Тяньцзиньре ватă китайăн хаçачĕ, «Дагунбао», тухать.
  • 1940 — люфтваффе 4000 пассажир турттаракан «Ланкастрия» лайнера шыва путаонă (капăрл.)
  • 1953 — ГДРти правительствăна хирĕçле кĕрешӳсем.
  • 1972 — АПШра Уотергейт харкашăвĕ сиксе тухать.


Çĕртме, 18

Алечхорн


Çĕртме, 19

Юлиус тата Этель Розенбергсем


Çĕртме, 20

Монмут херцăк


Çĕртме, 21

1909 çулхи «Руссо-Балт»
  • Çуллахи хĕвел тăни (çурçĕр çур чăмăрĕнче, хĕллехи хĕвел тăни (кăнтăр çур чăмăрĕнче)
  • 1208 — Бамбергре çемьери харкашура пфальцграф Баварин VIII Оттонĕ Шваб Хĕлипĕ патшана вĕлерет
  • 1582 — Хоннодзи çине тапăнни: Акэти Мицухидэ Ода Нобунагăна сэппуку тутарать
  • 1813 — Витори патĕнчи çапăçу — Пиреней çурутравĕнчи вăрçăн юлашки çăпăçăвĕсенчен пĕри
  • 1901 — Петербургра мăнаçлă Суворов музейне уçнă
  • 1909 — Ригăра пĕрремĕш сериллĕ вырăс автомобильне — «Руссо-Балт» (капăрл.) пуçтарнă
  • 1948 — фон Нейман архитектурипе ĕçлекен компьютер историнче пĕрремĕш Манчестерти пĕчĕк экспериментлă машинăпа пĕрремĕш компьютер программине хута янă
  • 2004 — космослăха тĕнчере пĕрремĕш харпăр суборбиталлă космос карапĕ «SpaceShipOne» хăпарать.


Çĕртме, 22

Вăрçă инкекне лнкнисен кунĕ (Раççей, Беларуç, Украина)

Гариетта тимĕр шапа
  • 1799 — Конвентăн икĕ пайташĕ халăха çĕнĕ виçен эталонне — метра — кăтартнă.
  • 1940Франци Иккĕмĕш Тĕнче вăрçинче капитуцилет.
  • 1941Германи СССР çине тапăннă — Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă.
  • 1963 — VI Павăла роман паппи пулма конклав суйланă.
  • 1978 — АПШ тинĕс-çар обсерваторинче ĕçлекен Джеймс В. Кристи Плутонăн Харон питĕ пысăк спутникне уçнă.
  • 1986Диего Марадона Мексикăри тĕнчери футбол чемпионатĕнче Англи командин хапхине «турă аллин» голне, çаплах «çĕрçуллăх голне» кĕртнĕ.
  • 2006 — Австрали зоопаркĕнче 175 çулхи Гариетта тимĕр шапа (капăрл.) çут тĕнчерен уйрăлать, унпа Чарльз Дарвин ĕçленĕ.


Çĕртме, 23

Гариетта тимĕр шапа


Çĕртме, 24

Чăваш Республикин кунĕ, Йонинес — Литван официаллă уявĕ, Çу варрин кунĕ (Ирланди, Уэльс)

  • 1314 — Баннокберн патĕнчи çапăçура Роберт Брюс анкăл патшин II Эдуардăн çарне аркатать, Шотландин ирĕклĕхне тавăрать
  • 1497 — Джон Кабот Ньюфаундленд утравне уçать
  • 1793 — франци Конвенчĕ пĕрремĕш демократиллĕ конституцине йышăнать
  • 1812 — Тăван Çĕршывăн вăрçи: Аслă çар, Неман шывне каçса Раççее кĕрсе каять
  • 1920 — Чăваш автономи облаçне (ЧАО) туса хунă.
  • 1945 — Хĕрлĕ лапамри Çĕнтерӳ парачĕ (капăрл.)
  • 1948 — совет влаçĕсем Берлинри хăйсем тĕрĕслесе тăракан секторне анăç тамăрĕсене кĕме чарнă
  • 1963 — Лондонри Би-би-си студинче пĕрремĕш хутчен килти видеомагнитофона кăтартнă
  • 1995Чăваш патшалăх кунне йышăннă, ăна пĕрремĕш хут уявланă.


