Пушкăрт Республики

Пушкӑртстан (пушк. Башҡортостан, вырăсла тата официаллă мар Башкирия[3][4][5][6]), ун тĕлне чăваш чĕлхинче Башкири пулать, çавăн пекех Пушкăрт Республики (Пушкăртстан Республики, пушк. Башҡортостан Республикаһы[7], кĕске РБ) — Раççей Федерацийĕн субъекчĕ, унăн йышĕнчи[8] республика (патшалăх)[9][10]. Атăлçи федераци округне кĕрет[11], Урал экономика районĕн пайĕ.


⠀⠀Пушкăрт Республики⠀⠀Башҡортостан Республикаһы

Пушкăрт Республикин ялавĕПушкăрт Республикин гербĕ
Тĕп хулиӖпхӳ
Лаптăкĕ

- Пĕтĕмпе
- шыв пайĕн %.

27

142 947 км²
0,3%

Халăх йышĕ

- Пĕтĕмпе
- Йышлăх

7

4 077 600[1] çын патнелле (2023)
28.53 çын/км² патнелле

Федераци тăрăхĕАтăлçи федераци тăрăхĕ
Экономика регионĕУрал экономика районĕ
Регион номерĕ02
Патшалăх чĕлхисемпушкăрт, вырăс[2]
Республика ПуçлăхĕРадий Хабиров
Премьер-министрАндрей Назаров
Патшалăх Канашĕн — Курултай председателĕКонстантин Толкачёв
ГимнПушкăрт Республики гимнĕ
Вăхăт тăрăхĕГВ Екатеринбург вăхăчĕ, UTC+5

Пушкăрт Республикипе юнашар Тутарстан, Удмурти республикисем, Перĕм Ен, Свердловск, Ăренпур, тата Челепи облаçĕсем вырнаçнă.

Тĕп хулиӖпхӳ.

Республикăн патшалăх чĕлхисем: пушкăртла, вырăсла[2].

1917 çулхи чӳк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Пушкăрт вăта шурин (канашĕн) йышăнăвĕпе Башкурдистан автономийĕ пекех йышăннă. 1919 çулхи пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче Пушкăрт Совет Автономийĕ çинчен Совет влаçĕпе Пушкăрт правительстви килĕшӳпе Пушкăрт Автономиллĕ Совет Социализм Республики Раççей тытăмĕнче пекех. Ку чи пĕрремĕш автономи Раççей тытăмĕнче тата пĕрремĕш те пĕрреллĕ автономи килĕшӳпе йышăннă[12][13][14][15][16][17].

Тавралăхĕ

Республика Кăнтăр Уралăн хăяккинче тата Уралумĕнче вырнаçнă. Пушкăртстанăн чи çӳллĕ вырăнĕ — Ямантау (1640 метр) тăвĕ. Республика çурçĕртен кăнтăралла — 550 км, анăçран тухăçалла — 430 км тăсăлать.

Пысăк юханшывсем: Шур Атăл) (1430 км) тата унăн юпписем Нугуш (235 км), Сим (239 км), Ӗпхӳ) (918 км), Дёма (556 км), çаплах Сакмара (760 км), Урал тата Ик (571 км).

Истори

Çутçанталăк

Усăллă минералсем

Республикăра нефть управĕсем (Арлан тата Чекмагуш, Ишимбай, Туймаçи, Шкап тата ур.), çутçанталăк газĕ (Кумертау, Янаул тата ур., хакласа хунă янтти 300 млрд м³ ытла).

Климат

Ӳсентăран тĕнчи

Ӳкерчĕк:IMG 0145.jpg
Инзер юханшывăн айлăмĕ.

Чĕрчун тĕнчи

Пурăнан халăх

2001 çулхи халăх çыравĕпе Пушкăрт Республикинче пурĕпе 4102.9 пин çын пурăнать. Вĕсенчен 36 % — вырăссем, 30 % — пушкăртсем, 24 % — тутарсем, 2,8 % — чăвашсем, 2,6 % — марисем, 1,3 % — украинсем, нимĕçсем. Пĕтĕм çынсем вырăсла пĕлеççĕ, 30% - тутарла, пушкăртла çав енченех илсессĕн 20% анчах пĕлеççĕ.

Халăх йышĕ

Пĕтĕм Раççейре халăха çырнипе (2002), республикăра пурăнакан халăх çакăн пек вырнаçнă:

ХалăхЙышĕ 2002 çулта, %
Вырăссем36,3 %
Пушкăртсем29,76 %
Тутарсем24,14 %
Чăвашсем2,86 %
Марисем2,6 %
Украинсем1,3 %
Мордвасем0,6 %
Удмуртсем0,6 %
Беларуссем0,4 %

Пушкăртăстанра пурĕ 100 ытла наци пурăнать .

