Хусан

Хусан
Хула гербĕ
Патшалăх:Раççей
Регион:Тутарстан
Никĕсленĕ:1005
Хула, çултан:1708
Халăх йышĕ, пин çын:1099,4 (2001)
Хула лаптăкĕ: км2
Геогр. анлăхĕ:54° 52'
Геогр. вăрăмлăхĕ:49° 14'

Хусан (выр. Казань, тут. Qazan, Казан) — Атăл тăрăхĕнче вырнаçнă хула, Тутарстанăн тĕп хули. Археологсем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх хулана 1005 çулта хывнă, вырăссен летописĕсем тăрăх 1177 çултан асăрханаççĕ.

Мэр - Ильсур Метшин (тут. Илсур Рәис улы Метшин). Мускавран 750 çухрăмра вырнаçнă. Халăх йышĕ 1,1 млн. çынпа (2002) танлашать.

Хула районĕсем

  • Совет районĕ
  • Вахитов районĕ
  • Атăлçи районĕ
  • Киров районĕ
  • Çĕнĕ Савинов районĕ
  • Мускав районĕ
  • Авиатăвакансен районĕ

Транспорт

метрори икĕ-чĕлхеллĕ асăрхаттарни

Хулара халĕ 118 автобус маршучĕ. Вĕсен пĕтĕмĕшле тăршшĕ 1600 çухрăнпа танлашать. Троллейбуссен пĕтĕмĕшле тăрршĕ — 322,3 çухрăм. Хула Атăл юханшыв хĕрринче ларать. Порт пур.

Истори

Тĕплĕнрех Хусан историйĕ статьяра вулăр.

  • 1805, нарăс, 14 — Хусан университетне уçнă.
  • 1888, чӳк, 27 — Хусанта хула телефон станцине уçнă.
  • 1917, чӳк, 8 — Хусанта Совет влаçне йĕркеленĕ.
  • 1926, кĕркунне — Хулара пĕрремĕш автобус маршучĕ уçăлнă. Вăл кивĕ дамбăпа Восстани слободине пĕрлаштернĕ.
  • 1948 — Хусанта троллейбуссем çӳреме тытăннă.

Хулапа çыхăннă паллă çынсем

Асăрхавсем

Каçăсем

  • «Сувар» 2009 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ. — чăвашла хыпарсем, Хусантан тата ытти Тутарстанăн хулисенчен.