Хиспăлла

Хиспăлла (выр. Хезболла, арап. ‮حزب الله‬, «Турă партийĕ») — Ливанта вырнаçнă наци ирĕклĕх юхăмĕ. Ку юхăма 1982 çулта Иранти ислам революцийĕн хуралçисен корпусĕ йĕркеленĕ.

Хиспăлла
арап. ‮حزب الله‬
Лидер: Хасан Насралла
Йĕркеленĕ вăхăт: 1982 çул
Штаб-хваттер: Бейрут, Ливан
Идеологи: исламизм, антисионизм, антиимпериализм[1][2], национализм[3]
Ӳкерчĕк:Hizbollah flag.jpg
Юхăм ялавĕ

Пуш уйăхĕн 8-мĕшĕн альянсне кĕрет, Ливан парламентĕнче 12 вырăн йышăнать. Çавăн пекех Ливан правительствинче те юхăм çыннисем пур[4]. Укçапа хĕç-пăшал енчен Иранпа Сири пулăшаççĕ.

Юхăм ертӳçи — Хассан Насрăлла ших. АПШра, Аслă Британире, Нидерландсенче, Канадăра, Израильте тата Австралире ăна террористла йĕркеленӳсен йышне кĕртнĕ.

2006 çулхи утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче Хиспăлла çыннисем Израиль салтакĕсене тыткăна илнĕ хыççăн Израиль вĕсене хирĕç вăрçă пуçланă.

Лидерсем

  • Хусейн Фадлалла (1982—1985)
  • Субхи аль-Туфайли (1985—1991)
  • Аббас аль-Мусави (1991—1992)
  • Хасан Насралла (1992— хал. вăх.)

Çавăн пекех

Асăрхавсем

Каçăсем

Шаблон:Ливанри граждан вăрçи