Чăваш чĕлхи — Чăваш халăхĕн чĕлхи. Çавăн пекех, тĕрĕк чĕлхисен йышĕнчи пăлхар ушкăнне кĕрекен пĕртен-пĕр чĕрĕ чĕлхе. Ку ушкăна тата Атăлçи Пăлхарăн чĕлхипе хасар чĕлхи те кĕнĕ. Чăваш чĕлхи Чăваш республикинче патшалăх чĕлхи шутланать. Чăваш чĕлхине пĕлекен йышĕ — 1,3 млн. çын яхăн (2002 çулхи кăтарту). Йăлана кĕнĕ тăрăх чăваш чĕлхине виçĕ диалект çине уйăраççĕ: тури (вирьял), анатри тата мал (е анат) енчи. Чӑваш чӗлхине халаллас тӗллевпе ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Енре Чӑваш чӗлхи кунне палăртаççĕ.
Чăваш чĕлхин паллăрах енĕсем
Чăваш чĕлхи - сăмах тытăмĕ енĕпе агглютинациллĕ, фонетика енĕпе сингармонизмлă чĕлхе. Ку енсемпе вăл ытти тĕрĕк чĕлхисенчен ытлашши нимпех те уйралса тăмасть темелле.
Чăваш чĕлхин диалекчĕсем
Хуть те мĕнле чĕлхе те талккăшпех пĕр тĕрлĕ тăрăмра тăмасть. Чăваш чĕлхи те ку тĕлĕшпе ыттисенчен уйрăм мар. Вăл та тĕрлĕрен идиомсем çине пайланать. Çавăн пек идиомсенчен чи паллăраххисем — диалектсем. Калас пулать, паянхи наука чĕлхе тата диалект хушшинчи чикĕсене яр уççăн палăртма пĕлмест. Çавна пула кунта тĕрлĕрен туртăмсем пулма пултараççĕ. Хуть те мĕнле пулсан та, чăваш диалекчĕсене виçĕ тĕрлĕ туса кăтартни вырăнлăрах.[1]
- Тури диалект, е вирьял диалекчĕ.
- Анат енчи диалект.
- Анатри диалект.
Палăртас пулать, чăваш этносĕ этнографи ушкăнĕсем çине те çакнашкалах пайланать.[2] Ун пек пайланусем пĕр-пĕринпе мая килни тĕпчевçĕсемшĕн те, ыттисемшĕн те питĕ меллĕ. Диалектсем тата вакрах идиомсем çине — калаçусем çине — пайланаççĕ. Хăш чухне вĕсене пуплевсем тени те пулать.
Вырăнти калаçусем
- Сĕнтĕр калаçăвĕ
- Сĕнтĕр вак калаçăвĕ
- Пушкăрт вак калаçăвĕ
- Муркаш-Етĕрне калаçăвĕ
- Муркаш вак калаçăвĕ
- Етĕрне вак калаçăвĕ
- Ишлей вак калаçăвĕ
- Шупашкар калаçăвĕ
- Хĕрлĕ Чутай калаçăвĕ
- Нурăс-Элĕк калаçăвĕ
- Патăрьел калаçăвĕ
- Патăрьел вак калаçăвĕ
- Елчĕк вак калаçăвĕ
- Первомайски калаçăвĕ
- Йĕпреç-Тăвай калаçăвĕ
- Йĕпреç вак калаçăвĕ
- Тăвай вак калаçăвĕ
- Çĕрпӳ-Сĕнтĕрвăрри калаçăвĕ
- Кĕçĕн Çавал калаçăвĕ
- Вăрмар калаçăвĕ
- Пушкарт пуплевĕ
Чăвашла тухакан массăллă информаци хатĕрĕсем
Чăвашла тухакан хаçат-журнал, радиокăларăмсемпе телепередачăсем Чăваш Енре те, ун тулăшĕнче те тухаççĕ.
Усă куракан кодлăхĕсем
Вырăс кодлăхĕсене хушса тунă 4 ятарлă саспаллисем çакăн пек вырнаçтарнă:
Символ | HTML | Latin 1+A | Unicode | UTF-8 | CP1251(чув.) | CP866(чув.) |
---|
Ӑӑ | Ӑ ӑ | Ă ă | 4D0 4D1 | D3.90 D3.91 | 8C 9C | F2 F3 |
---|
Ӗӗ | Ӗ ӗ | Ĕ ĕ | 4D6 4D7 | D3.96 D3.97 | 8D 9D | F4 F5 |
---|
Ҫҫ | Ҫ ҫ | Ç ç | 4AA 4AB | D2.AA D2.AB | 8E 9E | F6 F7 |
---|
Ӳӳ | Ӳ ӳ | Ÿ ÿ | 4F2 4F3 | D3.B2 D3.B3 | 8F 9F | F8 F9 |
---|
Ăнлантаркăч: Latin 1+A кириллица кодлăхĕ пулмасассăн та, ăна пĕтĕм саспалли курăнасси валли тăтăшах усă кураççĕ.
