Германий

Германи / Germanium (Ge)
Атом номерĕ32
Ансат япалалăхăн курăмĕГермани кристаллĕ
Метал евĕр йăлтăртатакан çутă сăра полупроводник)
Атом палăрăмĕсем
Атом масси
(моль масси)
72,61 а. е. м. (г/моль)
Атом радиусĕ137 пм
Ионизаци энергийĕ
(пĕрремĕш электрон)
760,0 (7,88) кДж/моль (эВ)
Электронсен конфигурацийĕ[Ar] 3d10 4s2 4p2
Химилле палăрăмсем
Ковалентла радиус122 пм
Ион радиусĕ(+4e) 53 (+2e) 73 пм
Электронегативлăх
(Полинг шучĕпе)
2,01
Электрод потенциалĕ0
Оксидлав капашĕсем4, 2
Ансат япалалăхăн термодинамикăлла палăрăмĕсем
Тачăлăх5,323 г/см³
Пайлавла ăшăшăнăçтарăш23,32[1] Дж/(K·моль)
Ăшăяраслăх60,2 Вт/(м·K)
Шăрану температури1210,6 K
Шăраннин пайлавла ăшши36,8 кДж/моль
Вĕрев температури3103 K
Пăспулăмăн ăшăлăхĕ328 кДж/моль
Моль калăпăшĕ13,6 см³/моль
Ансат япалалăхăн кристалл решетки
Решетке тытăмĕкубла
Решетке периочĕ5,660 Å
c/a танлашăнни
Дебай температури360 K
Ge32
72,61
[Ar] 3d10 4s2 4p2
Германи

Германи (ним. Germanium) — Элементсен периодикăллă системин 32-мĕш хими элеменчĕ. Ge символпа палăртаççĕ.


Истори

Д. И. Менделеев элементсен периодикăллă системипе килĕшӳллĕн Германи пулассине, ун химипе физика пахалăхĕсене, каласа хунă (эка-кремний). 1885-мĕш çулта нимĕç химикĕ Клеменс Винклер аргиродит Ag8GeS6 минерала тĕпченĕ чухне уçнă.

Ячĕ пулни

Винклер хăйĕн тăван çĕршывне Германие, асăнса ят панă.

Физика пахалăхĕсем

Германин чĕнтĕр тытăмĕ

Германин чĕнтĕр тытăмĕ кĕвер чул евĕр, кубла.

Изотопĕсем

Çутçанталăкра германин пилĕк изотоп тĕл пулать: 70Ge (20,55 % масс.), 72Ge (27,37 %), 73Ge (7,67 %), 74Ge (36,74 %), 76Ge (7,67 %). Малтанхи тăваттăшĕ стабиллă, юлашки йĕкĕр бета-арканупа пайланать. Çурма аркану тапхăрĕ 1,58·1021 çул.Унсăр пуçне тата икĕ "нумай пурăнакан" искуствелла изотоп пур: 68Ge (Т1/2 270,8 кун) тата 71Ge (Т1/2 11,26 кун).

Хакĕ

ÇулХакĕ
($/кг)[2]
19991,400
20001,250
2001890
2002620
2003380
2004600
2005660
2006880
20071,240


2007-мĕш çулхи вăтам хаксем /[3]

  • Германи металĕ $1200/кг
  • Германи диоксичĕ $840/кг

Биологи ролĕ

Германие ӳсентăрансемпе чĕрчунсен организăмĕсенче тупнă. Пĕчек шайра физиологи рольне палăртман, пысăк дозăра наркăмăшлă. Икĕ валентлă германин çыхăнăвĕсем самай наркăмăшлăрах[4].


Асăрхавсем


Каçăсем