Вьентьян
Вьентьян (лао: Wieng Jan ວຽງຈັນ) — Лаосăн тĕп хули. Хулара 200 пине яхăн (2005) çын пурăнать.
Истори
Сеттхатхиратх патша Вьентьяна 1560 çулта Лан Санг патшалăхĕн шĕкĕр хули туса хунă. Лан Санг 1707 çулта арканса салансан Вьентьян ирĕклĕ патшалăх пулса тăрать. 1779 çулта Вьентьяна сиам генералĕ Пхрая Чакри ярса илнĕ, вара Вьентьян Сиам вассалĕ пулса тăрать.Анувонг патша пăлхав çĕклет, анчах унăн ăнăçу пулмасть, сиамсен çарĕ пăлхава пусарать те хулана ишсе пĕтерет. 1893 çулта хула Франци çĕрĕсен шутне куçать, 1899 çулта — Лаос протекторачĕн тĕп хули.
Экономика
Çутĕç
- Лаос Наци Университечĕ
Хула транспорчĕ
Таи-Лао туслăх кĕперĕ, 1990 хыççăн Меконг юханшыв урлă тунăскер, Вьентьяна Нонг Кхай тай хулипе çыхăнтарать. Çавăн пекех çак кĕпер урлă чукун çула тăсса Таиланда çитересшĕн.Вьентьянра Ват Тай тĕнче аэропорчĕ ĕçлет, унтан самолётсем Вьетнама, Камбоджăна, Таиланда тата Китайа вĕçеççĕ.
Çавăн пекех пăхăр
- Будда паркĕ
- Хо Пха Каеу храмĕ
- Лаос наци Музейĕ
- Патусай Триумф Арки
- Буддийская ступа Пха Тхат Луанг
- Тхат Дам храмĕ
- Ват Онг Теу Махавихан храмĕ
- Ват Си Муанг храмĕ
- Ват Си Сакет храмĕ
- Ват Сок Па Луанг храмĕ
Вьентьянра мечет, темиçе чиркӳ пур, тата çулçӳревçĕсем валли хăна çурчĕсем (отельсем), клубсем, дискотекăсем ĕçлеççĕ.