96,4 % халăхĕ вырăсла калаçать, пушкăртла 25,8 %, тутарла 34,0 % пуплеме пултарать.

Халăх йышĕн улшăнăвĕ(çын, 1939—2002 çç. çырав тĕлне çав çулсенчи çĕр чикисемпе килĕшӳллĕ, 1897 ç. – хальхи чикĕре, 1897—1926 çç. пулнă халăх хыпарĕсене кăтартнă, 1939—2002 çç. — пĕрмай пурăнан халăха çырнă)
ÇулсемПурĕпеПушкăртсемВырăссемТутарсемЧăвашсемМарисемУкраинсемМордвасемУдмуртсемБелоруссем
1897 ç. (нарăс, 9)1 991 438
1926 ç. (раштав, 17)2 665 836625 8451 064 707621 12184 88679 29876 71049 81323 25618 281
1939 ç. (кăрлач, 17)3 158 969671 1881 281 347777 230106 89290 16392 28957 82625 10323 761
1959 ç. (кăрлач, 15)3 336 289737 7111 418 147768 566109 97093 90283 59443 58225 38820 792
1970 ç. (кăрлач, 15)3 814 926892 2481 546 304944 505126 638109 63876 00540 74527 91817 985
1979 ç. (кăрлач , 17)3 844 280935 8801 547 893940 436122 344106 79375 57135 90025 90617 393
1989 г. (кăрлач, 12)3 943 113863 8081 548 2911 120 702118 509105 76874 99031 92323 69617 038
2002 ç. (юпа, 9)4 104 3361 221 3021 490 715990 702117 317105 82955 24926 02022 62517 117

Пурăнан вырансем

10 пин çын ытла йышлă пурăну вырăнĕсем
2008 çулхи кăрлач, 1 тĕлне
Ӗпхӳ 1021,5 Янаул 27,5
Çтерлĕ 268,3 Давлеканово 24,5
Салават 155,9 Чишмă 21,9
Нефтекамск 118,0 Приютово 20,9
Октябрьский 108,2 Раевский 19,4 (2006)
Белорецк 68,8 Агидель 19,0
Ишимпай 68,1 Паймак 16,9
Туймаçи 65,7 Межгорье 16,6
Сипай 65,2 Иглино 13,9 (2003)
Кумертау 62,4 Кандры 12,1 (2003)
Мелеуз 61,8 Красноусольский 11,8 (2003)
Пелепей 61,1 Чекмакăш 11,2 (2003)
Бирск 41,9 Кушнаренково 10,6 (2003)
Учала 39,3 Серафимовский 10,3 (2003)
Благовещенск 33,6 Тăлпаçи 10,2 (2003)
Тертӳли 31,2

Пушкăрт республикинчи чăвашсем

2002 çулхи Раççей халăх çыравĕпе Пушкăртстанра 117 317 чăваш пурăнать. 4 чăваш этеплĕх пĕрлешĕвĕ ĕçлет. Чăвшла виçĕ хаçат тухать: Пелепей районĕнчи «Урал сасси», Пишпӳлек районĕнчи «Çутă çул», Авăркас районĕнчи «Çĕршыв çулĕ» хаçатсем. Инçекуравра икĕ чăвашла кăларăмĕ пур: Пушкăртстанăн 1-мĕш радиоканалĕнчи çирĕм минутлă «Аван-и» тата Пушкăртстанăн 2-мĕш телеканалĕнчи Ентешсем çирĕм пилĕк минутлă кăларăмĕсем. Иккĕшĕ уйăхра икĕ хут тухаççĕ. 38 шкулта чăваш чĕлхипе вĕренме май пур. 77 шкулта чăваш чĕлхи предмет пек вĕрентеççĕ. Пелепей хулинче чăваш гимназийĕ, Ӗпхӳре чăваш вырсарни шкулĕ ĕçлет[18].

Транспорт

Чукун çулпа Ӗпхӳ Самарпа, Челепипе тата ытти хуласемпе çыхăннă. Карапсем ишме юрăхлă юханшывсем: Шур Атăл тата Ӗпхӳ.

Çавăн пекех распублика тăрăх пăрăх транспортне вырнаçтарнă.

Паллă çынсем

Çав. пекех

  • Ӗпхӳ кĕпĕрни
  • Ăренпур кĕпĕрни
  • Кĕçĕн Пушкăртстан
  • Пушкăрт АССР
  • Пушкăртстан конституцийĕ
  • Пушкăртстан Республикин курултайĕ

Вуламалли

  • Асфандияров А. З. Башкирия после вхождения в состав России (вторая половина XVI — первая половина XIX в). — Уфа: Китап, 2006. – 504 с.

Асăрхавсем

Каçăсем