Ытти чылай славян чĕлхисемпе танлаштарсан, пăлхар чĕлхинче аналитизм тарăн тымар янă: ӳкĕмсем пачах çухалнă (вĕсен функцисем предлогсемпе сăмахсен йĕркелĕшĕ çине куçнă); палăртнă тата палăртман[3] тата «нуллĕ» артикльпе усă кураççĕ. Славян чĕлхисем хушшинче пăлхар чĕлхинче кăна тата çывăх македон чĕлхинче артикльсем пур.
Лексикăлла пăлхар чĕлхи чиркӳ-славян чĕлхине çывăх, халиччен те тухăç славян чĕлхисенчи архаикăллă сăмахсем пур. Историри сăлтавсене пула, пăлхар чĕлхинче тĕрĕк кăкĕнчен тухнă сăмахсем нумай. Вырăс чĕлхипе пăлхар чĕлхин лексиконĕсен пĕрпеклĕхĕ чиркӳ витĕр тухать, стилилистика енĕпе пăлхар чĕлхине серб, хорват тата македон чĕлхисем çывăхрах.
Пăлхар чĕлхин ареалĕ диалект енĕпе иккĕне пайланать — тухăç тата анăç калаçăвĕсем. Çак облаçсем чикки çурçĕртен кăнтăралла выртать, ѣ вырăнне уçă сасă каланин изофони уйрăмлăхне пула пайланаççĕ[4][5].
Маслов Ю. С. Болгарский язык // Языки мира. Славянские языки. — М.: Academia, 2005. — ISBN 5-87444-216-2
Данилов Г. К. Болгарский язык // Литературная энциклопедия : в 11 т. : т. 1 / Отв. ред. Фриче В. М. ; Отв. секретарь Бескин О. М. — М. : Изд-во Ком. Акад., 1930. — Стб. 564—567. — 768 стб. : ил.
Лось И. Л.Болгарский язык // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.