Чӑваш ҫырулӑхӗ
Халӗ Чӑваш алфавичӗ
А а | Ӑ ӑ | Б б | В в | Г г | Д д | Е е | Ё ё |
Ӗ ӗ | Ж ж | З з | И и | Й й | К к | Л л | М м |
Н н | О о | П п | Р р | С с | Ҫ ҫ | Т т | У у |
Ӳ ӳ | Ф ф | Х х | Ц ц | Ч ч | Ш ш | Щ щ | Ъ ъ |
Ы ы | Ь ь | Э э | Ю ю | Я я | | | |
Чăваш чĕлхине тĕпченин историйĕ
Тĕп статья: Чăваш чĕлхине тĕпченин кун-çулĕ.
Чĕлхен хальхи тăрăмĕ
XX вĕçĕнче — XXI ĕмĕр пуçламăшĕнче чăваш чĕлхин аталану хăвачĕ чакать. Пурнăçра усă кураслăхĕ йăшса пырать. Калаçакансен йышĕ пĕчĕкленсе пырать. Çакăн сăлтавĕсене уçăмлăн тата тĕплĕн палăртасси тата унашкал лару-тăруран тухас çулсене уçăмлатасси хăйне майлă кăткăс ыйту шутланать. Анчах та тÿрех паллă, ку ĕçре патшалăхăн вăйăмĕ пысăк пулма тивĕçлĕ. Влаç ресурсĕне вăя кĕртмесĕр çитĕнÿсем тума майсем çукраххи витĕр курăнса тăрать.
ЮНЕСКО евичĕпе, чăваш чĕлхи тĕнчери чĕрĕ халăхсен çухалса пыракан чĕлхесен ушкăнне лекнĕ.
Чăваш чĕлхине Чăваш Енĕн патшалăх чĕлхисенчен пĕри тесе саккун йĕркипе çирĕплетнĕ пулсан та, республика пуçлăхĕсемпе ытти официаллă çынсем ытларах вырăс чĕлхипе çеç пуплеççĕ, хут ĕçĕсене майлаштараççĕ. (Вырăс чĕлхи Чăваш республикинче чăваш чĕлхипе пĕр тан патшалăх чĕлхи шутланать тенипе пуль.) Кулленхи хутшăнусенче те чăваш çыннине, — хальхи саманари пулăмсене ăнлантарма чăваш терминĕсене пурнăçа кĕртменнипе тата ытти сăлтавсене пула, — чăвашлăхра калаçма кансĕртерех. Çак вара каллех хальхи тапхăрти чĕлхен лару-тăрăвне хăрушлатать[6][7][8].Паянкун чăвашсем хушшинче чăвашла-вырăсла тута-масана шута илмесĕр "хутăш" пупленине тăтăшах илтме пулать, сăмахран: "Эп ĕнер сан патна шăнкăравлаймарăм, уçăлса çуреме чĕнесшĕнччĕ. Халь вара акка патне хулана каяп " вырăнне
Эпĕ ĕнер сан патне свонит тăвамарăм, кулят тума пригласит тăвасшăнччĕ. Халь вара тётя патне хулана каяп.
.
ЧНК пĕлтернипе, чăвашла пĕлекенсен йышĕ çулсерен чакать[9].
Юлашки тапхăрта Мускаври ертӳçĕсем, уйрăмах вĕрентӳ шаралăхĕ, шкулта чĕлхесене вĕрентессине юри пăтраштарса тăнине, халăхсене хирĕçтермелли сăлтавсем шыранине палăртатпăр.
Чăваш Республикин ертӳлĕхĕ Тăван чĕлхе пуянлăхне, халăх йăли-йĕркисен пархатарне тĕнче умне кăларма тата вĕрентӳ ĕçĕнче усă курма çителĕклĕ тăрăшмасть[10][11]
2017 çулта «Ирĕклĕх» хастарĕсем ЧР Элтеперĕ Михаил Игнатьев, Иван Моторин, Владимир Филимонов ячĕпе сĕнӳсем янă. Вĕсем чĕлхе тытăмĕнчи ыйтусене уçăмлатма сĕннĕ[12][13].
Чăваш чĕлхипе ытти чĕлхесем хушшинчи çыхăнусем
Чăваш чĕлхипе япон чĕлхи хушшинчи çыхăнусем çинчен япон чĕлхи ятлă статьяра вулама пултаратăр.