Çĕртме, 25

  • Славянсен туслăхпа пĕрлĕлĕх кунĕ
  • Пăхăнманлăх кунĕ (Мозамбик)
  • Патшалăхлăх кунĕ (Словени)
«Кăвайт-кайăк» валли Бакстăн тум-тир эскизĕ
  • 1530 — Лютер майлисем V Карăла Аугсбург калаçăвне кăтартнă
  • 1794 — революци ĕçĕсене пула Кĕтерне II Раççейре франци япалисене сутма чарнă
  • 1910Парисре «Кăвайт-кайăк» балетăн премьери иртет (капăрл.)
  • 1926Ленинградри Петропавловск соборĕ куранчĕсем кăнтăрла пĕрремĕш хут «Интернационал» вылянă
  • 1950 — Çурçĕр Корей Кăнтăррине тапăнать: Корей вăрçи тапранать
  • 1967 — тĕнчери 400 миллион çын телевизорпа The Beatles ушкăнĕн «All You Need Is Love» юррине итленĕ
  • 1991Словенипе Хорвати хайсен Югославирен ирĕклĕхне пĕлтереççĕ
  • 1993Литвара наци валюта лита хута кĕртет
  • 2009 — Лос-Анжелесра Майкл Джексон вилет


Çĕртме, 26

  • Пĕрлешĕннĕ Нацисен Йĕркелĕвĕн кунĕ.
  • Тĕнчери наркоманипе кĕрешӳ кунĕ.
    Эгий тăвĕ
  • 1492 — альпинизм çурални: Эгий тăвĕн Веркор платтине хăпарни (капăрл.).
  • 1522 — Чаплă Сулейман 400 караплă флотпа Родоса, «хĕрес майлăскерскене» хăваласа ярас тесе пынă.
  • 1698 — Пётр I Аслă элчĕлĕхпе Венăна çитет.
  • 1723 — вырăс çарĕсем Баку хулине ярса илеççĕ.
  • 1941 — ССКП ТК Политбюровĕн вăрттăн йышăнăвĕпе Ленинăн кĕлеткине Тĕмене куçарнă.
  • 1945 — Сан-Франциско хулинчи конференцире 50 патшалăх элчи ПНЙ Уставне йышăннă.
  • 1963 — Шёнеберг ратуши умĕнче калаçса, Джон Кеннеди берлинсен хăюллăхĕпе, вĕсем ирĕклĕх идеалĕсене кăмăлланипе килленнине пĕлтернĕ.
  • 1973 — Плесецк космодромĕнче ракета сирпĕннипе 9 çын сарăмсăр вилнĕ.


Çĕртме, 27

Слокамăн яхти

Пĕтĕм тĕнчери пулă тытаслăхĕн кунĕ, Раççей çамрăкĕсен кунĕ

  • 1358 — Дубровница республикине никĕслени;
  • 1898 — Джошуа Слокам канад историре пĕрремĕш пĕччен тĕнче тавра шывпа çӳревне тунă (капăрл.);
  • 1905 — «Тавр кнеçĕ Потёмкин» броненосец çинче пăлхав тапраннă;
  • 1931 — Игорь Сикорский АПШра пĕрремĕш вертолёт тума патент илнĕ;
  • 1945 — Иосиф Сталина Совет Союзĕн Генералиссимусĕ ята тивĕçтернĕ;
  • 1954 — Обнинскра пĕрремĕш АЭС ĕçлеме тытăннă;
  • 1969 — çĕнĕ йорк гейĕсемпе лесбиянсем пĕрремĕш хут полицей рейчĕсене хирĕç тăнă;
  • 1991 — Югослави халăх çарĕ Словение кĕрсе кайнă.


Çĕртме, 28

Косово уйĕнчи çапăçу


Çĕртме, 29

Мухаммед Ахмед
  • 1561Хĕрлĕ лапамра Пукрав соборне туса пĕтернĕ.
  • 1881судан ӳкĕтлевçи Мухаммед Ахмед (капăрл.) хăйне махди тенĕ те Африкăри пĕрремĕш ăнăçлă европа колонизаторĕсене хирĕçле хĕçпăшаллă пăлхава çĕкленĕ.
  • 1911 — шыва пĕрремĕш вырăс дредноутне — «Севастополь» линкора — антарнă.
  • 1922Фёдор Шаляпин гастроле чикĕ леш енне каять те каялла таврăнмасть.
  • 1956 — Мерилин Монро Артур Миллер американ çыравçине качча тухать.
  • 1958Бразили пĕрремĕш хут тĕнчер футбол чемпионĕ пулса тăрать.


Çĕртме, 30

Шарль Блонден

Демократи Республики Конго ирĕклĕх кунĕ (1960)


Çĕртме, 31

Шаблон:Кун пулăмĕсем:06-31