Таджик чĕлхи

Таджик чĕлхи, — иран ушкăнне кĕрекен инди-европа чĕлхи. Таджикистан патшалăхĕн тĕп чĕлхи шутланать.

Таджик чĕлхи' (забони Тоҷикӣ, тепĕр чух фарси чĕлхин таджик диалекчĕпе палăртаççĕ) — таджиксен чĕлхи, Таджикистанăн патшалăх чĕлхи тата Афганистанăн (пушту чĕлхипе танах) патшалăх чĕлхисенчен пĕри шутланать, индоевропа чĕлхе çемйин индо-иран ушкăнĕн иран чĕлхе туратĕнче вырăн йышăнать. Таджик чĕлхи, çаплах Узбекистанăн хăш çĕрĕсенче, çурçĕр Афганистанра (унта ăна дари е фарси-кабули теççĕ) сарăлнă. XX ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенчен алфавитра арап графикипе, 1940 çулччен латиницăпа усă курнă.Китайăн кăнтăр-анăçĕнчи Синьцзян-Уйгур автономлă районĕнче пурăнакан таджиксем, тĕрĕссипе памир таджикĕсем пулаççĕ, вĕсем иран чĕлхисен памир ушкăнĕнчи ваханпа сарăкăль чĕлхисемпе калаçаççĕ.

Çыруллăх

A aB bC cÇ çD dE eF fG g
Ƣ ƣH hI iĪ īJ jK kL lM m
N nO oP pQ qR rS sŞ şT t
U uŪ ūV vX xZ zƵ ƶ'

Паянкунхи кириллица алфавичĕ:

А аБ бВ вГ гҒ ғД дЕ еЁ ё
Ж жЗ зИ иЙ йӢ ӣК кҚ қЛ л
М мН нО оП пР рС сТ тУ у
Ӯ ӯФ фХ хҲ ҳЧ чҶ ҷШ шЪ ъ
Э эЮ юЯ я

1940-1998 çулсенче Ц ц, Щ щ, Ы ы, Ь ь сас паллисемпе усă курнă.

Тĕп сăмахсен танлаштару таблици.

Таджик чĕлхимоҳнавмодархоҳаршаббинӣсесиёҳсурхзардсабзгург
Ытти инди-европа чĕлхисем
Акăлчан чĕлхиmonthnewmothersisternightnosethreeblackredyellowgreenwolf
Латтин чĕлхиmēnsisnovusmātersorornoxnasustrēsāter, nigerruberflāvus, gilvusviridislupus
Итали чĕлхиmesenuovomadresorellanottenasotrenerorossogialloverdelupo
Нимĕç чĕлхиMonatneuMutterSchwesterNachtNasedreischwarzrotgelbgrünWolf
Португал чĕлхиmêsnovomãeirmãnoitenariztrêsnegrovermelhoamareloverdelobo
Испан чĕлхиmesnuevomadrehermananochenariztresnegrorojoamarilloverdelobo
Румын чĕлхиlunanou/noimamăsorănoaptenastreinegruroşugalbenverdelup
Валли чĕлхиmisnewyddmamchwaernostrwyntridu (/di/)coch, rhuddmelyngwyrdd, glasblaidd
Польша чĕлхиmiesiącnowymatkasiostranocnostrzyczarnyczerwonyżółtyzielonywilk
Латви чĕлхиmēnesisjaunsmātemāsanaktsdegunstrīsmelnssarkansdzeltenszaļšvilks
Литва чĕлхиmėnuonaujasmotinasesuonaktisnosistrysjuodaraudonageltonažaliasvilkas
Болгар чĕлхимесец
нов
майка
сестра
нощ
нос
три
черен
червен
жълт
зелен
вълк
Вырăс чĕлхимесяц
новый
мать
сестра
ночь
нос
три
чёрный
красный
жёлтый
зелёный
волк

Истори

Çак вăхăтран Таджикистанпа Узбекистан таджикĕсем хăйсен чĕлхине палăртма «таджик чĕлхи» (забон-и точики) терминпа усă кураççĕ, Афганистан таджикĕсем хăйсен чĕлхине «дари» е «перси чĕлхи» тесе уйăраççĕ. Тем тĕрлĕ диалектсем пулсан та, Ирана, Афганистан, Узбекистан, тата Таджикистан çыннисем пĕр-пĕрне пĕтемпех ăнланаççĕ. Стандартлă таджик чĕлхинче кириллицăпа усă кураççĕ (дарипе перси чĕлхинче араб-перси алфавичĕпе). Халĕ çак чĕлхе Иранра, Афганистанра, Таджикистанра пĕрлешĕнсе çывăхланса пырать (Узбекистанра перси чĕлхин статусĕ çук).

Вуламалли