Хасан Рухани

Хасса́н Роухани́ (перс. حسن روحانی; 12 чӳк 1948, Сорхе) — иран патшалăх ĕçченĕ, политикĕ тата шиит тӳрă сăмахçи, çиччĕмĕш суйланă Иран президенчĕ.

Кун-çулĕ

Хассан Роухани 1948 çулхи чӳкĕн 12-мĕшĕнче Иранăн çурçĕр енчи Сорхе хулинче (Семнан останĕ) çуралнă.

Тĕн пĕлĕвне 1960 çулта илме тытăннă. Техран университетне 1969 çулта вĕренме кĕнĕ те 1972 çулта тӳре прави облаçĕн бакалавр степенне тивĕçнĕ. 1995 çулта Каледон университетĕнче, Глазгора магистер диссертацине «Ислам саккун тăвакан влаçĕ Иранри ĕç-пуçĕнче» («The Islamic legislative power with reference to the Iranian experience») хӳтĕленĕ.1999 çулта çав университетрах патшалăх правин философи тухтăрĕ ăсчах степеньне (PhD) тивĕçнĕ.

Ютçĕр чĕлхисене вĕреннĕ. Арап, акăлчан, франци, нимĕç, вырăс чĕлхине пĕлет[1].

Политика карьери

1999 çултанпа Экспертсен канашĕн пайташĕ,[2] членом Совета целесообразности с 1991,[3] 1989 çултанпа Наци хăрушсăрлăхĕн аслă канашĕнче,[4] 1992 çултанпа Стратеги тĕпчевĕсен центрĕн пуçлăхĕ пулнă.[5] Наци хăрущсăрлăхĕн аслă канашĕ председателĕ ĕç вырăнĕнче европа патшалăхĕсемпе Иранăн йĕтре программи пирки калаçусем ирттернĕ.

2013 çулхи çĕртмен 15-мĕшĕнче президент суйлавĕн пĕрремĕш турĕнче çĕнтернĕ[6], сасăсен çуррине пухса (18 613 329 голосов)[7].

Фотографисем

Асăрхавсем

Шаблон:Иран президенчĕсем