Герман чĕлхисен хальхи чăваш чĕлхипе чылай пĕрлехи лексика никĕсĕ[14].
Çав. пекех
Асăрхавсем
Вуламалли
- Сергеев Л. П., Чăваш чĕлхи, Шупашкар, 1994.
- Чăваш чĕлхи тĕпчевçисем, библиографи указателĕ, Шупашкар, 2006, ISBN 5-7670-1445-0.
- Эктор Алос-и-Фонт, «Преподавание чувашского языка и проблема языкового поведения родителей», Чувашский государственный институт гуманитарных наук, 2015, Шупашкар.
Каçăсем
- Чăвашла-вырăсла тетел сăмахсарӗ, ку сайтра этимологи пайĕ те пур
- Чăваш Халăх Канашлавĕ, ыйту пулсан, кунта çӳтсе явма пултаратпăр 2017 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ.
- М.В.Ломоносов ячĕллĕ МПУ, Филологи факультечĕ
- Language Family Trees
- Clow.ru: Языки и страны мира
- Эктор Алос-и-Фонт. Оценка языковой политики в Чувашии
- Çĕртмен 15-мĕшĕнче Шупашкарта чăваш чĕлхин патшалăхри шайне хăпартас пикет иртнĕ
- Пĕтĕм Тĕнчери 17-мĕш Чĕлхе Фестивалĕ
- О ценности языка титульной нации 2012 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.
- Эктор Алос-и-Фонт, "Чебоксарские школьники лучше относятся к чувашскому языку, чем их родители" 2013 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.
- ЧНК ертӳçи чăваш чĕлхине пурне те вĕрентмесен те хирĕç мар
- Чăвашсем тăван чĕлхене упрасшăн ăнтăлнине Варнава ырланă
- Чăваш чĕлхи: «Эпир, чăвашсем, чăваш пуласшăн...»
- Чăваш чĕлхине нумай пурăнма хушса хăварнă саккун
- Конгресӑн Мӑн Канашӗ чӑваш чӗлхи пирки калаҫрӗ
- Скоро чувашский язык останется «какой-то культурной традицией»
- Патӑрьел: чӑвашлӑх тата чӑвашмарлӑх
- Чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ Раҫҫей шайӗнче ҫӗнтернӗ
- Аэропортра пассажирсем валли чăвашла та калаççĕ
- Чăвашсем хăйсен чӗлхине хирĕç пулма пултараççӗ-и?(ĕçлемен каçă)
- Пĕтĕм чăваш диктантне Геннадий Волков çинчен çыртарĕç
- Олимпиада ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ
- В День республики чествовали победителей и призеров первой Международной олимпиады по чувашскому языку
- Заявление «Ирӗклӗх» в связи с высказыванием В.В. Путина о добровольности изучения национальных языков(ĕçлемен каçă)
- Элтепере чӑваш чӗлхин латинла саспаллийӗсене ҫирӗплетме ыйтнӑ
- Алексей Венедиктов наци чӗлхисене хӑйсен ирӗкӗпе ҫеҫ вӗрентессине комментариленӗ
- Прощай, исчезающий чувашский язык?
- Раҫҫей Федерацийӗн вӗренӳ министерстви чӑваш халӑхӗ хӑйӗн чӗлхишӗн пӑшӑрханнине пӗлмест
- Чăваш чĕлхине Страсбургра хӳтĕлĕç
- Тутарстанра чӗлхе пирки сӑмахларӗҫ
- Елена Ухсай: Языковое унижение чревато последствиями
- Владимир Болгарский. Об угрозе развала страны в будущем, о съезде ЧНК, и об обращении к президенту
- Путинӑн хитре сӑмахӗсем
- Владимир Болгарский чӑваш чӗлхине хӳтӗлесе Патшалӑх думи умне тухнӑ
- Почему чуваши не говорят по-чувашски?
- "Как это в Чувашии не нужен чувашский?!"
- ПОЧЕМУ ещё в 1995 ЧУВАШ НЕ ЛЮБИЛ ЧУВАША?
