Азербайджан чĕлхи
Азербайджа́н чĕлхи, Азербайджа́н тĕрĕк чĕлхи (тăван ят: Azərbaycan dili, "Azərbaycan Türkcəsi", آذربايجان ديلی, Азәрбајҹан дили) — азербайджансен чĕлхи, алтай çемьи йышĕнчи тĕрĕк чĕлхисен кăнтăр-анăç туратĕнчи огуз кĕçĕн группине кĕрет, çав вăхăтрах кыпчак ареалĕн йĕрĕсем те пур.
Азербайджан чĕлхи | |
---|---|
Тăван ячĕ: | Azərbaycan dili, آذربايجان ديلی, Азәрбајҹан дили |
Патшалăхсем: | Азербайджан, Иран, Ирак[1], Грузи, Раççей, Афганистан[2][3], Украина, Турци, Казахстан, Эрмени (1988-чен), Туркменистан, Узбекистан, Кăркăстан[4][5][6] |
Регионсем: | Иранра: Анăç Азербайджан, Тухăç Азербайджан, Ардебиль, Зенджан, Казвин, Хамадан, Кум; частично Меркези, Гилян, Курдистан; Мазендеранри тата Хорасане-Резави анклавĕсенче; Тегеран, Кередж, Мешхед хуласенче. Грузире: Марнеули, Болниси, Дманиси, Гардабани; йышлăн - Сагареджо, Каспи, Мцхете, Цалке, Лагодехи, Карели, Тетри-Цкаро, Гори, Телави; Тбилиси, Рустави, Дедоплис-Цкаро хуласенче. Раççей Федерацинче: йышлăн - Дагестанра (Дербент, Табасаран, Рутуль, Кизляр районĕсем); çаплах Раççейри нумай хулара. Турцире: йышлăн - Карсре, Игдырте, Эрзурумре; çаплах Турцин чылай хулинче. |
Официаллă статус: | Азербайджан РФ: |
Йĕркелекен: | — |
Рейтинг: | 30 |
Классификаци | |
Категори: | Еврази чĕлхисем |
Алтай чĕлхисем (гипотетика çемьи)
| |
Çырулăх: | латиница (Азербайджанра) кириллица (Дагестанра / Раççейре) арап çырăвĕ (Иранра) |
Чĕлхе кочĕсем | |
ISO 639-1: | az |
ISO 639-2: | aze |
ISO 639-3: | aze, azj, azb, qxq, slq |
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика |
Морфологи тĕлĕшпе азербайджан чĕлхи агглютинаци, синтетика[9]йышне кĕрет. Лексикăпа фонетика енчен перс тата арап чĕлхисен сĕмĕнче аталаннă.
XX ĕмĕрĕн тăршшипе азербайджан çырулăхĕ тăваттă хутчен улăшăннă. Халĕ азербайджансем виççĕ тĕслĕ çырупа ус кураççĕ: арабицăпа (Иранра), латиницăпа (Азербайджанра) тата кириллицăпа (Дагестанра).
Азербайджанра тата Дагестанра (РФ) патшалăх чĕлхи штланать. Çаплах азербайджансем йышлă пурăнакан çĕршывсенче - Иранра (Иран Азербайджанĕ) тата Грузире (Квемо-Картли) - пуплеççĕ. Мĕнпур йышĕ: 25—30 млн çын.
Алфавит
Азербайджан чĕлхи 32 саспаллинчен тăрать.
a b c ç d e ə f g ğ h x ı i j k l m n o ö p q r s ş t u ü v y z
A B C Ç D E Ə F G Ğ H X I İ J K L M N O Ö P Q R S Ş T U V Y Z
Азербайджан алфавичӗ
A a | B b | C c | Ç ç | D d | E e | Ə ə |
F f | G g | Ğ ğ | H h | X x | I ı | İ i |
J j | K k | Q q | L l | M m | N n | O o |
Ö ö | P p | R r | S s | Ş ş | T t | U u |
Ü ü | V v | Y y | Z z |