Гвиней-Бисау

Гвине́й-Биса́у (порт. Guiné-Bissau, официаллă ячĕ — Гвине́й-Биса́у респу́блики (порт. República da Guiné-Bissau [ʁɛˈpublikɐ dɐ ɡiˈnɛ biˈsau])) — Хĕвеланăç Африкăри патшалăх, унччен Португали колонийĕ пулнă. 1973-мĕш çултан никама та пăхăнмасть. Сенегалпа тата Гвинейпа чикĕ тытать.

República da Guiné-Bissau

Гвиней-Бисау

Гвиней-Бисау ялавĕГвиней-Бисау гербĕ
Патшалăх чĕлхисемпортугали чĕлхи
Тĕп хулаБисау
Чи пысăк хулаБисау
ПрезидентМамаду Туре Курума
Премьер-министрРуи Дуарте Барруш
Лаптăкĕ
 - Пĕтĕмпе
33 вырăнта
36 120 км2
Халăх йышĕ
 - Пĕтĕмпе(2002)
 - Йышлăхĕ
149 вырăнта
1 647 000
44,1/км²
Валюта ячĕфранк КФА (XOF
Вăхăт тăрăхĕГВ -0 пуçласа -0 таран
Патшалăх гимнĕГвиней-Бисау патшалăхĕн гимнĕ
Тетел доменĕ[[.gw]]
Тел. префиксĕ245

Гвиней-Бисау малалла тĕнчери организацисем йышне кĕрет: ПНО, АП, ЭКОВАС, Ислам килĕштерсе ĕçлени организацийĕ, Тĕнчери Франс чĕлхиллĕ çĕршывсен организацийĕ, Кăнтăр Атлантик тăнăçлăх тата коопераци зони.

Юстици министерстви
Пăла. Гвиней-Бисау
Карнавал. Бисау

Истори

Çăр пăтăрмахĕ (2012)

2012-мĕш çулхи ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче Гвиней-Бисаура çар çыннисем патшалăх влаçне улăштарнă. Вăхăтлăх патшалăхПерейра Раймунду президентне тата малтан премьер-министр пулнă Гомеш Карлуш Жуниора арестленĕ. Пăтармах президент суйлавĕн пĕрремĕшпе иккĕмĕш туре хушшинче пулнă. Суйлава Карлуш Гомеш Жуниор хутшăннă, пĕрремĕш турта вăл сассен 49% пухнă, çав вăхăтрах оппозици кандидачĕ Камба Яла 23% пухма пултарнă. Яла пĕрремĕш тур вăхăтенче нумай фальсификаци тунă тесе иккĕмĕш тура хутшăнассинчен туннă [1].

Климат

Административла пайлану

Тĕп статья: Гвиней-Бисаун административла пайланăвĕ
Ӳкерчĕк:Округа Гвинеи-Бисау.png
Гвиней-Бисаун административла пайланăвĕ (2007)

Гвиней-Бисау 9 округа пайланать, вĕсенчен 8- материк çинче, пĕри (Болама)Бижагош архипелагĕнче вырнаçнă. Тĕп хули - Бисау уйрăм округ шутланать. Лаптăкĕ чи пĕчĕкки пулсан та, халых йышĕ чи пысăкки. Утравсенчи округра халăх шучĕ чи пĕчĕкки.

РегионРегион (порт.)Административлă центрЛаптăк, км²Халăх йышĕ (2004), çын.Йышлăх, çы/км²
1БисауBissauБисау78407 424(2007)5223,38
2БафатаBafatáБафата5 981182 95930,59
3БиомбоBiomboКиньямел83863 83576,18
4БоламаBolamaБолама2 62427 95910,66
5ГабуGabuГабу9 150178 31819,49
6КашеуCacheuКашеу5 175164 67631,82
7КинараQuinaraФулакунда3 13852 17416,63
8ОйоOioБисора5 403179 04833,14
9ТомбалиTombaliКатио3 73672 44119,39
Пĕтĕмпе36 1231 328 83436,78


Пысăк хуласем

RankХулаХалăх йышĕОкург
1979 Census2005 estimate
1Бисау109,214388,028Бисау
2Бафата13,42922,521Бафата
3Габу7,80314,430Габу
4БиссораN/A12,688Ойо
5Болама9,10010,769Болама
6Кашеу7,60010,490Кашеу
7Bubaque8,4009,941Болама
8Катио5,1709,898Томбали
9Мансоа5,3907,821Ойо
10БубаN/A7,779Кинара
11КвебоN/A7,072Кинара
12Канчунго4,9656,853Кашеу
13Фарим4,4686,792Ойо
14КвинхамельN/A3,128Биомбо
15ФулакундаN/A1,327Кинара

Чĕлхесем

Халăхăн 14% çеç официаллă португал чĕлхипе калаçать. 44% криол чĕлхипе, ыттисем вырăнти Африка чĕлхисемпе калаçаççĕ. Португалсемпе метиссен нумайăшĕ тата криол е африка чĕлхисемпе калаçать. Шкулсенче франци чĕлхине те вĕрентеççĕ.

Тулаш суту-илӳ

Экспорт таварĕсем - кешью мăйăрĕ, креветкă, арахис, вăрман.Тĕпрен тавар илекенсем (2008 çул): Инди — 64 %, Нигери — 30 %, Пакистан — 1 %.Импорт — апат-çимĕç, промăçлăх таварĕсем, нефтепродуктсем. Тĕп тавар илсе килекенсем (2008 çул): Португали — 24 %, [[Сенегал [[— 17 %, Инди — 11 %, Кот-д’Ивуар— 5 %.Африка, Кариб бассейнĕ тата Лăпкă океан регион патшалăхĕсен организацине кĕрет.


Асăрхавсем

Каçăсем

Шаблон:Гвиней-Бисау темăсенчеШаблон:Африка патшалăхĕсем

Шаблон:CPLPШаблон:Латин пĕрлĕхĕ