- Л.Пӑртас: Виҫ ҫаврӑм тивлетлӗ сӑмах
Чăваш чĕлхи |
---|
Йĕркелевсем | Алфавит • Орфографи • Транслитераци • Пунктуаци • Фонетика (Пусăм) • Транскрипци • Словообразование • Лексика • Грамматика • Морфологи • Синтаксис • Пуплевĕш пайĕсем |
---|
|
Уйрăмлăхсем | Диалектсем • Ютçĕр чĕлхи пек |
---|
|
Усă курни | |
---|
|
Истори | Литература чĕлхин • Çырулăх • Гражданский шрифт с 1708 года • Орфография до 1918 года • Вырăс орфографин 1918 çулхи реформа историйĕ • Орфография до 1956 года |
---|
РФ чĕлхисем |
---|
Федераци чĕлхи | |
---|
|
Федераци субъекчĕсен чĕлхисем | |
---|
|
Официаллă статусри чĕлхесем | |
---|
Тĕрĕк чĕлхисем, чĕлхевĕсем, диалекчĕсем, калаçăвĕсем |
---|
пратĕрĕк † |
Пăлхар ушкăнĕ | |
---|
|
Авалхи тĕрĕк | авалхи кăркăс (енисей-кăркăс) † | орхон-енисей (ватă тĕрĕк) | уйгур рунă (орхон-уйгур) † |
---|
|
Туçи алтай (вар-хĕвелтухăç) ушкăнĕ1 | кăркăс-кăпчак3: кăркăс (çурçĕр кăркăс, ферган-кăпчак (†), кăнтăр кăркăс), кăнтăр алтай (диал.: хăй алтай (ойрот), теленгит, телеут) | çурçĕр алтай1: шор челхин кондом диалекчĕ 2, чулăм челхин анат чулăм диалекчĕ 2, çурçĕр алтай (диал.: кумандă, челкан) | тапалар 3 |
---|
|
Карлук ушкăнĕ | карлук-уйгур: авалхи уйгур †, карахан (карахан-уйгур) †, халаджа (аргу) 1 | карлук-хорезм: литература çыруллă ватă чĕлхесем — хорезм-тĕрĕк †, чагатай, тĕрĕк чĕлхи †, хальхи — айна ‡, или-тĕрĕк, лобнор ‡ 1, узбек, уйгур (çĕнĕ уйгур), хотан 2, хотон (†) ‡ 1, кăнтăр кăркăс — карлук диалекчĕсем 2 |
---|
|
Кăпчак ушкăнĕ | авалхи кăпчак † | нухай-кăпчак: алабуга-нухай 2, аçтăрхан-нухай 2, казах, каракалпак, нухай, крым тутар чĕлхин çеçенхир диалекчĕ, узбек-нухай (узбек чĕлхин кăпчак диалекчĕсем) ‡ 2, ферган-кăпчак — нухай-кăпчак диалекчĕсем 2, кăнтăр кăркăс — нухай-кăпчак диалекчĕсем 2, юртă-нухай 2 | атăл-кăпчак: пушкăрт, çĕпĕр-тутар, тутар (диал.: мишер) | половец-кăпчак: авалхи половец †, караим крым тутар 1 ( караим, крым диалекчĕ 2, крым тутар (литература), крымчак2, крым тутар чĕлхин вăтам диалекчĕ, урум (азовçум) — кăпчак пуплевĕсем2), кумăк-карачай-балкар 1 ( эрмен-кăпчак †, карачай-балкар, кумăк), мамлюк-кăпчак † |
---|
|
Огуз ушкăнĕ | авалхи огуз † | печенег † 1 | салар | çурçĕр узбек (икан-карабулак) | хăй огуз: азербайджан (диалектсем) | айналлу 2 | афшар 2 | балкан-гагауз | гагауз | кашкай 2 | осман † | салчук 2 | сири-туркмен 2 | сонкор-тĕрĕк | турккă (диал.: кипр) | туркмен (диал.: трухмен) | урум (азовçум) — огуз пуплевĕсем | хорасан-тĕрĕк (диал.: боджнурди) | хорезм (ӳспек чĕлхин огуз диалекчĕсем) 2 | цалк 2 | крым тутар чĕлхин кăнтăр çыранĕн диалекчĕ |
---|
|
Саян (тобас) ушкăнĕ | çеçенхир: кёк-мончак (диал.: мончак, цэнгэл), тăва | тайга: тухăç тăва, сойот-цатан (диал.: сойот, урянхай, цатан), тофалар |
---|
|
Хакас (кăркăс) ушкăнĕ | сарăк-югур (хара-йогур) | фуюй-кăркăс | хакас-алтай: шор чĕлхин мрас диалекчĕ 2, чулăм чĕлхин вăтам калаçăвĕ 2, хакас |
---|
|
Якут ушкăнĕ | |
---|
|
Çырулăх | |
---|
Асăрхавсем: 1 чĕлхе е чĕлхе ушкăнĕн классификацийĕ тавлашуллă, чĕлхе ушкăнĕ гипотезăллă (Терĕк чĕлхисен классификацийĕ пăхăр); 2 «чĕлхе» термина уса курни йăнăш («чĕлхе е диалект» проблема пăхăр); 3 кăпчак, пулас; † çухалнă, уйрăлнă е улшăннă чĕлхесем; (†) çухалнă чĕлхесем, пулас; ‡ хутăш чĕлхесем |